Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чапшăн пурăнмастпăрПирĕн çулталăкĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томТантăшсемЙытă тĕлĕкĕШевле çутиВĕлле хурчĕ — ылтăн хурт

«Тĕлпулу çитиччен...»


Кирилл Кириллов асăмне

 

Тĕлпулу çитиччен

Чылай хушă хумхантăм.

Килсе çитрĕм те халь

Лăш лăпланчĕ чĕре:

Шурă мрамор çинче

Калаçса пек ларатăн,

Гранитран тунинче —

Курăнан чĕп-чĕрех.

 

Ăнланан чиперех:

Эп — ватти, тем пулсан та.

Эс, Кирук, кĕçĕнрех,

Хăть мĕн ту — ĕмĕре...

Ман санпа вакласси

Пĕр хутаç та пĕр алтăр,

Калаçса, шутласа

Тасалар-и пĕрре?

 

Çук, чĕнместĕн пĕрех

Чĕнесех туйăнсан та,

Тен, ӳпкев те чĕрет

Чунсене витĕрех.

Сывă чух тĕл пулсан

Ним те мар пит ансатăн

Калаçу астарса

Йыхăратчĕ пире.

 

Халь тĕнче ӳппĕнле.

Тен, кăшт хамăр та халсăр.

Ни сăмах тупăнмасть,

Ни ĕçме кăмăл çук.

Аçупа аннӳне каласне калаймасăр

Хурланса-эрленсе

Пуçне чикрĕ Арçук.

 

...Аслă пӳрт варринче

Чĕвĕлти чипер чунлă

Чиперчче Укçине

Чечекле çаврăнать.

Ĕмпичче аллинче

Малалла

«Çăлтăр-чечек пĕр кăшăл илтĕм...»


Кирилл Кириллов асăмне

 

Çăлтăр-чечек пĕр кăшăл илтĕм

Тăван тăпри çине хума,

Пуçа тайса сума сума,

Салам пама, салам тума,

Эрен хĕрне юри эп килтĕм.

 

Шăпах та лăп пин те ик çухрăм

Пукшашпала Эрен хушши,

Ал-хапăл та ăшши-пăшши

Кĕскелчĕ пин çулсен тăршши —

Ăна ик çухрăм евĕр тухрăм.

 

Пил ту мана та, Арçука та

Пехиллĕ тулăх шыв Эрен,

Эпир, çапах та, инçетрен

Çак аслă çутă тĕнчере...

Пиллемесен, каллех çухатăн.

 

Çухатусен тиевĕ йывăр:

Кĕтмен çĕртен, сасартăках,

Çапаççĕ те пире тăмха,

Яраççĕ тĕпсĕр шăтăка.

Асри тăванăм, лăпкă çывăр...

 

1998, çу, 27.

Кăтаймас масарĕ.

«Кăткăс пирĕн шăпа...»


Паянтанпа 33 çулхи К.Д.Кириллова

ĕнертенпе 55 çулхи В.П.Станьялран

 

Кăткăс пирĕн шăпа...

Çĕр тапса лав туртар т

Малаша кăшт курса

Умлă-хыçлă утсан

Çуммăн тӳсĕм хăпарĕ,

Вăй та пулĕ кăштах.

 

Йывăр пирĕн шăпа:

Çĕр çыртса карт лартар-ха,

Урлă-хурлă сурса

Иртнине чăрт çурсан

Пире пӳлĕх хăварĕ.

Çакă пирĕн тупа.

 

1995, кăрлач, 2.

Тавăру


Хĕветĕр килне тул çутăласпа тин таврăнчĕ. Пӳрте кушак пек йăпшăнса кĕчĕ те сĕтел çинче ларакан кăкшăмри каçхине сунă сĕте пĕр сывламасăр тенĕ пекех ĕçсе ячĕ. Тутлăн анасласа карăнса илчĕ. Пăлтăра тухрĕ. Алăка уçса чĕлĕм тивертрĕ. Шухăша путрĕ. Пахчара каçса кайсах юрлăкан шăпчăксем те икĕ теçеткерен иртнĕ çеç, анчах арçын пулма ĕлкĕрнĕ йĕкĕте шухăшсен тинĕсĕнчен туртса кăлараймарĕç. Ара, кĕçĕр вĕсем юлташĕсемпе ыранхи каç кӳршĕ яла хĕр вăрлама каясси пирки калаçса татăлчĕç вĕт-ха. Хĕр тенĕрен, Хĕветĕр хыççăн чупаканнисем ялта та чьглаях— ха вĕсем. Анчах вĕсенчен пĕри те йĕкĕт чĕрине тыткăнлаймарĕ-ха. Тата, çитменнине, Хĕветĕр вĕсенчен чылайăшне тутанса та пăхнă ĕнтĕ. Çук, ăна каччă хыççăн чупакан хĕрсем килĕшмеççĕ çав. Вăхăтлăха арçын чунĕнчи вĕри юна сивĕтекеннисем кăна вĕсем Хĕветĕршĕн. Вăл çурхи çеçпĕл пек ачаш та никам тĕкĕнсе курман арăм тупма ĕмĕтленсе пурăнать. Çавăн пекки пур, тет, Вĕшлейре. Хăй курман та, юлташĕсем каласа панă тăрăх, ытла та чипер пулмалла. Ашшĕ-амăшĕсем пуянах мар пурăнаççĕ, тет, те... Нимех те мар, Хĕветĕр — ялти çĕрме пуян ачи. Уншăн, пĕртен пĕр ачишĕн, ашшĕпе амăшĕ вута кĕме те хатĕр. Вĕсен ачи çак куна çитсе те ĕçлесе, тар юхтарса курман. Килти пур ĕçсене те тарçăсем туса тăраççĕ. Мĕн çиес тенĕ — çавна çи, мĕн тăвас тенĕ — çавна ту... Чару пулман. Вĕренес тесе те тăрăшман Хĕветĕр. Пыл та çу пек пурнăçпа киленсе пурăнакан çамрăк нимĕнпе те кăсăкланман. Унăн хăй ĕмĕрĕнче те тăхăнса пĕтерес çук тумтир, атă-пушмак пур. Пĕр ĕçлемесĕр пурăнма май паракан ашшĕ-амăш мулĕ... Вĕренсе тата ĕçлесе пилĕке авмалла, пуç ватмалла иккен тата. Çук, тамăк пурнăç уншăн мар. Ухмахсем ĕçлеччĕр.

Хĕллехи мыскара


Паян тумла тумлать-çке урамра,

Чĕре тапса сас панă евĕр,

Савса кулатъ шăм-шакă ăшăмра,

Телей туйса вĕçĕ-хĕррисĕр.

 

Тумла кĕввийĕ сывлăш ăшшипе

Ташша чĕнет ним вăтанмасăр.

Илĕртенсе те е ывăннипе

Çил ачисем лараççĕ халсăр.

 

Вара, курсам, чăнах та мыскара —

Ĕнер кăна тăратчĕç харсăр,

Алă çупса ташлатнă хамăра,

Сăмахсăрах, ним уямасăр.

 

Паян çĕн вăй ташлать-çке тумлара.

Ăçта çухалнă Хĕл Мучийĕ?

Ун сăнĕ курăнмасть-çке таврара,

Таçта выртать ун йĕрĕ-çийĕ.

 

Чакак пырса каларĕ хăлхаран,

Пĕлтерчĕ, тет, кӳрши хăй курнăран, —

Шар-сивĕпе ытла алхаснăран,

Вăл пач аптранă, тет, сывлать аран.

«Ахăлтатса кулатăн алхасса...»


Ахăлтатса кулатăн алхасса,

Тен, юриех чараксăр е манса?

Улталанса таптатăн шанăçна,

Йĕкĕлтесе тăраслăн шăпуна.

 

«Телей» — тесе сăлтавсăр васкаса

Шырарăн эс, тăмасăр упранса.

Управлăх туйăмне вăркăнтарса,

Пĕркенчĕкне варларăн такăнса.

 

Айван...

Те ĕнентернĕ, те ăсу пулман?

Пиçмен çырлан çителĕксĕр пылак.

Астутарсан та вырăна хуман, —

Йӳне хаклатăн-çке, халь тин — чăмлак.

 

Хĕвелĕ...

Çупăрласассăн та чĕрĕлмĕ

Упраманскер, çеçкелĕх тунине

Çурсассăн вăхăтсăр — сиенлĕ,

Çителĕксĕр чиперлĕх туйăмне.

Салам сире...


Салам сире, маттур çыравçăсем —

Ман чун сире салам ярать.

Халь ирĕкри çĕршыв юрлать.

Пурнатпăр халь хĕвеллĕ çĕршывра,

Телей тĕнчи пире кĕтет.

Телей тупатпăр пурте чăнлăхра,

Суя тĕнче йăлтах пĕтет.

«Купăса алла тытатăп...»


Купăса алла тытатăп,

Юрласа яратăп,

Хам хуйха-терте манатăп,

Юрăпа пурнатăп.

 

Тек куççуль нихçан тăкмастăп,

Иртнĕ пурнăç юлĕ.

Çӳл тӳпе, çакна чухлатăп,

Манпала халь пулĕ.

 

Çил-тăман йăлт урса кайнăн

Таврара хуçа халь.

Юрăпа çеç чунăм манăн

Пурăнать, сывлать халь.

Йăмра ачисем


Çуркунне çут тĕнче пит хитре,

Садсенче чечексем çеçкере, —

янăрать хăлхара паян иртенпе çуркунне юрри. Тĕнче хаваслă. Эпир те, ачасем, лара-тăра пĕлместпĕр. Ара, паян, шăмат кун, ешĕл курăк çине пăрусем кăларма каятпăр мар-и? Ирхи апата кăвакалла те çирĕм, те çимерĕм, тухрăм та чупрăм урама. Ак хайхи Унтрисен Литюкĕ пăру хăваласа тухрĕ. Пирĕн пăру пĕчĕк, пĕр уйăх та çитмен.

— Çынсемпе пĕрле пăрăва кăларăпăр, атту иксĕмĕрĕн хăваласа каясси пулмĕ, — терĕ анне.

Анне пăру мăйне хĕрлĕ пир татăкĕ çыхрĕ, хӳрине те хăюпа капăрлатса ячĕ. Инçетрен пирĕн Малютка туй арăмĕ пекех курăнать. Кил хушши алăкĕ умне шăпăр пăрахрĕ, ăшĕнче тем пăшăлтатса каларĕ, пăрăва витрепе астарса алăкран кăларчĕ. Малютка анне хыççăн чиперех утрĕ.

Çырмара ман пек шĕвĕрккесем нумаййăн пуçтарăннă. Никамăн выльăх пăхас шухăш çук, юлташăмсем пăрусем пекех кутăн-пуçăн сиккелеççĕ. Кăнтăралла хĕвел пире урипе тапса ячĕ пулмалла. Пăрусем ват йăмра айне кайса купаланса тăчĕç, эпир вара ĕмĕл вырăн кăмăлларăмăр. Анне те кантраллă кукăль пĕçерчĕ пулĕ, хырăм выçнипе йăшăл турĕ, хыр тăрне хăпарса та кайрĕ. Эпĕ апат çиме вĕçтертĕм.

Малалла

Тинĕспе сывпуллашни


Сыв пул, тинĕс, килсе куртăм!

Сывă юл та ан кӳрен!..

Тинĕс чакрĕ пĕр-ик утăм,

Унтан сикрĕ ман çине.

 

Мана хыттăн ыталарĕ

Чи юратнă тусăм пек,

Хăйĕн ăшă та тăварлă,

Çуйкăн, вăйлă хумĕпе.

 

Ыталарĕ хыттăн-хыттăн,

Йăтса ывăтрĕ инçе.

Юлашки хут эпĕ выртрăм

Ун сенкер ытамĕнче.

 

Нумайччен вара сиктерчĕ

Вăл мана сăпкари пек,

Савăнтарчĕ, килентерчĕ

Ялтăн янкăс ирĕпе.

 

Çитĕ, çитĕ, сыв пул, тинĕс!

Пушкин пек эп хурланса

Уйрăлмастăп. Кунсем иртĕç,

Каллех çитĕп çаврăнса.

■ Страницăсем: 1... 195 196 197 198 199 200 201 202 203 ... 796