Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ХусанШăплăхри аслатиĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеВатă чĕре — çамрăк чунĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томТĕлĕнтермĕш юмахсем

«Каç сĕмлĕхĕнчен тухса...»


(В.-на.)

Каç сĕмлĕхĕнчен тухса

каç сĕмлĕхне ăсаннă

канăçсăр çулçӳрен

хăйĕн ачалла ачаш юратăвĕшĕн

санран каçару ыйтать.

Амăшĕн юрри


Килĕм-çуртăм кервен марччĕ,

Çил çӳретчĕ.

Çапах виçĕ кăвакарчăн

Çитĕнтертĕм.

 

Ялти ятăм чаплă марччĕ,

Хисеп çукчĕ.

Çапах виçĕ кăвакарчăн

Вĕçсе тухрĕ.

 

Вĕçсе тухрĕ виçĕ ывăл,

Виç вĕçевçĕ.

Чыс-мухтав сана, Çĕршывăм,

Ывăлсемшĕн.

 

Вĕçсе тухрĕç виççĕн харăс,

Пурте хӳхĕм.

Виççĕн виç еннелле кайреç —

Виçĕ çиçĕм.

 

Советсен çĕршывĕ аслă,

Вĕçме лайăх.

Явăнать çӳлте мăнаçлăн

Виçĕ кайăк.

Асамат кĕперĕ


Çитмĕл çичĕ ярапаллă çумăр

Çитрĕ те ташларĕ сиккипех,

Уй-хир урлă чĕнтĕрлерĕ çăмăл

Ылтăн-кĕмĕл карлăклă кĕпер.

 

Чĕнтĕрлерĕ, çӳлерех çĕклерĕ

Аслă çĕрĕн анлă тӳпине.

Мĕн пек чаплă асамат кĕперĕ

Тухса тăчĕ бригадир умне!

 

Çамрăк йĕкĕт пăхрĕ уй-хир тăрăх,

Савăнса чунтан хăй ĕçĕпе.

Çумăр шывĕ мĕн пек çутă, тăрă,

Çур тырри калчи епле чипер!

 

Бригадир тăрать. Чĕри лăпланнă.

Çийĕ-пуçĕ тăп-тăр сывлăм çеç.

Вăл тăрать телей хапхи пек анлă

Асамат кĕперĕ умĕнче.

Вырсарни каç


Вăл виç эрне Тамарăна курманччĕ. Кăçал вăтам шкулта юлашки çул вĕреннине пула, çирĕм çухрăмри Шур Шывран яла канмалли куна виç–тăват эрнере пĕрре кăна килет. Хĕвел анас умĕн килне çитрĕ те, тӳрех мунчана ячĕç. Мунчара нумай пулмарĕ. Таврăнчĕ те, сĕтел çинче сăмавар кашлатчĕ. Тӳрех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, васкаса чей ĕçме пуçларĕ. Çапла хыпаланнинчен амăшĕ тĕленсе кăна тăрать.

— Ăçта çак хатĕр васкатăн эс? Канма та ĕлкĕреймерĕн вĕт-ха?

Амăшĕ ăна тăраниччен çиме хушать. Ашшĕ, маларах мунча кĕрсе тухнăскер, чей ĕçсе тăраннă та ал шăллипе тарне шăлса тăрать. Шӳт тума юратаканскер, ывăлне куç хĕсрĕ: .

— Амăшĕ пирĕн, питĕ сисĕмсĕр-çке! Ну, юрĕ... Эс ас ту-ха унта каялла килнĕ чух: çĕн шкул урайне сарма пĕр трактор çуни хăма килсе тăкнăччĕ. Тирпейлесе хума ĕлкĕреймерĕмĕр — каç пулчĕ. Пĕр кун çапла килсе тăкрĕç те, тем чул хăма «çĕр тĕпне анса кайрĕ».

Ашшĕ — шкул завхозĕ.

Йĕкĕт урама тухнă çĕре тĕттĕм пулчĕ. Çанталăк, те çур енне кайнипе, питĕ ăшă. Çил çук. Йĕкĕтĕн кĕçĕр Тамарăна курмаллах. Вăл вăрман леш енчи Çирĕклĕре пурăнать. Вăрманĕ урлă каçма çухрăмран ытла та мар пулĕ. Çула майăн клуба кĕрсе тухма шутларĕ. Вăл пырса кĕнĕ çĕре унта çамрăксем пухăннăччĕ те вальс ташлатчĕç. Пырса кĕчĕ та алăк патĕнче кулкаласа тăрать. Вальс ташлакансем ун çине çаврăнса та пăхмарĕç. Çывăх тусĕ Çемен кăна, ташлама юратманскер, пырса алă пачĕ.

Малалла

«Таçта, инçе, пĕр чĕмсĕр вăрманта...»


Таçта, инçе, пĕр чĕмсĕр вăрманта, —

унта сукмак та, йĕр те çук пыма, —

кĕлет-и, çурт-и... —

Е ыйтсан манран,

пĕлетĕп: кантăк вырăнне — хăма,

тата пĕлетĕп, ку хуралтăна

авалтанпах сыхлать тĕкĕлтура,

вĕçет, сĕрлет — ун ĕçĕ çак кăна,

çавах ун ĕçĕ хăй пекех хура.

 

Тен, çакăнта тумлаççĕ çеккунтсем.

Тумлаççĕ сассăр, сисĕнчĕксĕр, вăрттăн

Сасартăк асăрхатăн: ку — кунсем!

Сисмесĕр вăранатăн та тин выртнăн —

умра — вĕçленеймен кĕввипеле

вĕçет, сĕрлет, тĕрлет тĕкĕлтура.

Кама тӳр килнĕ вăранма — пĕлет:

ача-пăча телейĕсем умра.

«Урам пушă, хĕвел — пĕччен...»


Урам пушă,

хĕвел — пĕччен.

Иывăçсем пасра — чĕнтĕрлĕ.

Тĕлĕнтермĕшĕ пур тĕнчен.

Ун илемĕ ялан çĕн тĕрлĕ.

 

Тĕлĕнетĕп шур асамран.

Çилĕ, кунĕ — миçемĕш — пурĕпĕр

юлĕ çакă самант асăмра,

пĕрре мар аса килĕ хĕл шупăрĕ.

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк


(Айтăш ташши)

 

Яшсем ташласа тухаççĕ:

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăртатса-тăрстлатса,

Якăлт сиксе вăртлатса,

Ик урана хуçлатса

Сиксе тăрса силленсе

Ташлар пĕрре çеçмерле!

Çеçмерле те сĕнтĕрле!

 

Хĕрсем ташласа тухаççĕ:

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Тăпăртатса-тăрстлатса,

Вăштăрт вĕçсе вăртлатса,

Аркă вĕçне хутлатса,

Ал-урана вылятса

Ташлар пĕрре пошкарла,

Пошкарла та шашкарла!

 

Яш-хĕрем пĕрле ташлать:

Тăпăртăк, тăпăртăк,

...Шашкар ташши çавнашкал,

Мухтанмастпăр, хăрамастпăр,

Эпĕр хамăр çавнашкал.

 

Çеçмерле, шашкарла,

Вăй çитмесен — кашкăрла,

Вăй çитменни пулас çук,

Çынран кая юлас çук.

 

Шашкарла-пошкарла

Хоçкаланса юлмалла.

Çеçмерле-сĕнтĕрле

Чиперленме пĕлмелле.

 

Яшсем юрласа ташлаççĕ:

Эпĕр кунта ташлани —

Малалла

Çутçанталăк


Юрлать çут ир. Çĕршыв пуян та тулăх.

Тырпул ӳсет мăнаçлăн хумханса.

Тантăшпала пыратпăр çĕршыв тăрăх,

Тăван тавралăхшăн хавасланса.

 

Юрлать тавралăх. Эпир утнăçемĕн

Çут тĕнчери пур тĕрлĕ кайăксем

Пĕр аслă туй тăваççĕ. Пин-пин çемĕ

Яш кăмăлшăн ытла та лайăх-çке!

 

Шутне пĕлмесĕр авăтать куккукĕ.

Çунаттипе чăлт çеç шыва çапса,

Вĕçет чĕкеçĕ. Вăрманти пит шукăль

Улатакка ташлать ура тапса.

 

Чĕвĕлтетет йăваш вĕлтрен чĕп-чĕпĕ,

Сĕрлет текерлĕк. Карăш тĕлĕнет:

Пĕр пăрчăкан кăларнă тватă чĕпĕ,

Пĕри — куккукăн, виççĕш — хăйĕннех.

 

Мĕнпур тавралăх хускалса вăраннă:

Чи кăсăя та шăпчăк, шăкăлчи...

Мăйăлтатать хăй майăн мăйпăранĕ —

Пахчаçăсен юратнă шăпăрçи.

 

Итле, юлташăм, тантăшăм, тăванăм,

Çак ырă çутçанталăк пĕтĕмпех

Пирĕн ятпа, йăлт пирĕншĕн вăраннă,

Çĕкленнĕ вăл мĕнпур илемĕпе.

 

Юрлать çут ир. Çĕршыв пуян та тулăх.

Тырпул ӳсет мăнаçлăн хумханса.

Тантăшпала пыратпăр çĕршыв тăрăх,

Тăван тавралăхшăн хавасланса.

Хаярлăх вăрлăхĕ


1.

Кĕркунне. Хурăнлăх ялĕ тарăн ыйхăран вăранать. Уяр çанталăкри тӳпе çăлтăрсемпе тулнă. Уйăх кăна мĕнле-тĕр шурса кайнă, ун йĕри-тавра ункăсем карталаннă — çанталăк пăсăлать пулмалла. Сулхăн. Çил те самаях хытă вĕрет. Ялта йытăсем вĕркелеççĕ, автансем авăтаççĕ, алăксен уçăлса хупăннă сасси илтĕнет.

Марье аппа ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăранчĕ тени те тĕрĕсех мар, ара, çутăласпа анчах аран-аран çывăрса кайрĕ вăл. Аçтан ыйхă килтĕр- ха çавăн пек чух — ывăлĕ салтакран таврăнмалла ыран. Тăрса ларсанах ăшă тутăрне çыхса ячĕ, урине çăм чăлха тăхăнчĕ, çутă çутрĕ. Ултгăмĕш сехет кăтартаççĕ стена çинчи сехет йĕпписем.

Кӳршĕсем те çав вăхăтра çутă çутса ячĕç. Марье аппа васкаса пăлтăра тухрĕ, малтанах хатĕрлесе хунă вутă çĕклемĕ тата пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ. Каланккă юшкине уçрĕ, кĕл кăларчĕ. Часах чĕртсе янă каланккă кĕрлеме тытăнчĕ.

Марье аппа пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ, Михаля, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ыран салтакран таврăнакан Иван ашшĕне астумасть, ытла пĕчĕк пулнă-ха вăл ашшĕ вăрçа тухса кайнă çул. Хуçалăхĕ Марье аппан пуян вара: шатрун çурт, тырă кĕлечĕсем, выльăх-чĕрлĕхĕ, кайăк-кĕшĕкĕ картиш туллиех. Вăл ялти пуян хĕрĕ пулнă, ашшĕ ăна качча кайсанах пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтернĕ. Тен, çемьере чи кĕçĕнни пулнипе ашшĕ- амăшĕ юратарах панă-тăр. Марье аппара ашшĕ юнĕ юхать теççĕ. Тĕрĕсех пуль ара: кăра çилĕллĕ, каппай, çăткăн чунлă хĕрарăм вăл, пуринчен ытла арçынсене, хăйĕнчен кĕçĕнреххисене, пăхăнма юратмасть. Ĕçченне ĕçчен ĕнтĕ, çавăн пек пысăк хуçалăха хĕрарăм пуççăн тытса пырать, йывăрлăхсенчен те хăрамасть, тăва пĕлмен ĕçĕ те çук унăн.

Малалла

«Çынсем, ăна эсир телейлĕ пулни...»


Çынсем,

ăна эсир телейлĕ пулни —

нимĕнрен ытла.

Енчен те ун чĕри хӳхлет-тĕк,

ку чунри тĕрĕслĕхе пытарас килмен

кăмăлран кăна.

■ Страницăсем: 1... 206 207 208 209 210 211 212 213 214 ... 796