Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуПепке çуралсан...Вăрман ачисемХура çăкăрКайăк тусĕМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Сар ачапа сарă хĕр

«Мĕнле йăла сан?...»


Мĕнле йăла сан? —

Кашнинчех

урăх çулпа килетĕн.

Хăрушлăхсăр та лăпкăн

ху пĕлекен вырăнсемпе çӳресчĕ.

Шăрчăк сассиллĕ йăвуна

хальчченхи евĕр туйăнман

кашни темлерех каç

сехĕрлентеретĕн.

«Зооциркра, çынсем хĕвĕшнине...»


Зооциркра,

çынсем хĕвĕшнине

курса тăраннăскер,

читлĕхри пĕччен упăте

шухăша путнă.

Сăнăр-ха:

ялан

çынсем куçнине çеç

курса ларакана,

тен, кичемрех ăна?

Шел те пек —

кулма пĕлменскере.

Çĕнтерӳçĕ


Пирĕн аслă çĕршыв тӳпинче

Ĕмĕр-ĕмĕр

Сивĕнми те сӳнми

Çутă çăлтăр çунать.

Тĕнчен пилĕк енне

Сапăнать унăн хĕмĕ,

Пилĕк çулăм —

Вăл пирĕншĕн пилĕк çунат.

 

Çакăнта, çак çăлтăр айĕнче,

Манăн тантăш,

Пĕрле ӳснĕ юлташ,

Юмахри паттăр пек,

Нӳрлĕ тулăх çĕре

Хурçă касăпа тарăн

Хускатса çĕнетет

Вăйлă тракторĕпе.

 

Çĕрĕпех, çĕрĕпех

Хурçă утăн моторĕ

Лăпланмасăр кĕрлет.

Çĕр ăна парăнать.

Манăн та ыйхăм çук.

Хиреляе эп васкарăм —

Сăнама

Самана çĕклекен акана.

 

Ялкăшать çутă çăлтăр.

Ун çулăмĕ чĕрĕ.

Кĕç сенкер тухăçа

Çулăм хыпрĕ йăлтах.

Çĕршыв сыхă та лăпкă,

Ăна кунĕн-çĕрĕн

Хураллать чикĕре

Пирĕн паттăр салтак.

 

Сухала, тракторист, çерем уç!

Çутă çăлтăр

Çутинче эс

Коммуна ĕçне

Васкатан.

Çак ĕçре — ыранхишĕн! —

Ман сăвă та тăтăр,

Сан пек паттăр та çирĕп,

Тӳрех санпа тан!

Ленук йăмри


Пĕчĕк Ленукăн паян килте асламăшĕпе ларас килмерĕ. Вăл урама тухрĕ те хăйăр купи çинче тусем, çуртсем ăсталама тытăнчĕ. Часах ку ĕç ăна йăлăхтарчĕ. Хĕрача вара ял вĕçĕнчи ватă йăмра патне чупса кайрĕ. Çак сарлака, мăнаçлă йывăç хыçĕнчен питĕ интереслĕ урамра мĕн пулса иртнине вăрттăн сăнама. Никам та курмасть Ленука, вăл вара пурне те курать.

Акă Таиç кинеми, вĕсен кӳрши, хăйĕн хурĕсене хапхаран хăваласа тухрĕ. Лешсем çийĕнчех умри курăка чĕпĕтме тытăнчĕç. Пĕри çеç темшĕн мăйне тăсса хуçине сăхса илесшĕн. Ват çын чăрсăр кайăка патакпа хăмсарчĕ те вăрçа-вăрçа килне кĕрсе кайрĕ.

Тепĕртакран тăкăрлăкран урама Тузик вирхĕнсе кĕчĕ. Вăл Муркăна, Анук аппасен кушакне, хăвалать иккен. Мăр-мăр вăшт! çеç çывăхри хурăн çине хăпарса кайрĕ. Йытă ним тăвайманнипе темччен йывăç йĕри-тавра вĕрсе чупрĕ. Юлашкинчен йăлăхрĕ пулас, каялла хуçин килĕ еннелле васкамасăр утрĕ.

Ленук та ывăнчĕ, хырăмĕ те выçрĕ. Асламăшĕ патне кайма шутларĕ вăл. Анчах мĕн ку? Тăруках ял улшăнса кайнăн, тĕксĕмленнĕн туйăнчĕ ăна. Урам тăршшĕпех кивĕ йывăç çуртсем, тăррисене вара темле хулăн япалапа витнĕ. Ленуксен килĕнчен шурă кĕпе тăхăннă, саппун çыхнă ватăрах хĕрарăм тухрĕ. Унăн пуçĕ çинче тутăр мар, ал шăлли пек пусма, урисенче — кантрапа çыхнă пушмак. Акă ытти килсен хапхисем те уçăлма тытăнчĕç. Часах урам тăрăх хăйсен ĕнисене хăваласа тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă хĕрарăмсем утрĕç. Вĕсене ялăн тепĕр вĕçĕнче ват старикпе хытканрах арçын ача кĕтсе илчĕç. Сывлăшра шăхлич сасси янраса кайрĕ, ун хыççăн ялти выльăх симĕс курăка кавле-кавле васкамасăр утрĕ. Ленук пĕчĕк кĕтӳçĕн çара урине те, саплăклă кĕпине те курми пулчĕ ĕнтĕ, илемлĕ кĕвĕ вара пуçĕнчен темччен тухмарĕ. Хĕрача ăна куçне хупсах итлерĕ.

Малалла

Эпитафи


Ыйтатăп, ан йĕрсемĕр эп вилсен,

эп терĕс пурăнса ирттернĕ, тӳрĕ.

Пире пĕлмеççĕ мăн кăмăллисем,

Мĕскĕннисем, тăпрам çине ан çӳрĕр.

«Март. Сывлăш — линза пек таса...»


Март.

Сывлăш — линза пек таса.

Е уйăх çутинче,

шăнтсассăн,

кăштах лăш пулнă та асап,

юр кĕрчĕсем сывлаççĕ сассăр.

 

Шыв-шурлă, пылчăклă инçет

тем кĕтнĕрен çеç мар асамлă:

çурхи тĕлĕнмелле тасалăх

пур март йĕркесĕрлĕхĕнче.

«Паян çил ачисен уявĕ...»


Паян çил ачисен уявĕ.

Нарс уйăхĕ вĕçленнĕçем

хăй ирĕкне туять те явăл

вăйне урамсенче виçет.

 

Çатан чĕриклетет — аманнă

çерçи чĕппи пек — ӳкнĕскер.

Тен, урам мар ку — алсăр çанă?

Тен, уйăх кĕçĕртен — пӳске?

 

Тен, урăхла пачах — канмашкăн

выртса сĕнк пулнă та тĕнче

туять: çуркуннехи ачашлăх

ăна лăпкать тĕлĕкĕнче!..

Йăмра


Мĕн ĕмĕртен чăваш хастаррăн

Ялта лартать йăмра эрешлĕн.

Çулла сулхăн парать пире

Хĕлле тăмансенчен сыхлать

 

Паллах йăмра çинчен вăраххăн

Çырма тем чуль пулать мухтавлăн

Халĕ вара калам сире

Пĕр хуйхăллă историе

Пӳрт умĕнче йăмра салхуллăн

Паян ларать ытла хуйхăллăн.

Тен, вăл сисет çын нушине

Асап-тертне, мĕн пулнине

 

Кичемлĕ амăш ирхине

Фронта ăсартĕ ачине

Пит йывăр тăванăмсене

Сисес пĕччен юлассине

 

Йăмра панче вĕсен йăвашшăн

Пиллерĕç пĕр-пĕрне ачашшăн

Йăмра тăван çыннисене

Пăхса хурланчĕ вĕсене.

 

Кунсем иртсе шуса пĕр майăн

Йăпанмашкăн хыпар пулмарĕ

Йăмра йăпатрĕ аннене

Шăлса типĕтрĕ куççульне

 

Ан хурлансам, ытла ан авăн,

Ывăлу сан çитĕ пĕр васкавлăн

Куçне уçса яла вăл утрĕ

Шанчăкĕпе пĕрех вăл кĕтрĕ

 

Самай тăрсан — шанчăк çуралчĕ

Нум салтак яла таврăнчĕ.

Йăмра панче ывăлĕпе

Амăш тĕл пулчĕç пĕр ирпе

Малалла

Этем шăпи


Çу уйăхĕн юлашки кунĕсем сĕре те шăрăх тăчĕç кăçал. Çĕр çуркаланса кайнă та — эрешмен картине аса илтерет. Ӳсен-тăрансем, йывăçсен çулçисем тусан айне путса пуçĕсене уснă. Нумаях пулмасть акнă çурхи тырă-пулă та, шăтса тухаймасăр, тусана çаврăннă тăпра ăшĕнче хĕвелпе пиçсе выртать. Ахаль те шывран, йывăç-курăкран чухăнтарах Кусăрка ялĕ татах та мĕскĕнрех курăнса ларать. Çырма-çатрасен тĕпĕнче кăна курăк саралса ĕлкĕреймен-ха, шывĕ çук пулсан та илемлĕн курăнать. Кăн-кăвак тӳпере пĕр тăри анчах хуçаланать тейĕн, юрлать те юрлать шăрантарса ĕмĕрхи юррине.

Эдик Романов паян хĕвелĕн пирвайхи пайăркисемпе вăранчĕ, унăн район центрне — Пăлана каймалла. Кусăрка ялĕ чукун çул станцийĕнчен инçерех ларнă пирки, ял çыннисем район центрне иртен-çӳрен машинасемпе кайса-килсе тăраççĕ. Ял çумĕпех аслă çул тăсăлса выртать. Çавăнта тухса тăраççĕ те хăйсен телейне кĕтеççĕ. Аванах мар та ĕнтĕ çул хĕрринче пуççапса тăма, мĕн тăвăн, каймалли çĕре каймаллах.

Çуллахи вăхăтра Эдик чăлантах çывăрать. Вăл хăвăрт кăна вырăн çинчен сиксе тăчĕ те зарядка тума пуçларĕ. Çăвăнчĕ, картишĕнчи çуллахи пӳрте тухса амăшĕ нумаях пулмасть сунă, кăпăкланса тăракан сĕте ĕçрĕ. Каялла пӳрте кĕрсе докуменчĕсене илсе пĕчĕк сумкăна чикрĕ, кирлĕ япалисене пурне те илнипе илменнине тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн аслă çул хĕрринелле тухса утрĕ.

Мартри хырсем


Сирень чĕтрерĕ илчĕ тĕмĕпех.

Хĕвел черкки çине пăхать пек хурăн.

Йăмра шавлать, хавас.

Ку пĕтĕмпех

халь пуçланас çемье уявĕ пулнăн.

 

Чĕнмен хăна пек вырăнсăр хырсем,

эсир пурри çинчен çанталăк маннă. —

Çак пурнăç çăтмахне вăйпа кĕрсе,

ăçтан-ха ун савăнăçне ăнланăн!

■ Страницăсем: 1... 207 208 209 210 211 212 213 214 215 ... 796