Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ытла та вăрттăн юратуЫлханлă хура çĕмĕртШăплăхри аслатиСулпикепе Валĕм хунХусанЙытă тĕлĕкĕЮманлăхра çапла пулнă

«Ирĕк кайăк эпĕ пултăм...»


Ирĕк кайăк эпĕ пултăм

Санпала тĕл пуличчен,

— Вĕçсе тарăп, — тесе култăм,

Сăнаса сан куçсенчен.

 

Эс мана алла вĕрентрĕн

Вăхăта ирттермелле,

Хыççăн тытрăн та вĕçертрĕн

Çут кăвак тӳпенелле.

 

Кирлĕ мар сана текех эп,

Мантăн эсĕ ман çинчен.

Пĕр пĕччен, пĕччен вĕçетĕп,

Кашни кун çапла, пĕччен.

 

Тĕл пулма та кирлĕ марччĕ

Пирĕн çакă тĕнчере.

Тĕлпулу суран хăварчĕ,

Тарăн йĕр чĕре çинче.

«Тĕксĕм каç...»


Тĕксĕм каç. Хула лăпланнă.

Ăшă çумăр тек çăвать.

Вăл сăпка юрри юрланăн

Шăппăн çеç шăпăртатать.

 

Ăшă çил вĕрет ачашшăн,

Сĕртĕнет мана питрен.

Эп сана паян каласшăн

Хамăн туйăмсем çинчен.

 

Эп каласшăн та — илтеймĕн:

Çумăр пирăн хушăра.

Манпа мар паян эс темшĕн,

Çавăнпа пуль каç хура.

 

Кăлăхах кĕтсе эп лартăм

Çумăр витĕр тусăма.

Тем каласшăнччĕ те — мантăм.

Е мантартăм-ши хама…

Вăрманти тĕлпулу


Кайрăм пĕр кун вăрмана

Кăмпа-çырла пуçтарма.

Утрăм-утрăм малаллах,

Кĕтĕм эпĕ шалаллах.

Шалта тĕттĕм, пит тĕттĕм,

Хăрама та пуçларăм.

Тухас терĕм каялла,

Каяс терĕм килелле.

Анчах çула çухатрăм,

Йĕри-тавра эп пăхрăм.

Шăпăртах-çке таврара,

Ним те çук-çке сас-хура.

Йывăç çинчен йывăçа

Сикет çеç ав пĕр пакша.

Кайăксем те юрламаççĕ,

Тăхран çеç таклаттарать,

Чĕр чунсем те курăнмаççĕ,

Ман чĕрем сиксех тапать.

Ĕнтрĕкпе хупланчĕ кун,

Кунĕпех шырарăм çул.

Тупаймарăм ниепле,

Ах, мĕнле çитес киле.

Тĕттĕм пулчĕ, пулчĕ каç,

Тунката çине ларатăп.

Ман мĕнле çула тупас,

Çавна çеç халь шухăшлатăп.

Пĕр самант. Тӳпе çуталчĕ.

Çӳле пăхрăм та куратăп,

Çăлтăр тӳперен анать,

Ман патăма çывхарать.

Ак вăл ман ума ларать,

Ман çине куçран пăхать.

Вырăнтан эпĕ тăратăп,

Куç уçатăп та хупатăп.

Ниепле ăнланаймастăп:

Чăнахах-ши, ахаль-ши,

Куçăма çеç курнать-ши?

Анса ларчĕ те калать:

Малалла

Пĕр такăнсан


Ирхине такăнсан кунĕпех тенĕ ваттисем. Аньăн çавăн пекех пулса тухрĕ. Ирхине ĕçе кайиччен парикмахерскине кĕрсе çӳçне илем кĕртесшĕнччĕ. Хĕрарăмăн ĕç кунĕ тăхăр сехетре çеç пуçланать. Парикмахерскисем сакăр сехетрех уçăлаççĕ. Вăт пăтăрмах. Çывăрса юлнă. Çиччĕ çурăра çеç куçне уçрĕ. Тепри пулсан тухса чупнă пулĕччĕ те, анчах Аня нихçан та душ айĕнче çăвăнмасăр, лайăх кăна сăрланмасăр, тутлă çимесĕр килтен тухса каймасть. Кая юлни те темех мар уншăн. Чĕлхи-çăварĕ шăмăсăр. Такама та чике тăршшĕ лартĕ. Кулли ачаш. Кирек камăн чĕрине те ирĕлтерĕ. Вăрăм куç хупанкине сиктерсе пысăк кăвак куçне мăч-мăч тутарать, шăнкăрав пек сассипе янраттарса кулса ярать те, пай пуçлăхĕ, Мартын Ильич, аванмарланса шĕвĕр пӳрнипе куçлăхне сĕртĕнсе илет, илемлĕ мăйăхне пĕтĕркелесе хăй пӳлĕмне кĕрсе каять.

Çу-у-ук. Вăрçма мар, асăрхаттарса та пĕр сăмах калаймасть вăл Аньăна. Пĕрле ĕçлекенсем-и? Вĕсем мĕн шухăшлани хĕрарăма чĕрне хури чухлĕ те кăсăклантармасть, кĕвĕçчĕрех. Кĕвĕçекене кĕве çинĕ тет. Тĕрĕс, пĕр аван енĕ пур Аньăн. Вăл çынна ырă тума тăрăшатъ. Акă паян та ултă хутлă çурт умĕнче икĕ чăваш хĕрарăмĕ калаçса тăнине илтрĕ. Сĕтел-пукан сутакан лавкка кирлĕ иккен вĕсене. Çав суту-илӳ çурчĕ ăçта пулма пултарнине сӳтсе яваççĕ.

Малалла

«Хурлăхан ирех пиçсе...»


Хурлăхан ирех пиçсе

Çырлине хуратрĕ.

Сан куçна асилтерсе

Чунăма пăлхатрĕ.

 

Йăм-хура пылак çырла,

Эс çырла кăна-çке!

Тусăн куçĕсем вара

Кам çине пăхаççĕ?

 

Çил ачи тута çинчен

Сан ятна вăрларĕ,

Симĕс çулçă хушшинче

Нумай хут каларĕ.

 

Ман вĕри сăмахсене

Çил йăлтах салатрĕ.

— Маннă вăл сана, — тесе

Вăрттăн пăшăлтатрĕ.

Йĕтетрĕ çумăр, антăхрĕ ăрша...


М.В.Румянцев профессора.

 

Йĕтетрĕ çумăр, антăхрĕ ăрша,

Ийе кăшларĕ Пурнăçа çиламăн.

Тĕнче шанса ĕненнĕ турăша

Паян туртса çапаççĕ аслăк айĕн.

 

Хĕвел-аттемĕр анчĕ вăрăнса,

Пыльчăкланса выртать аттемĕр-çăлтăр.

Таптанччăр-и, таврăнайми кăнса,

Çынна çунтарнă йĕрĕх хăй те çунтăр!

 

Сăваллă çут тĕнче! Эс тĕрĕслĕхсĕр мар!

Кама мĕн тивнине паратăнах, мăнтарăн...

Суя çулпуçсене тĕрĕслĕхпе çунтар,

Сумри суясене эпĕ хамах çунтарăп.

 

Истори чăнлăхне пытараймасть тусан,

Ĕнер хуçа пулни — паян шăршланнă пыльчăк...

Паян сăваплă — кам пуçа усман,

Кам мăшкăла путман — вăл чыслă пулчĕ.

 

1990, юпа, 30

«Тăшмансем таçта кайса çухалчĕç...»


Тăшмансем таçта кайса çухалчĕç,

Юлташсен сасси те илтĕнмест.

Кĕвĕç чунлă критиксем те манчĕç,

Юрату кăна тарма пĕлмест.

 

Çут хĕвел кулли пулса вырнаçнă

Манăн çуртăма вăл тахçанах:

Çамрăк мар эп, çитмĕлтен те каçнă,

Юрату ман çамрăк-ха çаплах.

 

Эп ăна курса çамрăкланатăп,

Юрăсем юрлатăп чунпала;

Тӳпене вĕçе-вĕçе анатăп,

Телее упратăп унпала.

 

Мăнуксем чĕрке çине лараççĕ,

Ачашлап савса эп кашнине.

Кайăксем хитре гимн юрлаççĕ

Курнипе вăл питĕ хитрине.

 

Нихăçан манран тарса ан кай эс,

Яшлăхра çуралнă юрату.

Эс пур чух инкек-асап пуç тайĕç,

Пурнăç пулĕ савăк та тату.

 

05.08.2007

Çутă çăлтăр


Çутă çăлтăр çутатать,

Кăнтăрла вăл пытанать.

Каçхине каллех тухать

Çутă вăл пире парать.

Аякран та çутатать,

Хĕвеле салам калать.

Пĕр чустаран


Шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ сала урамĕпе Ирина Петровнăпа мăшăрĕ. Çанталăк тĕлĕнмелле ырă. Вăхăт каç енне сулăннă пулин те хĕвел хăйĕн савăк, ачаш куллине сӳнтермен-ха. Вăл çак килĕшуллĕ мăшăршăн савăннă пек йăл-ял çиçет. Аркадий Николаевич, çӳллĕ, кĕрнеклĕ, илемлĕ арçын, вăхăт-вăхăт пуçне мăшăрĕ енне тайса хăлхинчен темĕн пăшăлтатать. Ун сăмахĕсене итлесе Ирина Петровна янравлă куллипе ахăлтатса кулать.

— Хурах! Вĕлерет! Пулăшăр! — илтĕнчĕ çав вăхăтра инçех те мар.

Мăшăр çаврăнса пăхрĕ те аслă çулпа чупакан лăпăс-лăпăс тумланнă, çӳллех мар, çӳçне-пуçне сапаланă хĕрарăма курчĕ. Ун хыççăн «Беларусь» трактор çĕмĕрттерсе пырать. Акă вăл хĕрарăма хăваласа çитрĕ те чарăнчĕ. Ун ăшĕнчен çӳллех мар типшĕм арçын сиксе тухрĕ.

— Çынна ан култар-ха, Маюк. Атя лар çума, киле май кĕрлеттерер, — терĕ вăл палламан хĕрарăмпа арçын енне именерех пăхса.

— Киле-и?! Киле пымастăп вара! Эсĕ унта мана çыхса пăрахатăн! — кăшкăрашрĕ хĕрарăм урмăш сассипе. Вăл урă марри аякранах сисĕнет. Арçын алне сулчĕ те тракторĕ çине ларса малалла вĕçтерчĕ. Хĕрарăм урине тăр-рăс! тапрĕ, пĕтĕм вăйне пухса «Беларусь» хыççăн тапса сикрĕ. Акă вăл трактора хуса иртсе кайрĕ те икĕ аллине çунат пек сарса ун умне тăчĕ. Упăшки тракторне унталла-кунталла пăрасшăн — хĕрарăм çул çинчен каймасть.

Малалла

«Шурă çĕмĕрт çурăлсассăн...»


Шурă çĕмĕрт çурăлсассăн,

Сивĕ çил вĕрет ялан.

Çавăнпа сывлать вăл ассăн

Çеçкисем аманнăран.

 

Чечек евĕр çурăлсассăн

Чĕрере çĕн туйăмсем,

Çил вĕрмерĕ кассăн-кассăн —

Сиввĕн пăхрĕç куçусем.

 

Çĕмĕрт çеç мана ăнланчĕ,

Çупăрларĕ шăршипе,

Манпалла йĕрсе хурланчĕ

Шурă-шурă куççульпе.

■ Страницăсем: 1... 228 229 230 231 232 233 234 235 236 ... 796