Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çурхи кунсем иртсе пыраççĕ,
Çитеççĕ çуллахи каçсем.
Ман куçсенче темскер шыраççĕ
Салхуллă тĕксĕм куçусем.
Эс ним чĕнместĕн, калаçмастăн,
Анчах тартмастăн куçсене.
Вĕсем мана мĕскер каласшăн?
Ăнланăп-ши эп вĕсене?
Вăхăт шурĕ те шурĕ,
Хыçа юлчĕç çулсем.
Чунăма тунсăх пусрĕ.
Уйрăлатпăр, туссем.
Çак шкула эпир утнă
Вун пĕр çул вĕренме.
Çак шкултах-çке куç хывнă
Чи илемлĕ хĕре.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Сывă пул та пилле.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Ас илсем эс пире.
Ĕмĕтсем пирĕн ырă.
Юлташсем юнашар.
Тунсăхпа тулнă юрă —
Уйрăлма çăмăл мар.
Çак шкула эпир утнă
Вун пĕр çул ăс пухма.
Çак шкултах-çке паллашнă
Чи маттур яшпала.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Сывă пул та пилле.
Сывă пул, тăван шкулăм,
Ас илсем эс пире.
Пирĕн савнă учитель,
Малалла
Кашни килех инкек шакканă.
Асап валеçнĕ вăрçă, хĕрхенмен,
Фашистсене пурте ылханнă,
Тискерлĕхе ун чух никам кĕтмен.
Ман пĕр кукка унта ăсаннă.
Ачисенчен вăл пулнă чи асли.
Кукамая хăй лăплантарнă:
«Телейлĕ пулатех шăпам тени…»
Вĕри куççуль çĕре тумланă —
Анне чĕри вăл çулăмсăр çунать.
Ват кукаçи чунне хытарнă,
Куçран пăхса вăл çирĕппĕн калать:
«Çемье ятне ан яр эс, ывăл,
Тăшман хаяр, пулас çук хĕрхенӳ…»
«Пулатăп эпĕ вут та тăвăл.
«Тăван çĕр-шывшăн!» пулĕ ман чĕнӳ».
Вăл пил илсе çула васканă.
«Сыв пулăр», — тенĕ хăй килтисене.
Виç шăллĕпе виç йăмăкне чуп тунă:
«Тен, юлашки куратăп вĕсене?»
Ытла хăрушă вăрçă вучĕ…
Снаряд е бомба вĕçсĕр çурăлать.
Аманнисенĕн пур-ши шучĕ?
Çап-çамрăк пурнăç тĕлсĕр татăлать.
«Чăн паттăр пек пуçне вăл хунă…», —
Усал хыпар çитет кĕçех яла.
Кукка çинчен юлташĕ çырнă
Пĕр çапăçу иртсен çак çырăва.
Куккан шăпи телейлĕ пулнă.
Аманнăскер, хупланнă тăпрапа…
Çар çыннисем çула юсанă…
Малалла
Маша вăранчĕ те те яланхи йăлипе чӳрече каррине сирсе урамалла тинкерчĕ. Пĕр чӳречере те çутă асăрхамарĕ вăл. Аякра-аякра, хĕвел тухăçĕнче, ерипен-ерипен çĕнĕ кун вăранать. Упăшкипе икĕ ывăлĕ лăпкăн çывăраççĕ. Кĕçĕнни ачашшăн кулкаласа илет. Ырă тĕлĕк курать пулас. Мĕнле лаша пуласси тихаран паллă теççĕ. Питĕ ырă кăмăллă Петюк. Нихăçан та кĕçĕн ывăлĕ тӳрккес пулнине асăрхаман Маша.
Хĕрарăм ирхи апат хатĕрлеме пуçларĕ. Çĕр улми шуратса турарĕ. Чăх ашне çуса вакларĕ. Çĕр улмипе аша, кишĕрпе сухана веçех пĕрле чугун савăта ячĕ. Газ çулăмне кăшт чакарчĕ те урама тухрĕ.
Тĕлĕнмелле лăпкă ир. Лĕм çил те çук. Маша хусканусем тума пуçларĕ. Юратать вăл çĕнĕ куна зарядкăран пуçлама. Акă ирсерен пĕрле чупакан вырăс хĕрарăмĕн сасси илтĕнчĕ:
— Чее, чее, Маша! Манран хитререх кĕлеткеллĕ пуласшăн.
— Сан пек хитре кĕлеткеллĕ пуласси иртрĕ пуль ман. Кĕлеткӳ — авалахи грексен тăмран ăсталанă савăчĕ пек. Чăн-чăн амфора. Сăн-питӳнтен хăть икона çыр.
— Мухта-мухта! Кĕлетке — амфора, сăн-пит — Таса Турă Амăшĕн. Пĕр-пĕр курава анчах вырнаçтармалла пуль, — йӳçенчĕклĕн кулчĕ Ирина. — Мĕн усси ман кĕлеткепе сăн-питрен? Санăн ав икĕ тĕрекӳ, икĕ çутă çăлтăру пурнăçна çутатаççĕ. — Хĕрарăм пĕр вăхăт шăпланса тухăçа тинкерчĕ. Унтан ассăн сывласа илчĕ те малалла калаçрĕ: — Хамах айăплă. Çамрăк чухне ирĕклĕрех пурнăçпа пурăнас килетчĕ. Упăшкапа пĕрлешнĕ чухне эпир студентсемччĕ. Йывăрлăхран хăрарăмăр пулас. Çие юлсан хырăмран тасалма шутларăм. Упăшка та хирĕç пулмарĕ. Ах, анчах! Тăр ухмахсем пулнă мар-и! — кăшкăрнă пекех каларĕ Ирина пырне капланса килнĕ ыратăвне куççуль витĕр çăтса. Хĕрарăм шăпланчĕ те яланхи çулпа малалла чупса кайрĕ. Маша та унран юлмарĕ.
Малалла
Емпичче ывăлне — Алексей Артемьева
Пирĕн пуçсем çине
Укрĕ тирек тăманĕ...
Çул — аслăран кĕçĕне,
Кам утакан ăнланĕ.
Шăрт тункати çине
Пултăмăр лараканĕ...
Çĕр — аслăран кĕçĕне,
Кам чухлакан — ăнланĕ.
Сумлă чĕлхемĕр çине
Пулмĕ-ха сураканĕ...
Чун — аслăран кĕçĕне,
Кам тăнлакан — ăнланĕ.
1987, çĕртме, 17.
Хăçан килет-ши Чăваш-паттăр,
Хăçан çĕклет-ши савнă халăха?!
Мĕн-ма, çынсем, чăвашлăхран хăратăр,
Курмастăр-им умри пуласлăха?!
Умра сем тĕттĕм каç, умра, ав, нишлĕх,
Чăвашлăх таптанать куштанлăхпа.
Эпир мĕн тунине пуласлăх ишĕ,
Çĕн, хуçасем туслашĕç çуклăхпа.
Пĕлеп: вĕсемшĕн çук нимле сăваплăх,
Чунне сутаççĕ шуйттана вĕсем.
Пирпе пиеленсе пытанчĕ чăнлăх,
Ман чун çинче ташлаççĕ тăшмансем.
Вĕсемшĕн ылттăн пулчĕ халĕ турă,
Вĕсен саккунĕ — пушă, саламат.
Вĕсен усаллăхне хăçан Чăн Турă курĕ,
Тытса хăçан тĕп тăвĕ хăямат?!.
Йĕрет ман Лира, макăрать ман Муза,
Шыв юххи пек юхать куçра кусçуль.
Анчах, тăван, парать-ши çакă усă,
Тен, пирĕн хĕç-чукмар тытмалла пуль?!.
Сана кĕтетпĕр, çĕнĕ Чăваш-патгăр,
Çĕкле пире чăвашлăх сыхлама.
Мĕн-ма, туссем, пуçлăхсенчен хăратăр,
Тен, вăхăт вĕсене кучĕсенчен тапма...
01.08.2007.
Çĕрĕпех янтрарĕç юррусем,
Шăпчăксем киленчĕç вĕсемпе.
Тӳпери çап-çутă çăлтăрсем
Саламларĕçĕ çутисемпе.
Уйăх анчĕ çут кĕпер туса
Итлемешкĕн сан юррусене.
Пинеслу та килчĕ савăнса
Уйăх-килĕнчен çынсем патне.
Вĕçсе килчĕ сăрт-ту хыçĕнчен
Ăшă çил сана саламлама,
Хор туса йăмра çулçисенчен
Вăл пуçларĕ вăйă выляма.
Сан ятна манман эпир, Пайтул,
Юррусем те халăх асĕнче,
Кур, пуçтарăннă çынсем мĕн чул,
Миниссан юратнă çĕрĕнче.
Çерĕпех янтрарĕç юррусем,
Кур, мĕн чухлĕ паттăр каччăсем,
Вăйă картинче сар пикесем
Минисса пекех чипер вĕсем.
Çĕрĕпех янтрарĕç юррусем,
Вĕсене эс илтрĕн пуль çӳлтен.
Пиллесем пире çĕн вăй-халсем
Кĕрешме чăвашлăхшăн сан пек?
22.07.2007.
Чинавье инке паян та ман умра
Пĕçерет пекех вĕри икерчĕ.
Çеменпе Калля пичче ялан асра,
Чапайпа Тутимĕрĕн хăвачĕ…
Çĕр ĕçченĕ — вашават, маттур Кĕлпук
Кӳршĕри Миккуль тете пекех-çке!
Манăçми поэт çуратнă эс, Слакпуç!
Калама сăмахăм та çитмест-çке!
Мĕн кăна поэт тӳсмен-ши пурнăçра?
Выçлăхри кунсем йӳç эрĕм пулнă.
Пăшалпа çӳренĕ аслă вăрçăра,
Атă кунчинче хутсем упранă…
Сан тăван çĕрне çитсеччĕ эп, Ухсай!
Шăпама халь уншăн тав тăватăп.
Кĕслету пăлхатĕ чунăма нумай…
Талантна ялан сума сăватăп.
Тулса çитнĕ уйăх тӳпене хăпарса çитсен çăлтăрсем патне хăнана кайса килме шутланă. Çăлтăрсен керменĕ аслă пĕлĕт варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пач та хупăнман: шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çӳренĕ. Хĕр — çăлтăрчăксемпе каччă-çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Хĕр-çăлтăрчăксем вăрăм аркăллă сараппанпа, каччă-çăлтăрчăксем вăрăм чаппанпа çӳренĕ. Утнă-чупнă чухне сараппанпа чаппан аркисем ура айне пулса йĕри-тавра кĕмĕл шевле сапаланă. Çăлтăрсем каçсерен улаха тухма юратнă. Çипуçне улăштарнă. Кашниех чи илемлĕ, чи ялтăркка кĕпе-йĕм тăхăннă. Тĕрлĕрен тĕслĕ кĕпесем, пурçăн тутăрсем хĕрлĕн те çуттăн ялкăшса каччăсене илĕртеççĕ, тенкĕ-шăрçаллă çăлтăр пики татах та илемлĕрех çутатать. Пике-çăлтăрсен куçĕсем тенкĕ-шăрçа çинче ялтăртатса йĕри-тавра вут-хĕм сапаççĕ, пăхаттирсен чĕрисене çунтараççĕ. Çăлтăр-пăхаттир чăтса тăраймасть, хăйне килĕшнĕ пикене куç хĕсет, лешĕ тусĕсем сисиччен каччăн карапĕ çине ларса тӳпе тăрăх çул çӳреве вĕçсе каять. Кашни этемĕн хăйĕн шăпи. Турă çырнинчен иртеймĕн, теççĕ ваттисем. Кашни çăлтăрăн Çĕр çинчи этемĕн пекех хăйĕн шăпи. Пĕрисем Çĕр çине, улăхсенчи курăксем çине вĕçсе каяççĕ, çăлтăрсенчен сывлăм пулса йăлтăртатса çиçеççĕ. Теприсем тăп-тăрă çăлкуçсене кĕрсе ларса çăвăнса тухаççĕ те тĕкĕр çине пăхнă пек капăрланса лараççĕ. Çăлтăрсем иленнĕ çăлкуçри шыв сиплĕ те сăваплă шутланнă. Енчен те çемьере кам та пулин чирлесен ваттисем ăна шурăм пуç киличчен çак сиплĕ çăлкуçран ăснă шывпа сипленĕ. Çăлтăрсем чире хăваласа янă. Ĕлĕк-авал ваттисем çăлкуçсене варалама хушман, çăлтăрсем кӳренсе ку вырăнтан пăрахса тарасран шикленнĕ. Виççĕмĕшсем пĕрне-пĕри юратакан куçсене çунтараççĕ, ĕмĕрлĕх телей парнелеççĕ.
Малалла
А.Е. Романова
Хаяр та юнлă вăрçă хирĕнче
Чи шанчăклă тусне хăй çумĕнче
Шанать çарпуçĕ шаннă пек хăйне,
Пĕлет вăл нихăçан сутманнине.
Пит йывăр, тусăм, пирен самана,
Вăрçăри пек эпир халь яланах:
Кашни сутать хăй кӳршине, тусне,
Пĕлмест тасалăх, чăнлăх мĕскерне.
Сана шанатăп, тусăм, хам пекех,
Чăвашлăхшăн ĕçлетпĕр ĕмĕрех.
Атя, ална парсам, пуласлăха утар,
Чăвашлăха татах, татах упрар.
Ан тив, пире таптатăр самана...
Пуласлăх çук тесе санпа мана
Калаччăр халсăр чунлисем паян, —
Шанатпăр пурпĕрех пуласлăха, тăван
21.07.2007.
■ Страницăсем: 1... 230 231 232 233 234 235 236 237 238 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...