Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ял калавĕКăвайт çутисемӖмӗр вӗренӐшӑ ҫумӑрЮрату ҫӑлкуҫӗПирвайхи юратуКулăш кустăрми

«Кам эсĕ?..»


Кам эсĕ? Пĕлместĕп.

Çук, ыйтма хăяймăп.

Сан çине пăхмастăп —

Куçунтан хăпаймăп.

«Çуркунне вĕçленнĕ вăхăт...»


Çуркунне вĕçленнĕ вăхăт.

Çĕмĕрт тăкрĕ çеçкине.

Шăпчăк та вĕçлерĕ хăвăрт

Пахчара хăй юррине.

 

Куншăн эпă кулянмастăп —

Маншĕн иртмĕ çуркунне.

Никама та каламастăп

Мĕншĕн эп телейлине.

Çăра


Такамăн та пур пуль, ара,

Тăван-и, тус-и хулара.

Çитетĕн кăнтăр тĕлĕнче,

Хăйсем, пĕлетĕн, килĕнче.

Тӳме пусатăн хирĕнсе —

Ялан лараççĕ питрĕнсе.

Ялпа хула вăл — ик тĕнче.

Яла çит çурçĕр тĕлĕнче,

Тĕрт алăка — каять ярах:

Лартман унта нимле çăра.

Алтăр çăлтăр


Шĕкĕр Пӳлер! Хăйĕн чаплăлăхĕпе, мăнаçлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерсе тăнă. Ăна пĕр енчен юхан шыв, тепĕр енчен çӳллĕ ту хӳтĕленĕ. Пӳлере питĕ шутласа та виçсе тунă, вăл тăватă кĕтеслĕ хула пулнă. Унăн кашни кĕтесĕ çут тĕнче енне питĕ тĕрĕс кăтартнă. Хула хӳмин кашни енне турулсем хӳтĕленĕ. Хула варринче карман пулнă, унта патша пурăннă. Карман хӳмисем айне кашкăр пытарнă. Кашкăр-тотем, хайĕн йăхне упракан пихампар. Карман питĕ вăйлă çирĕпленнĕ хуралтă пулнă. Унсăр пуçне хулана хăйне те лайăх çирĕплетнĕ, ун тавра икĕ хӳме çавăрнă пулнă. Тулашĕнчи хӳме тăршшĕ вунă çухрăмран та ытла тăсăлнă. Хулан пурĕ тăватă хапха пулнă, кашни хапхаран аслă çул пуçланнă- кăнтăралла, анăçалла, çурçĕрелле, тухăçалла. Тĕрлĕ патшалăхсемпе суту-илӳ тунă. Кĕмĕл тĕслĕ кӳллисенче хурт пек пулă вĕренĕ. Вăрманĕсенче кайăк-кăш кĕтӳ-кĕтĕвĕпе çӳренĕ. Улăх-çаранĕсенче никам татса пĕтерми çырла çимĕç пулнă, ĕшнисенче чечексем вутăн-хĕмĕн çуннă. Пӳлер çыннисем сар кайăк пек савăнса пурăннă. Вĕсем çĕр çывăрма пĕлмесĕр ĕçленĕ, юр пек шурă кĕпе-йĕм тăхăнса çӳренĕ. Ватти-вĕтти мĕнĕпех вăйăсенче савăнма юратнă.

Акă пĕр каçхине, çăлтăрсем вăййа тухсан, патшан çамрăк арăмĕ хĕр ача çуратать. Чечек çинчи шерпетпе, чĕкеç кайăк сĕчĕпе Пӳлер патши ачине чăпăл тăвать ирхине.

Малалла

Ăçта кăна...


Ăçта кăна пулмарăм-ши,

Кама кăна курмарăм-ши.

Калаçура-кĕрекере

Хама шух кăтартмарăм-ши?

 

Пĕлменнине пĕлесшĕн вĕт,

Илтменнине илтесшĕн вĕт.

Çавна кура та ман чĕре

Тĕнче касса çӳресшĕн вĕт.

 

Нимле те мул пухмарăм эп,

Тахат та пуçтармарăм эп.

Пур вĕсенчен хаклăраххи —

Пĕлӳ — тесе шутларăм эп.

 

Çынсем, усал ан пулăр-ха,

Йăваш çынран ан кулăр-ха.

Атте турра итлемесен,

Эсир те мăшкăл курăр-ха.

«Кашни сăмахшăн йытăлла тулаççĕ...»


И.А. Андреев профессора

 

Кашни сăмахшăн йытăлла тулаççĕ.

Çыртса çураççĕ. Суя ят сараççĕ.

Чее ăспа айвансене аллаççĕ —

Çут тĕнчене хупасшăн тыткăна,

 

Патша та, турă та — хăйсем кăна!

Пĕр шутласан — сурса хурас килет!

...Анчах та тĕрĕсне каламаллах-çке:

Пултарнине пурнăçламах тивет!

« Ик ураллă кашкăр...»


А.С.Уськин ăсчаха

 

Ик ураллă кашкăр

Урнă саманта

Кăшт сирсе ямашкăн

Чĕнтĕм тăвана.

 

Тач тăван килмерĕ,

Иртрĕ шăл йĕрсе.

«Пурнăçĕ вĕт...» — терĕ

Хирĕç вĕслетсе.

 

Пырса çитрĕн эсĕ

Турă пек курса...

Пĕр ураллăскерĕм,

Турăран таса!

 

1983, авăн, 27.

«Ман хутлăхра уксак тăван нумай...»


И.И. Одюков профессора

 

Ман хутлăхра уксак тăван нумай,

Тантăш-юлташ та тăлăххи нумай.

Шутлатăп та хăш чух пуçа усса —

Çĕршыв шăпи тăрать умма тухса.

 

Текех сăхать çĕлен пирĕн çĕре,

Хыпасшăн чĕрĕллех ватса-татса.

Шанса та хĕмленсе тапать чĕре:

Пуласлăха кам сыхлĕ, иçмасса?

 

Кукри-макри хивре çак тĕнчере,

Ыррипеле усалĕ куçкĕрет,

Пуянпала пуян — кĕрекере,

Хăçан пуян тăлăх хутне кĕрет?

 

Ют çын ачисене сив чунлă çын

Шинель арки çине лартса савмасть.

Çĕре хĕвелсĕре тӳнтерĕçин —

Мăнтăрсене хĕвелсĕр те ыхлаç!

 

Тăшманпала тăшман кавар туса

Тĕрĕслĕхе вутпа-хĕçпе пусать.

Тăлăх-туратсене сусăр салтак

Вут айĕнчен юнпа витсе тухать!

 

Пĕртанлăха чунпа упрамасан

Каяççĕ пурнăçсем шывпа юхса.

Çак ĕмĕрĕн тыткийĕ пур пулсан —

Ватă салтак тăрать ăна тытса!

Çăлтăрсен туйĕ


Çăлтăрсем! Каçхине вĕсем пĕлĕтре çав тери нумай.Унта пĕчĕккисем те, пысăккисем те, çуттисем те, тĕксĕммисем те пур. Пысăк чăрăш çине гирлянда çакса янă пекех туйăнаççĕ çак çăлтăрсем.

Каç пулсан эпĕ вĕсене телескоппа пăхса киленме юрататăп. Пĕр каçхине манăн ыйхă килмерĕ, чун телескоп патне туртăнчĕ. Пуçларăм вара каллех çăлтăрсене сăнама. Акă мĕн асăрхарăм эпĕ çав каç. Икĕ çутă çутă çăлтăр пĕр-пĕрне хирĕç шăваççĕ. «Ну халь пырса çапăнаççĕ», — тесе шухăшлатăп хам ăшра. Телее, эпĕ шухăшланă пек пулмарĕ. Пĕр-пĕрин патне çитсен вĕсем чарăнчĕç те çаврăнма пуçларĕç. Унччен те пулмарĕ ытти çăлтăрсем вĕсене çаврашкана çавăрса илчĕç, унтан тата тепĕр çаврашка. Пуçларĕç вара çак икĕ çаврашкари çăлтăрсем варринчи икĕ çăлтăр тавра çаврăнма.Пĕр вунă минут çапла çаврăннă хыççăн çавракари çăлтăрсем пурте çутă йĕрсем хăварса айккинелле вĕçсе кайрĕç. Çак самант салют янă вăхăтри пекех туйăнчĕ мана. Икĕ çутă çăлтăр çаплипех юнашар тăрса юлчĕç.

…Унтанпа çулталăк çитрĕ ĕнтĕ. Темшĕн манăн паян каллех телескоп патне чун туртăнать.Чĕре мана улталамарĕ. Телескоп витĕр эпĕ каллех çак икĕ çăлтăра асăрхарăм. Вĕсем паянхи кун та юнашарах. Вĕсен йĕри-тавра питĕ пĕчĕк çаврашкара питĕ вĕтĕ çăлтăрсем вырнаçнă.Эпĕ пĕлтĕр çак вăхăтра çăлтăрсем пĕрлешсе туй тунине куртăм пулмалла. Паян вара вĕсен пĕчĕк çăлтăрĕсем те нумай. Телей пултăр сире, çутă çăлтăрсем.

«Эс каларăн мана юрататăп тесе...»


Эс каларăн мана юрататăп тесе,

Чĕрери туйăмна пытармарăн.

Тӳпери çăлтăрсен çутинчен ирттерсе

Ик куçу çунчĕ харсăр кăваррăн.

 

Ачаран вăйăра пĕрле ӳснĕ туссем,

Пур ĕçре те ялан çума-çумăн…

Шутламанччĕ çапла юнашар утнăçем,

Сан чунра çуннине вăйлă çулăм.

 

Эс каларăн мана юрататăп тесе,

Сар хĕвел шевли пек ăшшăн култăн.

Эпĕ сапрăм сив шыв, кăвара сӳнтерсе:

— Каçарсам… Эс ытла кая юлтăн…

■ Страницăсем: 1... 231 232 233 234 235 236 237 238 239 ... 796