Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемАтăл шывĕ юха тăратьКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеЙӳçĕ кулăКăвак çĕмренЙĕрсем çухалмаççĕКуçа-куçăн

Тойтерек юрри


(«Ирĕкпе çăвăнатăп» трагедирен)

 

Ункă çумĕн утаççĕ

Хусахсем шарламасăр.

Утсене шăвараççĕ

Авăра антарса,

 

Хырчăкпа тасатса

Çилхерен ачашлаççĕ,

Иккĕ-виççе шăлаççĕ

Йĕтре — ярана.

 

Килпе çул хушшинчи

Уйрăлу алыхлаçĕ

Хупласа хурайман

Чĕрери сурана.

 

Пĕтĕм чун-кăмăлтан

Килте çеç юратаççĕ,

Килте хатĕр кĕтме

Ватăлса виличчен...

 

Чун юратнă çынсем

Куççуль витĕр юрлаççĕ

Пĕлĕтре вĕçекен

Кăвакарчăн çинчен.

 

Хура тур утсене

Йĕкĕтсем утланаççĕ —

Кăвакарчăн вĕçет

Çаврăнса пуç çинче.

 

1972, чӳк, 8.

«Ăшă çумăр шăпăртатрĕ...»


Ăшă çумăр шăпăртатрĕ,

Кăшт шăпланчĕç шăпчăксем.

Савнă тусăм пăшăлтатрĕ

Чи илемлĕ сăмахсем.

 

Калама та кирлĕ марччĕ,

Эпĕ туйрăм чĕрепе…

…Ырă шăршă çĕмĕрт сарчĕ,

Çумăр çурĕ çĕрĕпе…

«Салам, пуласлăх!..»


Салам, пуласлăх!..

Эп сана куратăп,

Хуркайăк пек веçетĕн ман умра.

Хăваласа çитес тесе чупатăп,

Эс çухалан мĕлке пек сывлăшра.

 

Салам, пуласлăх!

Эс çаплах çӳретĕн

Çӳлтен ӳкен шур тĕк пек ман тавра.

Сана тытас тесе алла çĕклетĕп,

Эс çухалан мĕлке пек сывлăшра.

 

Салам, пуласлăх!

Эс кунтах, пĕлетĕп.

Мана йĕкĕлтесе тек ан çӳре.

Ман ĕç нумай, ялан ĕçлетĕп,

Эс халлĕхе çӳре-ха тӳпере.

 

Салам, пуласлăх!

Эс йăлтах куратăн,

Кашнин ĕçне виçетĕн эс пĕлсе.

Хăв аллуна мана тăсса паратăн,

Çакна эп тивĕç пултăм ĕçлесе.

 

12.07.2007

Çĕр çине ӳкнĕ Çăлтăр тата гороскопăн 12 уççи


Тахçан ĕлĕк-авал пĕлĕт çинче питĕ нумай çăлтăр пулнă. Вĕсем питĕ илемлĕ ялкăшнă. Çынсем вара çӳле пăхса чунтан хĕпĕртенĕ, çăлтăрсен çутинче юрлас килнĕ, вĕсене курсан пуçа тайнă. Тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă çăлтăрсем!

Чи асли вĕсенчен — Уйăх, ытти çăлтăрсем ăна пăхăнса тăнă. Анчах та çак илемлĕ çăлтăрсем хушшинче тепĕр Çăлтăр пулнă. Вăл хăйне питĕ мăнна хунă, эпĕ пуринчен те чиперри, — тенĕ. Çак Çăлтăр Уйăх вырăнне ларма ĕмĕтленнĕ. Уйăх çавăн çинчен пĕлсен ăна тавăрма шутланă. Çăлтăра вăл пĕлĕт çинчен çĕр çине антарса янă.

Çĕр çинче çак Çăлтăр илемлĕ, йăлтăр-ялтăр çутатса тăракан хĕр пулса тăнă. Пуçланнă вара çав самантран хĕрĕн çут тĕнче тăрăх çӳресси. Çĕр çинче тем тĕрлĕ нуша курса пĕтсен вăл тинех хăй йăнăшне ăнланнă. Уйăхран каçару ыйтнă, анчах Уйăх ăна çапла каланă:

— Эсĕ каялла таврăнма пултарăн, енчен те эсĕ гороскопăн 12 уççине пурне те пĕрле пуçтарса мана кӳрсе паратăн пулсан. Ун чухне шухăшласа пăхăп, тен каçарăп та. Тупаймастăн пулсан яланлăхах çĕр çинче юлăн.

Малалла

Макăр, макăр, аннем


«Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959

 

Макăр, макăр, аннем,

Макăрсан чун лăпланĕ.

Ман сăн-пит тусанне

Юлашки хут тасат.

 

Уйрăлатăп, аннем,

Тĕл пулми эп каятăп.

Эп кайни лайăхрах

Ку тискер çĕршывран.

 

Пурăнни пурнăç мар!

Пусмăрларĕ тăшманăм.

Тăшмана тустарма

Ман çитмерĕ хăват...

 

Çитĕ, çите, аннем!

Урăхран тек ан макăр!

Макăрса тăшмана

Çĕнтерме майĕ çук.

 

Чăтнине, пĕлнине

Халăха эсĕ калăн.

Вăл тăвать кирлине

Пурнăçра кирлĕ чух.

 

Эп каятăп, аннем!

Каяс марччĕ те çавă,

Çунас марччĕ вутра,

Путас марччĕ шывра...

 

Ах, аннем, тек ан макăр!

Пуçăма тахçанхи пек

«Çывăр, çывăр» тесе

Саппунпа кăшт хупла.

 

Эп каятăп, аннем...

Эп пăрахмăп сана


«Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959

 

Пулин!

Асли кĕçĕнне пăрахсан та,

Савни тантăшне пăрахсан та

Эп пăрахмастăп сана!

Тăван тăшмана сутăнcан та,

Юлташ ютсене сутăнсан та

Эпĕ сутмастăп сана!

 

Пулин!

Çут тĕнче кутăн çаврăнтăр!

Пулин!

Хĕвелпе уйăх çапăнтăр!

Пĕрех эпĕ манмăп сана!

«Савнă çыннăм эсĕ манăн...»


Савнă çыннăм эсĕ манăн,

Чĕрене епле ăнланăн?

Кам эс маншăн? Тур çырни?

Тен, ылханăвĕ? Парни?

 

Чун суйлать мĕне кура?

Куçĕ симĕс е хура?

Кăмăл-туйăмне пăхса,

Е пачах куçа хупса:

 

— Акă вăл! — тесе калать,

Çулăмпа çунма хушать?

Тĕл пулсассăн савнă чун

Мĕншĕн каç та янкăр кун?

 

Мĕншĕн ман чунри кăвар

Саншăн çеç, теприншĕн мар?

Çуралать пин-пин ыйту…

Тен, вăл çакă — юрату?

«Эс вăран паян хĕвел тухнă чух...»


Эс вăран паян хĕвел тухнă чух,

Кур, епле сапать вăл шевле.

Ман ума ялан сар хĕвел пек тух,

Йăлтăр куллуна парнеле.

 

Тух паян вăййа çăлтăрсем тухсан,

Ав, выляççĕ куç хĕсмелле.

Çăлтăр куçсемпе ман çине пăхса

Иксĕлми телей парнеле.

Кĕтмен венчет


Ольăпа Галя пĕр ялта çуралса ӳсрĕç, пĕр класра вĕренчĕç. Мĕн пĕчĕкренпех вĕсем çывăх юлташсемччĕ. Анчах çитĕнсе çитсен тантăшсен пурнăç çулĕ уйрăлса кайрĕ. Мĕн тăвас тетĕн, кашнийĕн хăйĕн шăпи. Тĕрлĕ хулара, тĕрлĕ аслă шкулта пĕлӳ илчĕç. Вăтăр çул тĕл пулаймарĕç вĕсем. Тĕлĕнмелле вĕт, вăтăр çул вăтăр кун пек тĕпĕртетсе иртсе кайрĕ.

Пĕррехинче ял урамĕнче ăнсăртран Галя Ольăна курчĕ. Пĕрне-пĕри асăрхамасăрах иртсе каятчĕ-и тен, анчах та хĕрарăм темрен такăнчĕ те хытах мар вăрçăнса илчĕ. Питĕ палланă пек туйăнчĕ Гальăна çак сасă.

— Чим-ха, чим, Оля вĕт ку! — кăшкăрнă пекех хыттăн каларĕ вăл, каялла çаврăнса хайхи хĕрарăм патне ыткăнчĕ. — Оля! Эсех-и ку?

Пĕр ĕмĕр курман сана! — ыталаса илчĕ Галя тантăшне.

— «Галя, Галя, одна средь нас ты краля». Астăватăн-и, мĕнле юрлаттăмăр çамрăк чухне. Пăх-ха, улшăнманпа пĕрех эсĕ.

— Эсĕ те пĕрре те улшăнман.

— Ну суятпăр та вара пĕр-пĕрне. Питĕ кăмăллă суятпăр, — ахăлтатаççĕ тантăшсем.

— Оля, атя пирĕн пата, — çийĕнчех хăнана чĕнчĕ Галя.

— Çук, луччĕ пирĕн пата каяр — анне килте пĕчченех. Чун каниччен калаçăпăр, иртнине аса илĕпĕр, — çине тăчĕ Оля.

Малалла

«Салам, çĕн яш-кĕрĕм, тин курнă çĕн тĕррĕм...»


Салам, çĕн яш-кĕрĕм, тин курнă çĕн тĕррĕм.

Мĕскер илсе килтĕр эсир тĕнчене?

Мĕскер пур сирте? Çĕнĕ ĕмĕт е сĕрĕм?

Пĕлесчĕ мĕскершĕн эсир çуннине.

 

Салам, çĕн яш-кĕрĕм!

Сире эп чĕнетĕп

Паян ман эткерĕн калчийĕ çине.

Сире юратса çĕн пуласлăх пиллетĕп,

Тухар-ха пĕрле çут хĕвел тĕнчине.

 

Салам, çĕн яш-кĕрĕм!

Сирте эп куратăп

Çитмен ĕмĕтсен чи паха çутине.

Мĕскер тăваймарăм, çавна эп шанатăп

Эсир йалт туса çитерессисене.

 

Салам, çĕн яш-кĕрĕм!

Нумай çул иртсессĕн

Пире аса илĕр кунçул уттинче.

Пит йывăр чухне иртнине ас илсессĕн

Ан манăр пире те хĕвел тĕнчинче.

■ Страницăсем: 1... 234 235 236 237 238 239 240 241 242 ... 796