Сар ачапа сарă хĕр


Тутине çĕвĕклетиччен пӳрнине суранлатса пурнăччĕ-ха вăл малтан...

Амăшĕ, хиртен таврăннă та, яшка пĕçерет, Нина та амăшĕ çывăхĕнче кăптăрмашланса çӳрет — унта пырать, кунта, ăна тытса пăхать, кăна. Пĕр пилĕксенчеччĕ-ши, улттăсенчеччĕ-ши вăл ун чухне, амăшĕ аш татăкĕ илме нӳхрепе аннăччĕ те, çав хушăра (пулăшам терĕ

пулмалла çав ĕнтĕ) шуратса хунă пуçлă сулана пуçларĕ пĕли-пĕлми турама хайхискер. Кăшт-кашт туракаларĕ-и-туракалаймарĕ-и — лачăрт тутарчĕ вичкĕн çĕçĕ хĕрача пӳрнине. Туххăмрах çурри таран касăлçа та кĕчĕ. Вĕри шывпа чашлаттарнăн, шари çухăрса ячĕ хăраса ӳкнĕ Нина. Кĕл пек шуралса кайнă амăшĕ чупса çитрĕ, мĕн инкекне чухласа илсен, саппун аркине чар-р çурчĕ те, татăкĕпе юнлă пӳрнене хăпăл-хапăл туртса лартрĕ. Унтан, ачине йăтса, фельдшер пунктне, суранне çыхтарма тухса чупрĕ. Йод сĕрсе çыхтарса пĕтерсен, киле килме тухсан, амăшĕ нăшăкласа чарăнман хĕрне çурăмĕнчен ачашшăн шăла-шăла çупăрласа, йăл-л кулса каларĕ çапла: «Лăплан, Нинукăм лăплан, качча кайиччен тӳрленет у», — терĕ.

Качча кайиччен...

Каллех Нина куçĕ умĕнче тепĕр ӳкерчĕк курăмланса иртрĕ. Ку — ачалăхри ӳкерчĕк мар ĕнтĕ, хальхи, тинтерехри, никам йăпатса никам пусăрăнтăрма май çукки, чи-чи-чи телейсĕрри. Куç умĕнчи ӳкерчĕкĕнче те никам та мар халь — пĕртен-пĕр хăй, хĕрĕн пĕртен-пĕр тăвăллă явапĕ. «Эпĕ хам ăшăмри ачана тĕлерессе кĕтетĕн пулмалла та эсĕ, кĕтсех тăр — вĕлертĕм, тет. Чĕрĕлле тамăка шăтарса кĕретĕп те — сан мăшкăлу пулмастăпах. Çурататăп эпĕ ăна, илтетĕн-и — çу-ра-та-тăп. У-у, Турчăка!» — Нинăн тĕлĕрекен ăстăнне вăратасла, таçта, пуç мимин темиçемĕш читлĕхĕнче, вăйсăррăн пан та пан панлаттарчĕ çак явап. Анчах та ку сăмахсем, эрнесем, уйăхсем иртнĕçемĕн, суккăрланса, тĕссĕрленме те тытăннă иккен. Тарнă вĕсен ăшши хĕр чĕринчен, тĕвĕленсе çимĕç кӳме ĕлкĕричченех пăсланса пĕтнĕ...

Пĕтнĕ!?.

Сасартăках кĕпе вĕççĕн тăракан хĕре сивĕ-сивĕ пулса кайрĕ. Пĕтĕм кĕлетки тăрăх унăн, йĕплĕ пăрçа ывăçласа пĕрхĕнтернĕн, йышлă-йышлă çӳçенчĕк сапаланчĕ, куçрĕ. Хĕр, те шикленсе, те пикеннĕ лăп-лапа часрах вĕçне çитерме, кăн-п пăхса илчĕ йăлмака; тутăр чăмăртаннă вырăна аллипе тайтарса пăхрĕ... Акă ĕнтĕ вăл — пурнăç карчĕ, çут тĕнче шухăшласа кăларнă? вĕçсĕрлĕх. Тăс кăна аллуна, кармаш кăна туратпа тан мăйкăча — эсĕ ĕнтĕ яланлăхах лере — халь курса тăракан, сисекен, туякан пурнăçăн тепĕр айккинче. Вĕçсĕрлĕх тыткăнĕнче. Шăмшак та, ăстăн та ыратман пушăлăхра.

Ача... Сивĕ пулать ĕнтĕ ăна, мĕскĕне, шăн тăпра айĕнче выртма. Ут кĕрсе çитмен ӳчĕпе тек-текех тĕршĕнĕ ĕнтĕ вăл ман çума, чун кĕрсе çитмен чунăпе тек-текех ăшăтĕ ĕнтĕ ман чуна. «Анне, аннеçĕм, тĕттĕм мана кунта, тĕттĕм, тăвăр мана кунта, тăвăр, кăлар мана çутта, ирĕке», — тесе тилмĕрмĕ-ши тумламалăх та тулма ĕлкĕреймен куççулĕпе. «Хĕвел йăлтăртатнине, уйăх кĕмĕлленнине курас, çумăр ташланине, çил кашланине илтес килет. Тархасшăн, аннеçĕм-анне, кăтарт мана кăнтăр çутине», — тесе тархасламĕ-ши йăлăнса? Е тата: «Ма вĕлертĕн мана, анне? Нивушлĕ эпĕ саншăн ытлашши татăк пулнă пулăттăм-ши? Мана çут тĕнче парнелемесĕр катĕртсе, хăвна икĕ хут вĕлертĕн вĕт эсĕ, анне. Ылхан сана, анне, çавăншăн, çĕр чăтайми ылхан. Кӳр-ха, кӳр, атя чăн тĕнчене хăпарар!», тесе, тĕк выртакан кĕлеткеме те урлă та пирлĕ çавăрса, хăшкăлтарса, асаплантарса пĕтермĕн-ши эсĕ манăнне? «Аçу, аçу сан юратнă аннӳне нимĕн вырăнне те картмарĕ-çке. Ĕмĕтленес ĕмĕтне те купăста тунине тӳнтернĕ евĕр лачăрах качлаттарчĕ, таса вутпа çунакан чĕрен хĕрхĕлтĕм кăварĕ çине витри-витрипех мăшкăлтăк шывĕ чашлаттарчĕ, сӳнтерчĕ ырă шанăçа», — тесе, ача умĕнче тӳрре тухма тытăнсан хам, ун тĕлне ӳлĕннĕ çылăхăма май пур таран йăвашлатма пикенсе пăхас тесен? «Эй, мĕн калаçатăн эсĕ, аннеçĕм-анне. Тархасшăн, ан хурсам чуну урлă чул. Ан тĕлĕнтер-ха эсĕ: ача çуратни çылăх-и? Тĕнче çутине тăсакан тĕнчене килни мăшкăл япала-и? Çук, çук, эсĕ ман пирки мар, ытларах хăв пирки шухăшласа килпетсĕрленме пикеннĕ пулмалла. Ман пирки чăнласах шухăшласассăн-и?.. Эсĕ, каçхи сада янраттарса, пĕтĕм тавралăх илтмелле: «Тĕнче парнелетĕпех, тесе шантарнăччĕ-çке мана. Халĕ ма ăссăрланатăн? Ма хăв çине ху алă хурас тесе вĕтеленетĕн? Атте-и?.. Унăн хăйĕн пурнăçĕ, пирĕн хамăрăн. Тархасшăн, аннеçĕм-анне, кăтарт мана кăнтăр çутине. Тăна кĕр!» — тесе, йĕплĕ хулăпа ĕшелентерме тапратрĕ-тĕк çине-çинех?.. Пĕтĕ вара пĕтмеллипех тăпра айĕнчи лăпкăлăхăм, арканмаллипех арканĕ канлĕхĕм. Чĕрене, ăса, ӳте, чикен чикнĕ пек чиктерсе, пĕртен-пĕр ӳкĕнӳ туйăмĕ çеç тăрса юлĕ ăшăмра. Урăх нихăçан-нихăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрне те тӳрлетме май килмен ӳкĕнĕç туйăмĕ пăвăнтарĕ.

Пусăрăнсах çитрĕ Явраç кати: сĕмлĕх çăралнăçемĕн çăралчĕ, йывăçсем татах та чĕмсĕрленчĕç. Пуç тăрринчи пурçăн тутăр йăлмакĕ çеç, çак çаврашкара çеç çăлăнăç пур пек, çав-çавах шуррăн ункăланчĕ-ха. Нина:

«Эй тамаша, çутă кунра çук чунпа пуплеше пуçларăм. Аташатăп, ăсран тайăлтăм пулмалла. Мĕн тăсмалли, часрах пĕтерес ку ĕçе», — тесе кармашнăччĕ кăна туратран çакланма, çав хушăра ун çурăмĕ хыçĕнче çын сасси илтĕнех кайрĕ.

— Мĕн тăватă-н эс, хĕрĕм, чарăн! — хĕре сылтăм хулĕнчен пырса та çатăрларĕ Мукуç мучи. — Шĕшлĕ!.. Çапла хăтланаççĕ-и ăна, ăссăр! Сана, мĕн, пурнăç пурăнса йăлăхтарчĕ-и е шӳтлемелле-мĕнле хăтланса пăхас терĕн-и? Асту, шӳтлеттерет сана мăйкăч! Пĕрреçаклайсан — месерле яла çитичченех вĕçертмест...

Ватă çын, шăлавар кĕсйинчен хутлатмалли пекĕ кăларса, йăлмака касса ячĕ, ăна чăмăртаса, тăнă çĕртен аяккалла вăркăнтарчĕ:

— Куçа тăрăнтарса ан тăтăр! — çĕрте выртакан пиншакне илсе, Нинăн çурăмне хупларĕ. — Атя, атя! Шăнса пăсăлăн тата. Çанталăкĕ те кĕçĕр...

Нимĕн те хирĕçлемерĕ хĕр, Мукуç мучи сулăмĕпе урисене вăйсăррăн шутара-шутара утрĕ.

— Сиснĕ пекех: иртенпех кăкăр анинче паян — нăй-нăй. Ну, тетĕп, инкеке! — сехĕрленнине лăплантарасла тата Нинăна, чĕлхесĕр чĕлĕхе, сăмахлаттарасла, чĕрĕлчĕ старик. — Кăнтăрла та иртрĕ, каçхи сăвăм та çитрĕ — эс çук та çук. Ну, тетĕп, тавай, хирĕç тухса пăхас. Тухрăм. Кĕтетĕп хайхискер. Тăтăм-тăтăм вăрман хĕрринчи уйри çиле тăнласа, шăннă пек пултăм-и — каялла. Чăтлăхалла пăрăнтăм кăна — курах кайрăм санăн шап-шур кĕпӳне. Сăнама тытăнтăм. Ну, тетĕп, мĕн хăтланать-ха ку, мĕн апăршипе аппаланать? Шухăшна епле тавçăрса илтĕм — шанках хырăм çавăнта, — тилĕ ӳслĕкĕпе, ĕххĕм-кеххĕмлетсе, çăварĕ ăшчиккине чӳхекелерĕ Мукуç мучи. Сассине çемĕçтерчĕ. — Шĕшлĕ! — тавçăрчĕ курăнать ват çын хĕр вăрттăнлăхĕн инкек-синкекне. — Савăнмалла сан уншăн, тупата!.. Ыттисем, ав, хăшĕ-хăшĕ, çав инкеке тупасшăн хĕлĕн-çăвăн пульницан-пульницан çӳреççĕ, эмел ĕçсе сипленме тăрăшаççĕ. Эс пур... пӳрнĕ телее сума сума чухламастăн. Атя-ха, атя, хам пата, хурал пӳртне, ăшă сĕт ĕçсе ăшăнăн. Сыппа пырĕ. Ĕнтĕ дояркăсем те, хĕр-тантăшусем, сана кĕтсе, паçăртанпах лара-тăра пĕлмеççĕ. Ара, хăв та ним систермесĕр-тумасăр тахçанччен çĕтсе çӳретĕн те. Эх, сире те çав, ăну-пуçу... Эх, сире, тепĕр чухне ним каласа сăмах тупмалла мар...

Хурал пӳрчĕ патнелле çывхарарахпа, Нина чарăнса тăчĕ. Пиншакне тăхăнчĕ, сапаланчăк çӳçне майларĕ.

— Мукуç мучи, тархасшăн, хĕрсене нимĕн те ан кала. Юрать-и, — тилмĕрсе пăхрĕ вăл сывлăхланма ĕлкĕреймен куçĕсемпе старике. — Эп, яла кайса, шăнсă пăсăлса килтĕм, тейĕп...

— Юрĕ-çке, юрĕ, каламăп. Хăв çеç ӳлĕм ăслăрах пул, — хĕрĕн чĕлхи-çăварĕ салтăннишĕн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕ ват çын. — Пире мĕн, эпир ватă, сĕткенсĕр тымар. Сирĕн, вăт, пурнăçа малалла тăсмалла... Эй, атя-ха, атя, эс капла, чăн та шӳтшĕнех шăнса пăсăлăн.

 

6

Сайра тăман юлхавлăн пĕтĕрĕнет. Çăмламас юр пĕрчисем, тӳперен валеçекен Юрпике кучченĕçĕсем пек, çĕр çине стайлăн та тарават ана-ана лараççĕ. Вĕсен лăпкă-лăпкă та чĕлтĕр-чĕлтĕр вĕçевĕнче чĕрене темĕнле çывăх та ырă-ырă ĕнернĕ кĕвĕ пур. Çав кĕвĕ, тин çеç сĕткен янă калчалла, çĕнĕ-çĕнĕ те шутсăр çамрăк. Уçлăх анлăшĕнче куçа шăнăçакан тем тăршшĕ хир те, ун ытамĕнче ытлăхлăн тĕлĕрекен унчченрех лăпчăннă хумлă-хумлă юр та, халь-халь сăмах хушса калаçма пикенес шăплăх та — пурте, пурте вĕсем çак кĕвĕ асамлăхĕпе витĕннĕ, пурте вĕсем çак чипертен те чипер çĕнĕлĕхе ӳпĕннĕ. Каç енне сулăнма тытăннă кун та çав кĕвĕ тыткăнĕнче. Тĕрĕсрех, çав кĕвве пуçараканĕ ĕнтĕ вăл, вăйă пуçласа калаканĕ, дирижерĕ. Кунĕ вара, чăн та, ытармалла мар ăшă та лĕм çилсĕр паян. Кунашкал çанталăкра пĕртте вилĕм çинчен мар, пурнăç çинчен çеç шухăшлас килет...

Матвипе Кĕçение лартса килнĕ автобус вĕсене ялне каякан çул хĕррине антарса хăварчĕ те хăй еккипе малалла вĕçтерчĕ.

Кĕçени, Шупашкар больницинче операци хыççăн уйăх çурра яхăн выртса хăрушла хухнăскер, юр тăрăх пĕр-икĕ утăм ярса пусрĕ те çăматтисемпе (çăматтисене, тухмалли хыпарне пĕлсен, Матви хурса пынăччĕ тĕп хулана), чарăнса, умри çутçанталăка тăранайми сăнарĕ.

Акă вăл хăнăхнă, ытарайми тăван ял (халь ĕнтĕ, кунта пурăнма тытăннăранпа, упăшкин çĕршывĕ те уншăн тăванран та тăван. Хăй вăл тури чăваш — вирьял таврашĕсем), хурăнташланнă сывлăш. Сипетлĕ иккен эсĕ, куççульпе, тăварлă ĕçпе сĕткенленнĕ хура тăпраллă çĕр! Кăкăрна канлĕн хупăрлакан капламлă юр айĕнчен те, ав, сăмсана епле кăтăклантарса антăхтарать сан шăршу. Кулачă шăрши пек, капăртма шăрши пек ăша-чикке вăрккаттарать ытлăхлă имӳ. Тав сана, чирлешке çынна та туххăмрах чĕрĕлĕх вĕрсе кĕртме нимĕскерне те чĕптĕм хĕрхенмен хăватлă уй-хир, тав сана, ачам-пăчама хĕвел хĕлхемĕ парнеленĕ ен!

Матви, Кĕçение хулĕнчен тĕревленĕскер, йĕри-тавралла пăхкаларĕ: кам та пулин кĕтсе илме тухакана шырарĕ.

Елькка, лашине посадка хĕррине тăратса паçăртанпах çул енне тимлекенскер, Матвипе Кĕçени автобусран аннине асăрханă-асăрхаман, утне вулăран кăкарса хăварса, вĕсем патне хыпаланчĕ.

— Ак, çитрĕç те, — тăванĕсене курнипе тăнăçланнăран, сасăлах каласа ячĕ вăл ку сăмахсене. Пырса, иккĕшне те алă пачĕ. — Чиперех-и?

Çапла каларĕ те чĕлхи вĕçĕнчен вĕçерĕнсе сирлĕнĕрен хăй вăтанса, аванмарланса ӳкрĕ: айпатурах, кам ку — Кĕçени-и, урăх хĕрарăм-и? Каясса тулă кĕлти пек айрĕ те, таврăнасса — хурхух...

— Лаша, ав, çавăнта, йывăç хӳттинче тăрать... Кĕçени, уринчен пĕрер пăт кире пуканĕ çакса янăн, хуллен утать, Матвипе Елькка ик айккинчен тытса пымасан — кĕптĕрт тӳнсе те каять пуль. Куç лупашкисем путса кĕнĕ пулин те, шалти вучĕ ĕлĕкхиех-ха Кĕçенин. Çын çине тиикерсе пăхас витĕмĕ йăваш та ырă, ăнăçлă...

— Чăрмавлă та, ан çиллен ĕнтĕ, Елькка кума, — çамрăк çĕртенех тантăшĕшĕн çакă пулма тивнĕрен, пăшăрханмаллипех пăшăрханчĕ Кĕçени. — Ял сывлăшĕпе, тен, килйыш çывăхĕнче, самайланăп-и-ха-та пăртак... Автобусĕпе те, ларкăчĕ çемçе тĕ — çулĕ инçе-çке...

Сасси те хăйĕнех. Кулянтаракан, хĕрхентерттерекен сас.

— Мĕнле, ачасем тĕрĕс-тĕкелех-и? — пуçне Елькка еннелле сĕлтрĕ Кĕçени. — Чупаççĕ-и?

— Чупаççĕ. Пурте йĕркеллех. Нихăшĕ те чирлемен. Хам та, Матви кум Шулашкара кайнăранпа, унтах çĕр каçрăм тăватă каç, — талтаса хытарнă çулпа Кĕçение лаша тăракан çĕрелле сулăнтарнă май сăмах евĕкне кӳчĕ Елькка. — Ара, Дина хыт тăрăшса пăхать мар-и пĕчĕккисене, апат пĕçерет, кĕпе-йĕм çăвать, кил-çурт тирпейлет, шкула ăсатать. Выльăх-чĕрлĕх таврашĕнче те вăлах ĕлкĕрет. Маринки кунĕн-çĕрĕн манпа. Пĕрехмай: «Анне хăçан таврăнать?», — тесе ыйта-ыйта хăшкăлтарать... Çук, çук, Кĕçени кума, нимĕн чухлĕ те ан пăшăрхантар хăвна, унта — пурте йĕркеллех.

— Хăй епле-ха, Дини? Лăплансах çитрĕ-ши-ха? Хам та, çав ирхине, ухмахла, калаçса чуна пусараймасăрах, тухса таплаттартăм Шупашкарне ӳппĕн-теппĕн. Урăх кун çук, пек, — юр тӳлеклĕхĕнче ӳкĕнĕçлĕн сăрхăнчĕ Кĕçени сасси. — Турчăка ывăлĕ, Виталийĕ, каллех, çара лекеймесĕр, Канашран каялла таврăннă, тет-и?..

— Тав-рăн-нă! — Турчăка ачи темиçе пикенсе, те салтак шутне кĕрейменрен йăлт хисепсĕре тухлăн, сылтăм аллине лашт сулчĕ Елькка. — Каласса татсах калаймастăп та, анчах çавăнтанпа, хĕр вăрлани пекки тӳлтӳкленсе иртнĕренпе, Дина пат та пат клуба çӳремест, урам таврашне те тухмасть. Сарса хунă шурă хучĕ çине тек сăрлать, тек сăрлать. Ара, Матви те пĕлтермесĕрех тăмарĕ пулĕ-ха сана ăна-кăна?..

— Алла аван-ха. Аттуш, шухăшласа, йăлт ăш тăпăлса тухать вĕт. Ара, вунçиччĕре-çке хĕрĕ, текех сĕм-сĕмекке мар та — пурпĕр таканари шыв. Чӳхентертĕн — тăкăнать, — самантлăха, сывлăш çавăрса илмелĕх, каллех тăп чарăнса тăчĕ Кĕçени. Пăртакран, кăшткалнипех вăй кĕнĕн туйăнсан, каллех малалла утăмларĕ. — Мĕн, шкулне те пĕр эрне çӳремен, тет-и-ха? Эх, çав ача-пăчана! Чăн та, пĕчĕк чух пĕчĕк хуйăх, пысăклансан пысăк хуйăх иккен...

— Халь — чиперех. Кăшт сулхăнтарах кăна. Сăмахне те вакласах каймасть. Унчченрех, ыйтсан-ыйтмасан та — веç каласа параканччĕ. Ха-аль — хăть те сăмала пек çыпçăн — лӳ те çук, — калаçа-калаçа çуна патнех çитсе тăчĕç вĕсем. — Тата, тата... Турчăка ачи хуй-хатиччен Динăл пыман кунĕ те иртместчĕ пирĕн пата. Халь, ятарласа чĕнсен те, пăрăнса кĕмест. Тĕк тăран тем амакĕ арпаштарса ячĕ ăна çапла. Тĕпчетĕл те — шарламасть, шăпăрт. Эпĕ, ăна, мĕн, сивĕ сăмах персе ярса кӳрентернĕ-и? Пытăр, çӳретĕр. Хĕреснай хĕрĕ вĕт. Хамăр тăван. Те учительтен, Андрей Ваеильччăран, вăтанать...

Тăлăп та хурса килме ăс çитернĕ иккен Елькка: пит те лайăх. Ăна, тăп-тăплатса, çуна пуçне сарчĕç, ун çине, пуçелĕкне улăмла нăкăлатса, Кĕçение асăрханса сĕвентерчĕç. Елькка лаша çурăмне витнĕ чаппана сӳсе юртан лăстăртаттарса тасатрĕ, унла, ăшăрах пултăр тесе, Кĕçени урисене чĕркерĕ. Тилхепине Матви тытрĕ. Хăйсем вĕсем, Ельккапа Матви, çуна вĕçне, ӳречен икĕ айккине, пушă вырăна вырнаçрĕç.

— Но, атя, яра пар, — тапранма хистесе, лашана тилхелепе кăрт-карт паллă пачĕ арçын. Лаша, те тинтерех çӳретме вĕрентнĕрен, тăнă тĕлтенех кăр-р çаврăнчĕ те, чăл-чал пăхкаласа, килнĕ çулпа килелле май тӳрех юртăпа чĕвĕнтерме тапратрĕ.

Те автобус лăнкăр-лăнкăрĕпе ĕшеннĕрен, те Ельккапа сăмах вакласа халсăрланнăран, те çывăх кил ăшшине сиснĕрен, çийĕнчех куçне хупрĕ Кĕçени, упăшкипе кумăшĕ лупленине тăнлакаласа, лăпкă тĕлĕрĕве путрĕ.

Кунтан, аслă çул хĕрринчен, Анат Сăрмăша çитме вунă çухрăм. Каймалăх та, сĕнксе илмелĕх те пур-ха вăхăчĕ. Калаçас тесен — калаç, шухăшлас тесен, шухăшла. Хирĕ — анлă, килĕ çывăх мар.

— Чылай кĕтсе тăтăн-и пире? — чĕнмесĕр пыма аван мартан чĕлхине салтрĕ сăмаха кивçене кĕрекен Матви. — Хулинчен те час пуçтарăнса тухаймарăмăр та. Юрать, кунĕ канмалли кун тĕлне пулмарĕ, атту ларса та килейрес çукчĕ пуль. Халăхĕ-ĕ вокзалра... Çапса хĕнĕ пек...

— Эп тухасса та çапла тесех тухнăччĕ, кăсем кăнтăрла тĕлĕсĕр пăрăнкăçа çитеймеççĕ-ха, тесе, — Матвин çăра сухалпа сăмалаланнă янахĕ çине вĕлт куç ывăтса илчĕ Елькка. — Лашана тăратса умне улăм пăрахса патăм кăна — антăр та автобусран. Çук, нумай кĕттермерĕр...

Сых ятне лаша çурăмне лăп-лăп тутарса пăхрĕ тилхепипе тепре:

— Телеграммине ĕнер илтĕн пуль?

— Ĕнер. Машин пирки тапратас та темерĕм. Хăвах куратăн — шăлсах тăрать.

— Çапла çав... Ялти хыпар-хăнар епле?

— Ара, мĕн хыпар-хăнарĕ пултăр ĕнтĕ çак тăватă кун хушшинчех... Ия, мĕнччĕ-çке, леш, Виталий ашшĕ текенни, çутă кĕртсе çӳрекенни, кăтра пуçли, тупăннă терĕç...

— Ну-у? Тулăннă-и?

— Кули тулхăрать, тет. Хвеччисĕ савăнать Имеш...

— Юрать, çавсемпе тăванлашассинчен турри хăтарса хăварчĕ. Атту, тем тĕлне тем килетчĕ-ха Дина пурнăçĕ. Кулипе унпа, хăйпе, пĕр чĕлхе тупма пулатчĕ-ха, Хвеччисĕпе вăт... Хăв куртăн-и хăть «çутă кĕртекеннине»?

■ Страницăсем: 1... 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 ... 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: