Сар ачапа сарă хĕр


— Ну, кайрăмăр, ларăр хăпарса! — кабина пускăчи çине тăрса, пулăшакансем енне кăшкăрчĕ шофер. — Эсир хĕрарăмсем, çӳле, а эсĕ, юлташ, ман пата, кунта.

Паллашса самаях калаçкаланăран çапла сĕнчĕ ĕнтĕ шофер Матвие. Матви хирĕçлерĕ, арçын пуçпă хĕрарăм вырăнне йышăнасшăн пулмарĕ. Елькка, сисе-кура, Кĕçенин çийĕнче пуррине асăрхасан, лешĕ турткалашнине уямасăрах, ăна кабинăна, ăшă çĕре вăйпах тĕртсе кĕртсе лартрĕ. Хăй кузова, Матвирен аякках мар, хăйăр çине вырнаçрĕ.

Тиевлĕ машипа, нушаран çăлăннипе хепĕртенĕп, тип çĕре лекнĕ-лекмен, лепĕрккине сирпĕте-сирпĕте, пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла пăра-пăра йăрăлтатрĕ те хӳрипе, кăштахран, çул хыттине туйма-хыпалама тытăнсан, ирĕке ăмсанакан юлах лашалла, килелле май ярт-ярт ӳсĕмлерĕ.

— Ытла та тасалса кайнă эсĕ, Ельюка! — чĕнмесĕр пыма сумсăртан, вăтанмасăрах хĕр илемне куçĕ тĕлне турĕ кабина карлăкĕнчен тытнă Матви. — Камшăн чиперленетĕн эсĕ, пĕлместĕп! Мана тиркерĕн...

— Ай-уй, калама çук япшар калаçма вĕренсе килнĕ-çке эс. Асту, час арăмна систереп, — хирĕç хыттăнах тавăрчĕ пулин те, именĕçленчĕ хĕр. — Пăх-ха, тăрăшсах кулать. Эпир пуль ĕнтĕ вăл — чиперленекеннисем. Пире — карта юпи те хурăнташ...

— Ара, ху пăрахрăн та... Çĕпĕртен миçе çыру çырмарăм — ма ответлемерĕн? — хĕре тарăхтарасла, тарăхтарсан — сăмах туртса кăларасла, юри кутăнла ыйтула тĕкĕнтерчĕ ăна арçын. — Эпĕ те выртан касках мар, манăн та чун пур вĕт-ха, Елькка? Нивушлĕ чунна чул хушшинче усрасах ĕмĕрне ирттерес тетĕн эсĕ? Шăллусем, ак, курăн, ӳссе çитсен, сăпаççип те темĕç. Шăпăр шăтăкне хуса кĕртĕç, ак, тенĕр тесен ырă кун кăтартмĕç...

Çил, грузовик хăвăртлăхĕ вăйланнăран, сулахайран кастарса вĕрме тытăнчĕ те, хĕр ирĕксĕрех Матви еннелле çаврăнчĕ.. Питĕнче савнă этеммине çывăххăн курнипе кăнăçланни те, савнă этемми хĕр шухăш-кăмăлне ăнланаймасăр пуплешнĕн кулянни те, тен, чăн та, Матвие вăхăтĕнче татăклăн шантарманшăн пăшăрханни те, савнă этемми сăпайлă мăшăр тупнишĕн савăкланни те пурте, пурте пĕр харăс хурлăн-именчеклĕн тĕтреленсе палăрчĕ унта.

— Çук, сана вăрçатăп-и? Халь мĕн халап халтăртаттармалли ĕнтĕ ун пирки. Пулнă-иртнĕ. Хамах винават — куçне куççуль пухăннăран, пуçне каллех çил çинелле пăрчĕ Елькка. — Килĕштерсе пурăнăр. Эп çавна çеç сунатăп. Шăллăмсем-и? Мĕн, шăллăмсем... Ӳсеççĕ вĕсем, вĕренаççĕ, çамрăк-ха, шĕвĕрсем, пурне те тавçăраймаççĕ.

— Эс, тем, Елькка, макăрмастăн пуль те? — хĕре тимлесе чăр-р пăхрĕ Матви. — Каçар ĕнтĕ, эп пĕртте макăртас теменччĕ сана. Чĕлхи те ман — чутламан чĕлхе...

— Упра эсĕ Кĕçение... Лайăх этем вăл сан... Чавса çывăх та — çыртма çук... Пĕрле пулаймарăмăр... Телей сунатăп...

Грузовик, ланкашкасене лексе, тăнк-тăнк тума тытăнчĕ те, Елькка темле çылăхлă ĕç тунă чухнехилле шарт! сиксе, самантрах Матви енне çурăмпа çаврăнса ларчĕ. Мĕн Анат Сăрмăша çитичченех питне çил çинчен илмерĕ вара вăл, тутăрне, майлакаласа, хӳтĕ тыттармалăх тĕккелерĕ те, йывăр çĕклемпе пусăрăннăн, тĕршĕнсе, пĕкĕрĕлсе пычĕ. Матви темăкăл та чĕнмерĕ урăх. Вăл та, Ельккан кулянăçне кăшт та пулин сĕвĕртес тесе, шыв çурса хăварнă чăнкă çырман ĕмĕр пĕрлешейми икĕ çыранĕ пек, таçта аялта, тĕпĕнчĕ çав-çавах шăнкăртатма пăрахман юхăм чĕлтĕртетĕвĕпе пăтрашăнчĕ...

...Акă, юнашарах çав Елькка. Паян кун та Матвипе, Кĕçенипе пĕрлех. Каллех, ав, темиçе çул каяллахи майлах, тем пăшăрханчăка путнă та вăл, каллех лăпчăнса, пусăрăнса пырать. Кĕçение чунне кăларса парасла тăвăнчăк хăй, мĕскĕн. Малтан-малтан та, ун хыççăлхи кунсенче, вараран вара та, вунсакăр кун тĕшши пек кăна мар вунсакăр çул тăршшинчи самантсенче, ни Кĕçени, ни Матви чĕптĕм те хуйхатмарĕç кузоври, шăн çил çинчи, тасаран та таса асаилĕве, яланлăхах чĕресенчен кăларса сĕвĕртнĕ тăварлă хӳхлеве. Çавăншăнах, ăшпиллĕхĕ чăп-чăммиех тапса тăнăран, чăн-чăннипех килĕштерсе пăрахрĕ те ăна Кĕçени. Кĕçенипе Матви ачи-пăчи тĕлĕшпе-и, е килте-çуртра татса памалли мĕн те пулин урăххипе-и (хĕрарăм вак-тĕвекĕ вăл тупăнах тăрать) — канаш тытаканĕсем ни Кĕçенийĕ Ельккасăр, ни Елькки Кĕçенисĕр утăм та çук ниçталла. Пĕр варта ӳтленнĕ йĕкĕрешсемле — вĕçĕмех тату, вĕçĕмех шăкăл-шăкăл вĕсем. Пирвайхи, Дини, çуралсассăн та, хĕреснамăшне кама тумаллине пуçĕсене ватса тертленмерĕç арăмĕпе упăшки, иккĕшĕ те, тахçан-тахçан калаçса татăлнăн, Ельккапа тăванлашрĕç. Елькка Матвипе Кĕçени килйьшĕшĕп — çутă хунар, куллен тав туса пĕтермелле мар этем.

Шухăшпа хĕвĕшсе пынăçемĕн çул катăлни те сисĕнмест: çуна йĕрĕ, лапамран паçăрах иртсе, сăрт тӳпине хăларчĕ. Унăн тепĕр енче, сăрт çамкинче, хĕвел питтин — Хирти Тĕнкĕр ялĕ. Ку ял витĕр тухсан, çырма урлă каçса тепĕр сăрта хăпарсан — вĕсен ялĕ — Анатпа Тури Сăрмăшсем.

Юр, тӳпе хапхине яри уçса янăн, татти-сипписĕр тăкăнать. Пĕтĕм хир анлăшĕпех лап-лап-лап. Ни хĕрри, ни хыçĕ, ни умĕ курăнмасть унăн. Тӳпе ачисем — юр пĕрчисем, хĕлле валли васкасах çăмламас кĕпе çĕлеме хыпăннăн, талккишĕпех шурă, шурă, шурă. Аташса, çĕтсе çуна йĕрĕнчен пăрăнас-тăк, чăн та, ăçталла утмаллине те тĕшмĕртсе пĕтереймĕн тӳрех. Таçта çурçĕрĕ-кăнтăрĕ, таçта сулахайĕ-сылтăмĕ кунта... Йăлтах, чирлĕ çынна юлашки хут илемĕпе савăнтарса хăварасла, капăр, сарлака, ынатлă.

Епле тавçăрма ăс çитерчĕтĕр Матви Хирти Тĕнкĕрĕн хир урамĕпе анса лавкка урамнелле пăрăнсан, янках вĕтелесе илчĕ ун ăшĕ-чиккине: ара, вăт, каттăршнăй пуçĕ, шантарса тăнă япала туянса парăп тесе арасланса пурăннă çĕртенех пуçран тăнч тухах ӳк. Ара, туй пĕркенчĕкĕ илсе пама пулнăччĕ-çке Кĕçение вăл, шарлак кăлăкĕ евĕр шурă-шурă пĕркенчĕке. Ак иккен, ейӳ ямалли, сикки сикмелли хĕпĕртĕк, çав асаилӳ, хуйхă тĕлне çеç капланчĕ-мĕн. Ма кăшт кăна маларах, Кĕçени ырă-сывă, тăн-тăн, хаваслă чухне йăлтăр йăлкăшмарăн-ши эс Матви асĕнче, çурхи чĕрĕлӳпе каçăхса савăнакан шăнкăр шăнкăрч пек шарт-шарт çунат çапмарăн-ши?

Шăнкăр шăнкăрчăн шарт-шарт çунат сасси, ан, курăсăн та туйăсăн, паян кун та чĕре тĕпĕнчех иккен, паян кун та сывлăм сыпнă йăвă курăкла çутă та таса, янăравлă-мĕн...

Çĕрлехи тайга сĕнк. Кăнтăрла та çын хĕвĕшĕвĕпе кĕрлесе, шавласа тăманскер, вăл, каç сĕмлĕхĕнче пушшех те ют, пушшех те пушă. Сыхă тата. Этем хăлхи чухлас анлăшра йăлт чĕтĕревлĕ, йăлт сисĕмлĕ. Тулли уйăх тайга тăнăçне ян та ян çутатать. Унăн кăвак-кăвак чăтлăхĕ, лисванпа хыр, е урăх йывăç çăралăхне тĕл-тĕл сирсе, хĕвĕнчĕк-хĕвĕнчĕк туса, çĕре лаплаттара-лаплаттара пуснă. Пысăках мар уçлăхпа пăркаланса сӳтĕлекен сукмак пĕтĕмпех тулли уйăх кĕмĕлĕпе тыткăнланнă, пĕтĕмпех хăтлă шăплăхпа тараватланнă.

Матвипе Кĕçени тĕлне, ирхи куна каç туса, райцентртан хăна-вĕрле сĕтелли çине сăй-мĕн туянса таврăнакансен тĕлне (тĕп ĕмĕчĕ вĕсен Кĕçени валли туй кĕпи туянассиччĕ, пусма-тавар лавккисене кĕменни хăвармарĕç — çук, тупăнмарĕ çураçнă хĕр валли шурă-шурă пĕркенчĕк, туйне вырсаникуна, ыран каçалана, палăртнă!), поселока çитесси пĕр вунă çухрăмсем юласпа тухрĕ ăнсарт чăрмав: машина, хăй еккипе чиперех пыраканскер, айлăмалла пăрăннă чухне сасартăк чăх-чах тукаларĕ те çавăнтах мотор лап сӳнсе ларчĕ; урăх, мĕн чул чĕртес тесе тăрмашсассăн та, мăкăл та сас памарĕ — хуллен-хулленех лапама анса лăпланчĕ. Матви, капота уçса, шалта ун-кун тыткалас пăхрĕ. «Пулăшусăр тухаймастпăр. Вăт, элес-мелес», терĕ те вăл, каçхи апат тухмалли кăшт-кашт хĕстерсе, тăвалла, сăрт тӳпнчи сунарçă пӳртнелле таплаттарчĕ. Кĕçени те, кабинăра ĕнтĕркесе çĕр каçмалла марришĕн хĕпĕртесе, аллинчи пысăках мар çыхха хăйĕнчен хăвармасăр, ырантан упăшки пулас çын хулĕнчен çавăтăнчĕ.

Çулталăк ытла кунта пурăнса, тайга йăли-пăлине самаях ăнкарать Матви. Сунара-мĕне каятăн-и е çĕтсе-аташса çӳремĕ тивет-и (тайга — вĕçĕ-хĕррисĕр анлă тинĕс) — акă, сĕм-сĕм вăрман варринче сан валли хӳтĕ: сунарçă пӳрчĕ. Çăкăр та, тăвар та, типĕтнĕ, аш та, сухан та, ыхра та тупма пултаратăн эс унта вăхăтлăха, аслă çул çине тухиччен, чĕре сури тума пултаратăн. Унтан та ытларах, акă, сан валли, пурăнас текен çын валли — патрон та тар, вут-шанкă, шăрпăк та пур: ăшăн та ывăннине ирттерсе яр, сунарçă-тăк — пăшална авăрла. Утас утма çулна малалла малашлас тетĕн-тĕк — ан пахмăтсăрлан, пӳртре мĕн пуррине тăнч пĕтерсе ан тух, ыттисем валли те хăвар. Çын пул, çынлăх саккунне ан пăс.

Матви алăк хăлăпне карт туртрĕ те шалтан пуланса-пăчăхса тăнă сывлăш кӳ! палкаса тухрĕ тулалла. Пĕр саманта урата урлă ярса пусма тăхтаса тăчĕ вăл. Унтан, тăкăскă сывлăш хумĕ йăмнă пек пулсан, пуçне перĕнесрен пĕкĕрĕлсе кĕрсе, кĕсйинчен шăрпăк кăларса çутрĕ (пирус таврашше аппаланмасть пулин те, шăрпăкĕ унăн ялан çумра), кĕрсен, пӳрт ăшчиккине тĕсесе çаврăнчĕ.

Мĕн, пӳрт пӳртех ĕнтĕ, шултăра пĕренесенчен пурана тăватă стеналлă тăвăрах мар хӳтĕ йăва. Ни кăмака, ни кравать, ни сĕтел-пукан çук кунта. Выртса тăма кутник сакки пур тĕпелте, çавăнтах, юнашар, чăмăр шанкăран ăсталанă тăрăхла сĕтел вырнаçтарнă. Тĕпел кукринче (кукри теесех тесен), сылтăмра, тăваткал пĕчĕк лаптăкра — чей вĕретме е апат пĕçерме икĕ тĕреклĕ патак çине тепĕр патакпа витĕрсе çакнă пĕчĕк хура хуран. Маччара, сĕтел тĕлĕнче, ункăран пралукпа йăлмакласа уртнă йывăç кушил. Ăна, тĕрĕссипе, йывăç хутаç теме те юравлă. Канма кĕрекене е инкеке çакланнă этеме мĕн кирлĕ — йăлт çавăнта. Шăши е пĕр-пĕр урăх чĕрчун салатса тăкасран çакса хунă ĕнтĕ çак çăлăнăç арчине çӳле.

Шăп та лăп çавна шырарĕ те ĕнтĕ куçĕпе Матви. Шăрпăкĕ сӳнсен, тепĕрне чĕртрĕ. Ку та сӳнсен, кушиле тĕттĕмрех çĕклере унта хăйне мĕн кирлине хăвăртах шыраса тупрĕ. Каллех шăрлăк çутрĕ, çурта тĕпне (çурта шырарĕ вăл кушилте) çулăм çинче тытса ирĕлтерчĕ. Вут вăйĕпе çатăртатса тумлакан пат-пат ирĕлчĕк тĕлне мăнтăр çуртана латлаттарса чышрĕ. Ларчĕ çурта, яштака кедр пекех тӳп-тӳррĕн йăрăсланса ларчĕ, Кедр çĕлĕкĕ вырăнне вара тата тепĕр пĕрчĕпе чĕртнĕ мĕл-мĕл хĕлхем вĕлкĕшме тытăнчĕ.

— Савнă мăшăрăм, ирт тĕпелелле, хуçа пул! — алăк тулашĕнче халĕ те хăюсăрланса тăнине кура Кĕçение пӳртелле вăйпах сулăнтарчĕ Матви. — Ку пирĕн кĕçĕрлĕх кантăксăр-чӳречесĕр керменĕмĕр. Турри юриех арăмĕпе упăшки валли ятарланă юрату каçĕ. Сетнерпе Нарспи хӳшши, эппин. Тристанпа Изольдă хăтлăхĕ. Ура тап, сик, юрла, савнă мăшăрăм. Ку вăл — пирĕн каç, ку — эпир!..

Матви Кĕçение ăшшăн-ăшшăн çупăрларĕ, тутинчен чăпăрт чуптуса илчĕ:

— Манăн, сарă саркайăкăм, савăнас, ташлас, пыр тĕпĕ ыратиччен кăшкăрас, çухăрас килет. Пĕлетĕн-и мĕншĕнне? Пĕлейместĕн. Калас-и? Тавçăр...

— Тавçăр? — Кĕçени сулахай питçăмартине сылтăм аллинчи пӳрнипе пăраланă евĕр сăтăрчĕ те мĕл-мĕл çутăра савнине питĕнчен тинкерчĕ. — Кала ĕнтĕ, мĕн путишленен? Тристанпа Изольда, Нарспипе Сетнер пирки пакăлтатса пĕтрĕн. Маннă курăнать эсĕ Константин Иванов поэмине. Кунашкал евĕр çуртра мар, вăрманта тĕл пулнăччĕ-çке вĕсем тĕл пуласса та. Малтан — çил-çуната утланса, кайран — синкерлĕ самант хыççăн. Çапах та лайăх санпа, Матви, шанчăклă. Тайгара та çĕрле çӳреме хăрамастăн эс. Манран-тăк... пĕччен, сехĕрленнипе, вилнĕ те выртнă эп. Ак, упа мĕкĕрттерсе тухсан тата...

Ытамĕнчи сăпайĕ капла каласан, хыттăнах кулса ячĕ Матви.

— Эх, эсĕ те çав, чăх чĕри! — Кĕçение пуçĕнчен ачашларĕ вăл. — Упа-и? Кашкăр тесен хăть. Упа, хăйне тапăнмасан, нихăçан та тапăнмасть. Кашкăрĕ те ухмахах мар-тăр-ха, çын шăршине сиссех пӳрте çĕмĕрттерсе кĕмĕ. Кашкăр-кашаман вутран темрен хăранă пек хăрать. Пуленкĕ чĕртсе ывăтăпăр та... Ну, мĕнле, тавçăрайрăн-и?

— Мĕне?

— Паян мĕнле кун иккенне?

— Кунĕ-и? Шăматкун...

— Хă! Шăматкунĕ, чăн та, шăматкунах-ха. Пĕлтĕр çак числора мĕн пулса иртнине кала, теп-çке?

— Пĕлтĕр çак числара-и? Литер тăрăх танкканă пуль-ха, çумăр-мĕн йăтăвса анман-тăк...

— Эп сана кăнтăрлахи пирки маар, каçхине хĕвел пытансан, мĕн пулнине ыйтатăп.

— Каçхине-и? Кино таврашĕ илсе килмен-тĕк, чăмнă ĕнтĕ утиял айне, паппа тунă...

— Çук, çаплах тавçăраймарăн-и?

— Çук-ха, тавçăраймарăм. Кала ĕнтĕ, мĕн асаплантаран?

— Эппин, хуп-ха куçна (эсĕ куçна хупнăччĕ ун чухне, аса илтерем), — Матви чăрлаттарса пăхакан Кĕçение хăй çумне çăттăн пăчăртарĕ те, арăмĕн тути çинчи сĕткенне пĕтĕмпех ăшне сăрхăнтарасла, çав йĕрĕлчене тутипе вăрахлăха тĕкĕнсе тăчĕ.

— Ну, мĕнле, аса илтĕн-и? — терĕ вара тепĕртакран, Кĕçенин пыл тути çумĕнчен хăпсан, йăл-йăл çиçкĕнсе. — Пĕлтĕр, шăп та лăп çак каç ман тута сан тутупа пĕрлешнĕччĕ вĕт. Ну, мĕнле кун иккенне тавçăратăн-и ĕнтĕ халь?

— Ы-ы-ы, намăссăр! — аллинчи çыххине кутник сакки еннелле ывăтса, чăмăрĕсемпе тӳнк-тӳнк çапрĕ Матвие кăкăрĕнчен Кĕçени. Вара, упăшки куллипе çунатланса, хăй те питне-куçне савăнăçлă именĕçпе йăл-кăштарчĕ, — Кай, çулталăк та вĕçсе иртрĕ-и унтанпа? Ай-уй, ытла та час вирхĕнет-çке вăхăчĕ...

— «Матви, телейĕм, пуçа хăвăрт çавăртăн-çке эсĕ манăнне, юрататăп сана», иксĕмĕр пĕр чăмăра чăмăртансан, чĕреме лăпкăн-лăпкăн сăрхăннăччĕ евĕк сассу, — каллех пуçланă кĕвве кăлтăртаттармасăр чăтаймарĕ Матви. — «Сана пилĕк хĕр те пилĕк ывăл çуратса парăп», — тенĕччĕ. Мантăн-им?

— Чарăн-ха, ма пустуй лĕпĕртететĕн. Иментеретĕн эс, — Матви сăмахĕсемшĕн кăмăлсăрланса, ытамран вĕçерĕнме тăчĕ Кĕçени. — Калаçас тесен ĕнтĕ ăна, чĕлхене тăлласах темесен — купала та купала ăса мĕн килет çавна. Ну, юрĕ, яр. Асту, кӳренсе лартатăп ак...

Арăмĕ капла каласан, туххăмрах ун кăмăлĕпе килĕшрĕ упăшки:

— Ара, эп мĕн тесе çеç вĕт, савăнăçа ниçта чикейменнипе. Çулталăк ытларах каялла кăна эпир пĕр-пĕрин çинчен нимĕн те тĕшмĕртместĕмĕр. Эсĕ çут тĕнчере эпĕ пуррине, эпĕ эсĕ пуррине пачах та пĕлмен. Тĕлĕнмелле... Халĕ, ак, пăх та кур: эпĕ — санăн упăшку, эсĕ — манăн арăм... — çавăнтах, эрлĕклĕ шухăшла сӳрĕкленнĕн, кăкăрĕнчи вĕри сывлăша хаш-ш! вĕрсе кăларчĕ Матви. — Шел, туй пĕркенчĕкĕ тупаймарăмăр. Мĕн тăвас тетĕн, хамăр айăплă, маларах хыпăнмалла пулнă. Çапла çав, пур япала та эпир пырса туянасса кĕтсе выртмасть... — унтан краççын чӳшкĕнтернĕ евĕрех чĕрĕлчĕ ун екки. — Ну эп ыран, тепĕр кун, тăватмине мар-тăк, ĕненсен ĕнен, хăть çĕр тĕпне анса хăпаратăп та — шыраса тупса паратăп-паратăпах çав туй пĕркенчĕкне. Вилем, çурăлса хаплатам та, шантартăм-тăк — тупса паратăп-паратăпах. Чим-ха, Кĕçени, атя çĕлететпĕр?.. Эх-ха-хай, таварĕ те хак чухлĕ хак кăна-тăр та — çĕр çăтасшĕ, хам тытса тумалли ĕç мар-çке. Ма, чăнах, тупатпăр та чĕнтĕрне — çĕлететпĕр? Ăм...

Матвие каласа пĕтерме памарĕ Кĕçени, паçăр ун ытамĕнчен çăлăнасшăн хиркеленекенскер, упăшки сăмахĕсене тăнласа шĕлтĕркенĕскер, сасартăк чĕвен тăчĕ те, арçынннин мăйне аллисемпе ыталаса, ун тутине хăй тутипе лап хупласа та хучĕ.

— Айванăм, туй хыççăн мĕн тума ĕнтĕ мана туй пĕркенчĕкĕ. Çитĕ, лăплан. Хамăр шăкăл-шăкăл пурăнсан, унта кăна мар-тăр-ха савăнăçĕ. Туйĕ те иртĕ, пĕркенчĕкĕ те, юратăвăмăр çеç иртсе ан кайтăрччĕ, Матви. Иксĕмĕр хушăра ĕмĕр-ĕмĕр ынатлантăрччĕ çав хăват. Мĕн... Çĕре кĕричченех... Тем, ăш вăрканă пек-ха манăн, чунăм, — пăртакран, упăшкипе тутапа тута халлĕн калла вăрах тăма сăпайсăртан (ара, чăваш хĕрĕн вăтанчăклăхĕ мар-и), пăшăлтата-пăшăлтата пуçне лĕштĕрех лĕкрĕ Кĕçени. — Ялан çапла, инкек лаплатса ӳкесле. Пĕр-пĕр савăнăç чухне чарса чарăнми ăш вăркать вĕçĕм, вĕçĕм ăш вăркать. Хуть вакка пуçхĕрлĕ кайса чăм е ӳлесе макăрса яр. Телейлех пулĕ-ши пирĕн пурнăç, Матви? Сирĕлми синкер килсе хулламĕ-ши яш кунăмăра?

— Мĕскер эс, Кĕçени? Эрленмелли кун-и вара паян? Чим, тен, сана хĕр ĕмĕрĕ иртсе кайни пăшăрхантарать? Мĕнле-ха, хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх, чатăр карса чараймăн, теççĕ-и-ха? Ан эрлен харама, пурпĕр хăтăлаймастăнччĕ эсĕ вăл япаларан. Мĕншĕн тесен эсĕ чипер, хитре, илемлĕ. Сана такам та асăрхать. Ав, Çĕпĕр таран тарса килнĕ ху — пурпĕр çав нушаран хăтăлаймарăн, ман çăварах çаклантăн, — пĕр çавра канăçлăн кăлтăртатса кулчĕ Матви. — Ха, кур-ха, вăт апăршасем, тăнă та урай варрине — хытнă уй тăманисем пек. Хырăм та — хурăн тăрри хурăнташ — паçăрах хăй кĕслине ĕнернĕ, шуйттан кĕтĕвĕ евĕр — тĕпĕр-тĕпĕр те чăр-чăр. Атя-ха, чĕре сури туса пăхар пĕрех хут. Кунашкал выçварла, чăн та, эрленес темесессĕн те, эрлĕкĕ, те ленчешки, ав, ирĕксĕр килсе çулăхрĕ. Атя-ха, атя, тутă хырăмпа калаçăвĕ те ансат.

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24 ... 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: