Сар ачапа сарă хĕр


— Хам курасса курман та, Виталийĕ хăй урам тулли «атте тупăнчĕ» тесе лапăртатса çӳрет, тет.

— Темле пĕтĕ ĕнтĕ Хвеччиспа лешин пăтăрмахĕ?

— Мĕн мĕнли? «Çутă кĕртекеннипе» хăналанса тăраниччен харкашкалаççĕ-харкашкалаççĕ те кайран лăпланаççĕ.

— Эккей, пасар матки лек мĕн лĕпĕртетсе пыратăп-ха эпĕ, ак, çитсен, хăвах илтĕн-ха, пĕлĕн...

Вăрах вахăт пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ. Çуна тупанĕсен тăнăç та янăравлă юрри кăна хăлха анииче тӳлеккĕн ĕнерĕнсе пычĕ.

— Ай, ытла та пĕтсе кайнă-çке Кĕçени кума, — пырсан-пырсан, шăллăн хаш-ш сывласа ячĕ Елькка. — Кай, пĕртте сывалса таврăнакан çын лек мар. Те операци хыççăнхипе, вăй кĕрейменнипе, çапла. Э, каламарĕç-и мĕнле чир иккенне?

Матви майлă та, урлă та шарламарĕ.

— Тем, хаяр ӳкмен-ши ăна?

Капла каласан, чĕмсĕр Матви те сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ:

— Пыран çав пулчĕ-пулмарĕ кĕмсĕртетсе. Хаяр ӳкнишĕнех (ара, мĕн хаярĕ тулăнтăр унта!) уйăх çурă таранччен мутасланса çӳрес çук ĕнтĕ Шулашкарăн-мĕнĕн, — хăррăнах пӳлчĕ кумĕ куммăшне.

— Ара, эл, мĕн, хаяр, ӳкме пултарать тенипе çеç, — Матви хăтăранçи тунипе Елькка пичĕ самант тĕмпĕл-тĕмпĕлпе витĕнчĕ. Ара, мĕн тесе кăначчĕ вĕт-ха Елькка, сăмах хушса та пулин Матви сулхăнне ирттерсе яма кăшт пулăшас тесе кăначчĕ. Урăх нимĕнех те шутламанччĕ. Апла, чул тĕлне тăрăнчех, эппин, сăмаххи!

— Ара, ара... — тутиле чăпăрт-чăпăрт тутарса, лашана çурăмĕнчен тилхепеле чашлаттарчĕ Матви, — Но-о, атя, урхамахăм, васкарах!..

Лаша, хăй юрттипе юртаканскер, ямшăк хистенипе пĕр авăк ярт-ярт чулса пычĕ-пычĕ те, тилхепи сулчăлансан, каллех паçăрхи еккипе лаплатма пикенчĕ. Матви ăна урăх васкатмарĕ, хир анлăшне тата хăй кун-çулĕпе килйыш пурнăçне тинкерсе, шухăш çиплине кăлтăр та кăлтăр сӳтрĕ...

...«Ара, эп, мĕн, хаяр ӳкме пултарать тенипе çеç»... Эх, эсĕ те çав, Елькка! Хаяр ӳкни-и-ха кунта. Кунта этем пурнăçĕ, юратнă çын Кĕçени кунçулĕ вĕçне чикĕ шартлаттарса çапнă-ха шелсĕр шăпа. Нимле те хăтăлса тухма май çук танатана тăллантарса ӳкернĕ ăна путсĕр чир.

Кĕçени... Шухăшласассăн, куçран куççулĕ пăчăртанса тухать. Сывалма кайнăскер, ак, пĕтнĕçем пĕтсе таврăнатăн. Шанчăкла çунатланнискер, шанчăкна сӳнтерсе. Акă, ĕнтĕ куну-çулу вĕçне те тухмаллипех тухса пĕтрĕн иккен эсĕ, Кĕçени. Йăлт, тăршшĕ-урлăшлех, паллă: ирсĕр-нĕрсĕр çакланмаллипех çакланчĕ — никама та нихăçан хăйĕн вичкĕн чĕрнисенчен вĕçертмен хăрушăран та хăрушă шыçă. Рак.

Çĕркаç çĕрĕпе çывăраймарĕ, çавна шухăшласа, Матви. Килмен ыйхине килтерме, сĕнксе илме тăрать — куç умĕнче самантлăха та шухăшран татăлман савнă мăшăрĕн шуранка сăн-пичĕ, унăн-çак чиртен хăтарма йăлăнакан тĕпсĕр-тĕпсĕр куçĕ. Туртмалли пӳлĕме кайса пирус хыççăн пирус та тĕтĕрсе пăхать — хăлхара çав-çавах Кĕçение пăхакан тухтăрăн çивчĕ çĕçĕ евĕр шелсĕр сăмахĕсем: «Çирĕп пул, Матви. Хуйăха хуйăхпа çĕнтереймĕн. Ачусем те ваккисем пур тетĕн, çавсене пăхса ӳстермелле сан. Каçар, арăмна сыватаймарăмăр. Чирĕ — пире парăнманнискер. Маларах илсе килнĕ пулсан, тен... Шыçă чирĕ. Рак. Варне йăлт лапкипех хупласа илнĕ. Операци те пулăшаймарĕ. Хăвăра пăхма кансĕр-тĕк, вырттарăр кунтах... юлашки кунĕсемччен. Хăвах куратăн, пирĕн кунта тирпейлĕ, лăпкă... хăйне ан пăшăрхантар каласа. Асту, арçын пул... Матви...»

Тан-тан-тал çĕмĕрет пуçа тухтăр сăмаххи: «Чирĕ — пире парăнманнискер. Маларах илсе килнĕ пулсан, тен...» Арăмĕн чирĕ иртессе кĕтекенскер, капла синкере илтнипе, вăйĕ чакса-чакса килчĕ Матвин, чунĕ кӳтнĕçем кӳтсе, пăрланса пычĕ. Больница çуртĕнчен тухса йывăç хушшинчи сак çине пырса ларсан вара, хăй куççулĕнчен хăй вăтанмасăп туртăша-туртăша макăрса ячĕ. Чылайччен ларчĕ вăл апла ним хускалми, Кĕçени пирки, ачисем пирки шухăшларĕ, пуçĕ тăрне йăтăвса аннă хуйăх ăшне шаларан та шаларах путрĕ. Ку хуйхăран ниçта тарса пытанма та, ăна сирсе ывăтма та май çуккине ăнлансан, пĕтĕмпех хăвăлланса юлнă çынла, хăна çуртнелле пĕкĕрĕлсе утрĕ.

Ара, чĕрĕлет, çын пулать тесе шанса-ĕмĕтленсе пурăнатчĕ вĕт-ха ăна Матви! Акă, больницаран тухать те, ял сывлăшĕпе, юр-варпа-мĕнпе ураланать, тесе ĕненсе пурăнатчĕ. Халĕ вара епле? Эппин, пĕтрĕ, сӳнчĕ, арканмаллипех арканчĕ иккен ăшра мĕл-мĕл хĕмленекен çутă. Эппин, ир те каç та, сехетсерен, Кĕçени вучахĕнче кăварĕ епле тĕлкĕшсе тĕссĕрленнине курса чĕрене татăкăн-татăкăн таткаламалăх çеç тăрса юлчĕ иккен вăхăт? Эппин, пĕр тĕвве тĕвĕленнĕ икĕ тĕвĕрен пĕри — шатăрт...

Юрлать хăй юррине çуна тупанĕ, хуйха-суйха пĕлмесĕр ирĕккĕн, çуттăн юрлать. Çул йӳтĕмĕнче вара — Кĕçени асапĕ, Матвипе Елькка куççулĕ.

Кĕçени... Кун кунлас куну кун хĕррине çитмесессĕн те, паян-ыранах, курас çулу ку ĕнтĕ сан — юлашки. Анчах та чĕрӳне кĕтнĕ савăнăçпа кăлт-кăлт сиктерекенни, çĕнĕ çынла сапăрланса упăшку тăван-хурăнташĕ хăвна епле йышăнасси пирки пăшăрханни, чи-чи чиперри те чи-чи ĕмĕтленмелли те пурччĕ вĕт-ха малтан-малтанах. Упăшку çуралса ӳснĕ, çак çулпа инçене-инçене тухса кайса иксĕр пĕрле таврăннă çĕр çине пуçласа ярса пуснă телейлĕ савăк утăму та пурччĕ.

Çутçанталăк вăхăчĕ çеç иртерехчĕ ун чухне, хальхипе танлаштарсан, ни кĕр тарса, ни хĕл ларса ĕлкĕреймен тăвăнчăк-çăрăлчăк кунсемччĕ. Каçсерен тăнк хытакан тăпра, кăнтăрласерен йăшса лапраланакан тапхăрччĕ.

Амăшĕ те ун чухне Матвин, Кулине кинемей, пĕрехмай ӳпкепе аптăракан хĕрарăм, кил-терĕшре çӳресех вырăнпа выртмалăхах тĕшĕрĕлсе аннăран (вăл, чирĕ пусахласах çитернĕрен, тăватăм çул кĕрпе çĕре кĕчĕ) телеграмма çаптарттарнăччĕ ывăлĕпе кинĕ патне. Çапла, хăйсем туй туса пĕрлешнине çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ Матвипе Кĕçени çав тĕлелле. Çире те пурччĕ Кĕçенин. Çавăнпа ытлаш-ши шухăшласа пуç ватсах тăмарĕç вĕсем ун чухне (хăçан та пулин пурпĕр атте-анне килне таврăнса тĕпленмелле, çитменнине — амăшĕ те пĕччен. Ăна пăхакан та кирлĕ, ĕç пĕтерсе, мĕнпур пек туприне чăматанĕсене (икĕ чăматан) пĕтĕрсе чикрĕç те, тус-юлташĕсемпе сывпуллашса, Анат Сăрмăшалла ларса тухрĕç...

Чăн та, унтанпа нимĕн чухлĕ иртмен тейĕн вăхăт. Çаплипех виççĕн вĕсем, виçĕ тантăш, пĕр-пĕрне килĕштерекен виçĕ этем — Матвипе Кĕçени, Елькка. Çулĕ те çав халлĕнех ярт-ярт тăсăлса выртса юлать. Лавĕ çеç урăхлараххиччĕ вĕсен — çуна вырăнне грузовикчĕ...

... Ура çумне самаях çыпçăнакан пылчăкран ирте-ирте Кĕçени палăрмаллах кичемленнĕрен тата алăри чăматанĕсем утăм тумассерен йывăрланса пынăран, пăрăнчăкри лапамра лачакана лакнă грузовик ураписене нăй-нăй тутарса ларнине курсан, хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕ Матви. Ара, ăçтан-ха хĕпĕртемесĕр чăтăн: машини вăл, нăйласан-нăйласан, пурпĕрех тухать, вĕсен вара — çуран утасси çук!

— Вăй патăр! — терĕ вăл, çывăха пырса тăрса, чăматанĕсене типĕрех çĕре лартсан. Сассинче унăн шӳтлешсе илес кăмăл та палăрчĕ: — Канса пăхас терĕр-им-ха пăртак? Аван, аван. Кунĕ паян шăп та лăп хĕртĕнсе-выртмаллискер. Çумăрĕ çеç çитмест тульккĕш. Атту — чисти курорт.

— Хăвăра кунта патăр! — тесе, шăл йĕрекене тĕсемелле кĕлеткине каялла сулăнтарчĕ кăна урапа патĕнче айланакан этем, аллинчи çĕкленĕ кĕреçи унăн чутах лăкăшт персе анатчĕ лапра-çĕпрене:

— Матви?!..

— Елькка?!.. Эсех-и ку?

Матви алă пырса пачĕ:

— Вăт-тăк тĕлпулу!

Пылчăша вараланнă аллине, фуфайки çумне сĕркелесе тасаткаласа, хирĕç хăюсăррăн тăсрĕ хĕр.

— Эпех-ха... Пӳрт никĕсне хытарнă чухне кирлĕ пулать тесе хăйăра кайрăмăр та, ак, лакса лартăмăр-ха кăкранах... Килес çул, çуркуннепе, çĕршыв типнĕ-типменех, пӳрт хăпартас тесеттĕмĕр.

— Паллашăр, манăн арăм, — пырса тăнă чиперккене çурăмĕнчен çупăрларĕ Матви. — Паллашăр та — туссем пулăр.

— Елькка пуль? — упăшки енне ыйтуллăн вĕлт пăхса илчĕ Кĕçени. Елькка, килĕшсе, пуçĕпе сулчĕ. — Сирĕн пирки мана Матви нумай-нумай каласа кăтартнă.

— Япăххине пуль? — кĕтменлĕх саманчĕпе шĕлтĕркесе, калаçу майне çеç тăнласа тăчĕ хĕр.

— Çук, ыррине кăна. Матви çын пирки нихăçан та усал калаçмасть, — Кĕçени Ельккана ăшă сăмахсем татах та, татах та каласшăнччĕ-тĕр те, пуçласа куракан çынпа алла таранах сăпайсăрланни хитрех курăнманнине сиссе, çавăнтах хăй еккине çепĕç-çепĕç куллипе сĕвĕртрĕ. — Туссем пулăр, эппин, яланлăхах. Мана — Кĕçени теççĕ.

Улĕм ялан тăту пурăнаç икĕ этемĕн икĕ мăшăр алли танлăн пĕр-пĕрин ывăçне кĕрсе, пăчăртанса пĕр-пĕрне хĕрӳн ăшăтрĕç.

Машинине нăйкăштара-нăйкăштара нимĕн тулăкĕ те тухманран, шофер кабинăран анчĕ.

— Ну, мĕн унта, Елькка?

Палламасть ку шофера Матви: ют ял ачи, ахăр. Колхозĕ пысăк, ултă яла пĕрлештерсе тăрать те, ăçтан пурне те ятран-сăнран çывхартса пĕтерĕн.

— Ох-ха-ха! Тавай, уратпа айне тепĕртак тасатас та — хăйăр пăрахас. Пар-ха кунта, — грузовик çывăхне пырса тăнă çынсемпе ытлашши кăсăкланмасăр, çĕре тăрăнтарнă кĕреçене ярса тытрĕ вăл. — Капла çĕрлеччен те хăтăлса тухаймăпăр ку лакăм-лупашкаран. — Кузовран тĕренсе, пĕшкĕнсе пăхрĕ. — Аптрамасть. Юрать-ха, тĕнĕл çине ларман. Тухатпăрах хамăр тĕллĕн. Эх, пĕр-пĕр йăваланса выртакан хăма таткиччĕ те...

— Чим-ха, эп ав çав улмурине кайса тăпăлтарса килем-ха, кăшт-кашт, — сухаламасăр хăварнă ансăр хушăпа çултан пĕр çĕр-çĕр аллă метрта ларакан улмури патне васкарĕ Матви.

Елькка тепĕр кĕреçе ярса тытрĕ. Малти урапа таврашĕнчи лĕпĕрчĕке аяккалла кăлара-кăлара ывăтма тытăнчĕ:

— Вăт, хамăр инкеке, тапратрăмăр та çак пӳрт-çурт нушине.., — хаклă хăнасене çапла уй варринче кĕттерсе тăнăшăн хăй айăплă пулнăн, шутсăр аванмарланчĕ хĕр. — Пĕлтернĕ-тĕккин хирĕç те лавпа тухса тăраттăмăр...

— Халĕ те ятнех. Шоссе хĕрринчен нумай та утмарăмăр — эсир, — Кĕçени пушанма тытăннă тутăрне туртарах çыхрĕ. — Епле хитре çĕршыв. Хир, хир, хир. Тайгара пурăннă хыççăн темле хăнăхмалла та мар пек тӳрех. Çил, тӳпе...

— Кансĕр пуль ĕнтĕ унта, сухăр юхтарнă çĕрте?

— Ĕç ĕçех. Кансĕрри те, çăмăлли те пулать. Упре-пăванран çеç канăç çук çулла. Тайгара вĕсем мăнтăр, пысăк. Шурлăх ĕмсе шӳнĕскерсем.

— Ӳпре-пăванĕ кирек ăçта та çителĕклех пуль вăл? Çулла, каçсерен, сулхăн ӳксен, çырма, йывăç хӳттисенче кас-кас пĕлĕт пек явăнса тăраççĕ вĕт. Çăвар уçса хаш-ш сывласа илме памаççĕ...

— Лерисем вĕсем — чисти сăпса. Сĕрĕнмесĕр тухсан, çыртса йăлт хăпалантарса пĕтереççĕ. Ытла та тарăхтарса çитереççĕ.

Кĕçени Ельккана сăнать. Мĕн тупнă пулать-ха, ара, Матви раснах ун çумĕнче? Ни сăнĕ-пуçĕ, ни кĕлетки-пилĕкĕ тĕнчере çук хĕрарăмăнни мар темелле. Çӳçĕ те, иçмасса, Кĕçениннин евĕр тутăр айĕнчен мăкăрăлса, ункăн-ункăн кăлăшкаланса тăмасть. Лăп-лăп та тĕм-хура çӳç. Тен, Кĕçенинни евĕрех йăваш та, çынна шанса, ăна ырă сунса пăхакан тĕпсĕр-тĕпсĕр куçĕ? Çапла, куçех пуль, — такам валли те хĕрхенми ăшă салакан чакăр-чакăр, куç. Кĕлетки, çанçурăмĕ Ельккан ни тулли, ни çӳхе мар. Мĕн ачаран ĕçе хутшăнса ӳснĕ çурма нăкă, сывлăхлă кĕлетке. Унашкал пиçĕ, чăмăр, вăр-вар кĕлеткеллĕ хĕрсем Матвисен ялĕнче те теçетки-теçеткипех-тĕр! Эппин, сăнĕ-пичĕпе, илемĕпе тыткăнланă пуль вăл Матвие?.. Темшĕн! Пит-питех ĕнтĕ, хамăрăн чылай чăваш хĕрĕсенни евĕр вăр-çаврака пит, çӳçĕ майлах хурарах сăн. Çитменнине тата (те мухтанмаллах ĕнтĕ ку ялалăпа?) сулахай питçăмарти çинче, тути çывăхнерех, пĕр пуслăх укçа пысăкăш хăмăр турпалли. Тен, çавăншăн килĕштерсе пăрахнă пуль ăна Матви? Тен, ĕçченлĕхĕшĕн, тараватлăхĕшĕн юратнă-тăр?.. Ара, мĕн пуçне алла-капла авăрттарать-ха Кĕçени? Ара, пĕрре курсах, ак халь, çакăнтах тупаймарĕ-им-ха, сисмерĕ-им-ха вăл Ельккаран тапса, палкаса тăракан ырă-ырă, сăлай кăмăла? Апла-тăк ăçтан килĕштермесĕр, савмасăр тăма пултарлă пултăр-ха çак этеме унăн хаклă çынни Матви? Паллах, вăл, телее ĕмĕтленекен кăвак хулли енне туртăннăн, тăрă çăлкуç шывĕпе сипетленесле, унăн тасаран та таса илемĕпе çуннă, патварланнă.

— Кӳр-ха, эпĕ те чакаласа пăхам? — Ĕлькка кĕреçине тытма тăчĕ Кĕçени. — Кан пăртак.

Елькка, ăшша пиçнĕ пулин те, хирĕçлерĕ:

— Эп хамах... Кĕçени… Вараланса пĕтĕн. Çипуçу та сан... Çук, çук, эп хамах. Ак, тепĕртак иле-иле пăрахатăп та..:

Урапа умĕнчи лапăрчăка тăват-пилĕк кĕреçе кăларсан, Елькка хăй паçăр тасатса уçăлтарнă çĕрех, кайри урала ланкашкинех, кăшт-кашт тĕккеленме тăчĕ. Питĕ, питĕ сăмах хушса, ну, эппин, чунне уçса, шăкăл-шăкăл калаçасси килет унăн Кĕçенипе, анчах та мĕн-çке, чĕлхи йăкăр-йăкăр марри пусмăрлать-çке ăна. Калаçас, тет — сăмаххи çăвар анинче шухăш халлĕнех хыта-хыта ларать хĕрĕн. Хуть те вĕлтĕрен хуранне ярса вĕрет чĕлхине — хăйĕнче çуккине шат та патпултараймасть вăл. Çук, пултараймасть.

Асăннă йӳтĕме — Кĕçени хастарланать:

— Елькка, ман санпа сăмах валеçмеллех хăçан та пулин. Мĕн тăвăн, ан ӳлкеле ĕнтĕ, — грузовик çумĕнчен кăшт аяккарах пăрăнса тăраççĕ иккĕшĕ те. — Тен, сан телейне туртса илтĕм пуль эп? Эп юри, пĕле тăркачах тесе мар...

Елькка каллех вăр-çаврака питне чиперлетсе илчĕ. Пуçне пĕкессе вара — пĕкмерĕ. Кĕçение тӳррĕн тинкерчĕ. «(Кала, кала, эп чăтнă, чăтатăп, чăтăп та», тенĕн, лăпкă та шухăшлавлă курăнчĕ вăл тинкерни.

Кĕçени, сӳтĕлнĕ шухăш çиппине хăпăл-хапăлах шыраса тупайманла, тем саманта, тин кăна тапранакан кăчăр çил шавне тăнласа, шăпăрт тăчĕ.

— Елькка, ан вăрç, ан айăпла ĕнтĕ мана, ăнланмаçеç тăрăш. Манăн, хăçан-хăçан та, пурпĕрех каламаллаччĕ ку аптрашкие. Сан телейне вăрласа телейлĕ пултăм пуль эпĕ, Елькка? Ан пытар. Халь пытарсан, ӳлĕм ĕмĕр-ĕмĕр ӳкĕнсе пурăнăн, хăвна та, мана та каçармасла, вĕçĕмех çунăн, асапланăн...

— Кĕçени, мĕн калаçатăн эсĕ. Лăплан-ха, тархасшăн, лăплан. Юрать-и вара апла таранах хăвна тăлпалама. Пиншакна та тӳмеле. Сивĕ. Шăнса пăсăлăн тата, — Кĕçени шутсăр çуйкăнланнине кура ун çывăхнех пырса тăчĕ Елькка. Матви арăмĕн пăчăран вĕçертнĕ пиншак тӳмисене те хăех çаклатса ячĕ. — Эх эсĕ те çав, Кĕçени, халĕ калаçаççĕ-и ĕнтĕ ун пирки. Мана мар, сана илнĕ вĕт-ха качча Матви. Пирĕн вăл, мĕнле калас, шкул çулĕсенче, вылямалла, вăхăт иртермелле кăна пулна пуль. Ача чухне çӳрени-сăмахланисене пурне те картса-мартса пĕтерейсен... Пайланман телей вăл сан, Кĕçени — йăлт сан тĕлне çимĕçленнĕ ырлăх... Асту, йĕркеллĕ усранă пултăр Матвие. Атту йăпăр-япăрах туртса илĕп каялла!..

Çапла каларĕ те Елькка, пĕтĕм пит-куçне ăшăтса, кăлтăр-р кулса ячĕ уççăн. Кĕçени те, хĕр-тантăшĕн ним пытанчăксăр кăмăлне савса, сасартаках пĕлĕт айĕнчен тухнă хĕвел пайăрки пек йăлтăртатса, çак эреветлĕ курăнма пĕлекен ăшпиллĕ çынна çăт çупăрларĕ: «Ырă çын эсĕ, Елькка, каçар», — терĕ.

Матви пĕр ытам пăрçа улăмĕ йăтăрласа килчĕ. Арăмĕпе унчченхи савнийĕ ыталашсах шăкăлтатнине курсан, хĕлĕртемеллипех хĕпĕртерĕ вăл.

— Вăт, каларăм вĕт сана, Ельккапа иксĕр-хытă-хытă туссем пулатăр тесе, — Кĕçени еннелле куçĕнчи хĕлхемне кăмăллăн çиçтерчĕ упăшки. — Эсĕ, вăт, ĕненместĕнччĕ...

— Кай, ан сӳпĕлтетсе тăр-ха. Кам ыйтнă сана хушша-хуппа кĕме. Хĕрарăмсен вĕсен хăйсен алай-палай, — хăтăрнăн, Матвие юриех кача пӳрнипе юнаса илчĕ Кĕçени. — Сăмаха апла-капла сăвăриччен, пулăш-ха, ак, грузовика çăрăлчăкран кăларма. Шофер вĕт эс, тăрăш...

— Кăна-и? Ан та иккĕленĕр, кăларатлăрах.. Килĕр-ха, сапаласа тăкăр ак çакна, урапасем айне, — тасатнă ланкашкана пăрçа улăмĕ пăрахса, кĕреçепе тĕккеле-тĕккеле Кĕçенипе Ельккана хистевлерĕ Матви. — Ку вăл тайга çулĕ мар-ха, тухăпăр...

Чăн та, чылаях тертленме тивмерĕ пăрçа улăмĕ пăрахнă хыççăн. Шофер машинине виç-тăватă хутчен каялланмалалла улаттарчĕ те лакăм-тĕкĕмре, грузовик вара, тертлене-тертлене, чăл-пар арканасла йĕре-йĕре, хăтăлса тухрĕ-тухрех çак урăм-сурăм пылчăк-лачакаран.

■ Страницăсем: 1... 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 ... 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: