Уках хурăнĕ
Темĕнле çав тери кирлĕ ĕç алă пымасăр юлнă пек, çав ĕç Укахви пуçĕ çинчех тăнă пек, çакăншăн ăна такам вăрçса тăкас пек хатарлă шик çĕкленчĕ чĕрере.
Укахви вырăн çинчен сиксе тăма пикенчĕ те — алă ыратса кайсан тин хăй мĕншĕн килте ку таранчченех выртнине ăнкарчĕ. Вара чĕрене ăнланма çук шик тата ытларах çавăрса илчĕ.
Укахви вырăн çинчен тăрса, кăшт уткаласа урисене çемçетрĕ. Урисем унăн пачах хăйĕн мар пек, сисĕм тыма-рĕсем тĕнсе ларнă пек сисрĕ. Тепĕр самантран вăл, чăнах та, пĕтĕм шăм-шакри, ал-урари ырату тамалнине туйрĕ те çакăншăн ача пек хĕпĕртесе ӳкрĕ, сĕтел хушшине ларса сухан-тăварĕпе çĕр улми нимĕрри çирĕ. Вара чун уялла, улăхалла туртрĕ.
Куçĕ унăн ирĕксĕрех кашни япала çинче вăрахчен ча-рăнса тăчĕ. Ним мар япалах паян темĕнле ача чухнехи пек асамлăн та ăнланма çук илемлĕн курăнчĕ. Укахви пӳрте питĕрчĕ те пĕчĕк пурак йăтса урама тухрĕ.
Тӳпене талккăшпех çӳхе шурă чатăр пек пĕлĕт хупăр-ласа илнĕ. Çанталăкĕ ăшă, лӳп çеç. Хĕвел хăш тĕлтине пĕлĕт çинче ирĕлсе тăракан шурă паллă тăрăх çеç ăнкар-ма пулать.
Йăмра тăррисем хумханаççĕ. Пĕлĕт тӳпинче пĕр хĕрен явăнать.
Укахви пусă хапхи витĕр уя тухрĕ, çĕртме ани урлă выртакан çерем пуснă сукмак çине кĕчĕ, вара вăрман енне çул илчĕ.
Каçхине пĕр касă шалкăм çумăр юхтарса, кăпăкланса çунăччĕ те — лупашкасенче халĕ те ăсла пек çăра шыв кӳлленсе тăрать. Ку — усăллă çумăр, ыраш çумăрĕ. Ыраш пучахĕсем, чăнах та, йывăрланса кайнă пек, сулмаклăн чăштăртатаççĕ. Çул хыттине çеç çумăр витеймен.
Акă каллех ăшă-ăшă çумăр, ним йепетмесĕр, куçа ку-рăнми шыв пĕрчĕкĕсемпе вĕтĕртетсе йăслама тытăнчĕ.
Укахви тутăрне салтрĕ те пуçне савăнăçлăн çĕклесе, сисĕни-сисĕнми çумăр айĕнче имлĕ-симлĕ сывлăшпа ки-ленсе хуллен утрĕ.
Инçех те мар темиçе пуслăх шăнкăрчă — пĕр ушкăн — хура ана çинчен хура тĕтĕм капламĕ пек вĕçсе çĕкленчĕ те çаврăнса-пĕтĕрĕнсе пĕрре чăмăртаннă май — çăралса, тепре саланнă май — шĕвелсе аякра ирĕлсе çухалчĕ. Çын çывхарнăçемĕн ыраш ăшĕнчен унтан та кунтан хăрахша-рăн уй çерçийĕсем хăмăлпа çыхланса аран-аран вĕçе-вĕçе тухаççĕ.
Çумăр тикĕс çуман: ял çумĕнче самаях нӳрĕ, кунта пăт-пат çеç ӳккеленĕ. Кăшт тӳпемрех вырăнти хура вăр-ман айĕ аякран пăхсан такам кăвайт хунă пек кăвак курă-нать. Укахвие вара çав вырăнта кирек хăçан та çын пур пек туйăнса тăрать.
Укахви чарăнса йĕри-тавралла пăхса тăчĕ.
Катара — ялсем. Кашни ял тулашĕнчех — ялăн пĕртен-пĕр тĕп хуçи пек — çил арманĕ, хăйĕн чĕпписене сыхлакан тăрна аçи евĕр, самантсерен çиле хирĕç çаврăна-çаврăна тăрса мăнаçлăн хăлаçланать.
Кирек хăш кĕтесе ан пăх, темĕнле уйрăм çынна кур-нăн туйăнать. Анчах курасса вара çыннине хăйне мар унăн чунне, кăмăлне куратăн пек. Куçпа мар, чунпа ку-ратăн. Çак тавралăхра, ачалăхпа тачă çыхăннăскерĕнче, хыçри инçе-инçе вăхăтри темĕнле ăрăмлă та илемлĕ ĕмĕр-лĕх япала, юмахлă-тĕлĕклĕскер, пур пек туйăнса тăрать.
Паянхи тӳлек вăрман, ешĕл çул, ăшă сывлăш...— пĕр-ле илсен темĕнле вăйлă та хитре, ырă кăмăллă та лăпкă, çав вăхăтрах малтанхи хут юратса пăрахнă та ачалла айван çынна аса илтерет. Вăл çын, вăйлăскер, хăйĕн вă-йĕпе пачах мухтанмасăр, ăна никама кăтартасшăн та ăн-тăлмасăр, мĕн пур чĕр чуна управлăн хăйĕн вĕри чунĕпе ăшăтать. Сана та, хăйпе танлаштарсан пĕчĕк те халсăр-скерне, пысăк хисепе хурса атте е савни ачашлăхĕпе хăйĕн ытамне илет. Таврара унăн кăкăрĕнче ăшăнса ирĕлнĕ, ун юратăвĕн ăшшипе тулнă сывлăш тăрать пек.
Эй, мăнтарăн Коли... Хăш çĕр уййинче çӳрет-ши? Хăш тинес уттинче?
Хĕвел те çаврăнса килет, хур кайăксем те таврăнса ки-леççĕ, салтаксем те киле таврăнчĕç — пĕр ăна çеç ку та-рана çитсе те каялла çул пулмарĕ-ха...
Çак вăрман, уй-хир, тавралăх — этем сăнарĕ йышăнас пулсан — мĕн тери илемлĕ, сатур та кăмăллă, ача пек та-са чунлă та итлекен çын пулмалла-мĕн... Коля пек...
Чăнах та-çке, çак тавралăх мар-и-ха çав çынсене ӳт-пуç, юн, сăнар параканни? Çак таврашра çуралмаллах-çке пĕр-пĕр шăп та шай çак тавралăх кăмăллĕ çын. Сĕт-кенне те вăл çак çĕртен-шывран, çак йывăç, ӳсен-тăран çимĕçĕсенчен илет... Чунне-чĕмне те çакăнтанах илет: ка-йăк юррисенчен, шевле чӳхеннинчен, чечек тусанĕсенчен...
Çакăн пек шухăшсемпе Укахви вăрмана кĕчĕ, ăвăслăх витер тухрĕ. Аваслăх айĕнче яланах нӳрем. Тата хăрса ӳкнĕ йăпшака йӳç ăвăссем нӳрелсе хĕрсе кайнă та, темĕнле канфет шăрши пек, çăра пылак тутăллă шăршă тăрать.
Укахви темиçе тĕлте те пĕчченшерĕн шăтса ларнă çӳ-хе.шурă шĕшкĕ кăмписем тупрĕ. Вĕсем шĕвĕр кутлă, çин-çе туналлă вăрăм черкке майлах, шала çурри таран çумăр шывĕ тулнă.
Укахви Утиван ĕшнине тухрĕ. Кунта тĕрлĕрен кăмпа пур: тин çеç шăтса тухнă мăнтăр кăмпа, ăвăс кăрăçĕ, кă-вакарнă лаша какайĕ тĕслĕ хурăн кăрăçĕ. Ешне тавра ташша тухма хатĕр хĕрупраç пек çамрăк ăвăссем карта-ланса тăнă.
Укахви çырма урлă каçса вĕтлĕх вăрман тăваткалĕнчи çул çине тухрĕ. Ват юмансене касса сайратнипе вăрман уçăлса юлнă — кунтан кӳршĕ ял пӳрчĕсем те, лесник çурчĕ те курăнаççĕ.
Вăрман илемĕ каллех тулса çитнĕ ăш-чике лăплантар-са Укахви чунне сăсăккăн-сăсăккăн хумхата пуçларĕ.
Темĕнле кайăксем çĕрте чупса çӳресе юрлаççĕ, çын çывхарсан тĕмĕ ăшне чăмаççĕ те тепĕр тĕлте шевлетме тытăнаççĕ. Сĕлхе текен хура кайăк çынна çывăхах ярать, ик-виç утăм юлсан тин, кăвакарчăн пысăкăшскер, сасартăк çунат çапса ярать те çынна шартах сиктерсе вĕçсе тарать.
Кăмпа пуракĕ паçăрах тулчĕ пулин те Укахви киле таврăнма шутламарĕ: ытарса тухаймăн вăрмантан, пăх-са тăранма мехел çук...
...Эй, вăрманăм, вăрман!.. Кампа калаçнă-ши эпĕ сан-па калаçнă пек чун уçса? Кама каласа панă-ши ăшри хуйха-суйха сан умăнти пек ним пытармасăр?
Чи мăскаллă шухăшăмсене эсĕ çеç пĕлетĕн. Чи юратнă усрав юррăмсене, çывăхран та çывăх çын умĕнче çеç юр-лама упраса усранăскерсене, эсĕ çеç илтнĕ.
Эй, вăрманăм-çунатăм!
Çакăнта сан хитре те ырă чунлă, мана çеç ăнланакан» маншăн пурăнакан темĕнле çуралман чун пур пекех... Вăл халь кайăк сассипе юрлать, çулçă ташшипе ташлать, хĕвел ăшшипе чуна ăшăтать, вĕри кăкăрĕпе питрен сывлать... Вăл мана савать, ăнланать... Вăл çуралатех! Çак тавралăх сĕткенĕнчен çуралать, ӳт-пĕвне çакăнтан илет!.. Укахвисем, Хĕветлисем, Кольăсем çĕнсе илнĕ çĕр çинче çуралать вăл, телейлĕскер, тĕлĕнмелле хитрескер...
Укахви ним курмасăр йывăçсем хушшипе утса хăй сисмесĕрех вăрманпа калаçма тытăнчĕ. Вăл, чир çинчен пачах манса кайнăскер, сасартăк ырату хĕссе килнипе карт сикрĕ те тунката çине ларчĕ, ыйхăран вăраннă пек пулса кайрĕ.
«Аçта эпĕ?»— шухăшларĕ вăл.
Пите те, ура хырăмне те туратсем чĕрсе хĕреслĕ-мĕ-реслĕ шурă çип пек йĕрсем хăварнă. Сывă алă тӳртне те-мĕнле майпа хăях каснă.
Укахви тăна кĕрсе тавралла сăнаса пăхрĕ.
Кăнтăрла иртнĕ пулас. Лăпкă вăрмана таçтан килсе кĕнĕ каскăн çил касси хускатрĕ, вăрман хирĕлсе юлчĕ. Юман, çăка, вĕрене тăррисем вут хыпнă пек карла пуçла~ рĕç. Чăн-чăн вăрман вăрçи тапранчĕ тейĕн.
Çакăн хыççăн сасартăках ăш-чик çаврăнма, кăмăл пăт-ранма тапратрĕ. Чуна çуйхăн ерчĕ. Укахви хăй сисмесĕрех темшĕн чĕрипе куляна пуçларĕ.
Куç умне иртнисем килсе ӳксен тата чирне, больницă-ра каланă сăмахсене ас туса илсен — каллех тĕрлĕ шухăщ пуçа çавăрма тытăнчĕ.
Укахвин куçĕнчен хăй сисмесĕрех куççуль тумламĕ кусса тухрĕ. Ку тарана çитсе пĕрремĕш хут тытса чарай-марĕ çакна хĕрупраç.
Ан айăпласам, çут тĕнче, çак куççульшĕн! Куççуль кă-•ларманччĕ темле таппа-тан йывăрлăхра та.
Телей ачашĕпе ӳсмен... Савăнăç шыраса чупман тĕнче тăрăх. Çамрăк ăс çа'мрăк чух çеç илемлĕ пулин те — халан кайăк пек авкаланса çӳремен. Ытла çамрăкла шухăша юлтăмăр. Пурне те халаллă хавас юрăпа та çителĕклĕ киленеймерĕмĕр. Пирĕн хĕв-шухăш — ĕç пулнă, тăшмана çĕнесси...
Телей хăй урапине туй кӳми пек çавăрса тăратмасть. Эпир тату, тăнăç пурнăç сахалтарах куртăмăр пулсан — пирĕн хыççăнхисем телейлĕ, тĕрĕс-тĕкел пурăнччăр...
Эй, пирĕн хыççăнхисем! Эпир хамăрăн хавасланассине ним тăккаламасăр сире хавасланма хăварна. Сире ăшă пултăр тесе — сивĕре кӳтнĕ. Эсир мăшăрлă пулайăрччĕ тесе — савас ачаран та чуп тумасăрах уйрăлса хăраххăн юлнă... Телейлĕ пулăр эсир!
...Пайтахчен тăчĕ Укахви вăрманта...
Пĕтĕм вăрман çывăрас умĕнхи пек канлĕн анасласа пит-куçа уçă сулхăнпа варкăштарчĕ. Пĕлĕт хĕрри йĕспе тытнă пек хĕрелсе çаврăнчĕ...
Утрĕ, утрĕ Укахви — утти ӳсĕнмерĕ.
Самантлăха шухăш айне пулнă ырату йăсăлтатма, çа-тăрттарма тытăнчĕ. Унтан хул сасартăках чăтма çук ыратса кайрĕ те, ырату шăмă тăрăх хăпарчĕ, кăкăра куçрĕ...
Укахви тĕшĕрĕлсех анчĕ.
12
Хĕрĕх тантăш, хĕр-тантăш —
Епле уйрăлса каям-ши?
Халăх юрринчен
Укахви вăрмана кайса килнĕ хыççăн урăх ниçта та тухаймарĕ. Сывă мар урасем шыçăнса ларчĕç.
...Çынсем хирте тырă выраççĕ. Укахви килте пĕчченех.
Акă ĕнтĕ икĕ эрнене яхăн вăл алăк сыпăран тĕпел сыппалла иртсе курман, тӳшек кукринчен тухман. Сыв-лахе самаиланмарĕ. Чирĕ хатар кайрĕ, çĕнсех пычĕ.
Питенчен юн тарчĕ. Хăй çын кипекĕ çеç тăрса юлчĕ... Хене кайрĕ.
* * *
Варман ентĕ асамат кĕперĕн сăрри-тĕсĕсене йышăнчĕ. Куракĕем кăнтăр енне кайма хатĕрленнĕ май ушкăнăн-ушкăнăй\ вĕçме вĕренеççĕ. Çĕрĕпех çывăраймаççĕ вĕсем...
Çавсен сассине итлесе выртать Укахви.
Чи йывăрри уншăн халь — киле пĕччен юласси... Вă-хăт вĕçĕмсĕр-вĕçĕмсĕр тăсăлать.
Пĕртен-пĕрех йăпанăç халь унăн — йăмăкĕ шкултан таврăнасса кĕтни.
Чим! Алăк сасси мар-и? Çук иккен, çил пăлтăр алăкне пырса тĕртрĕ.
Тӳнт! турĕ темскер. «Анюта мар-и?» Кушак иккен — кăмака çинчен сикрĕ...
Минутсем каллех минучĕ-пĕри ĕмĕр тăршшĕн тăсăлса ерипе иртеççĕ.
* * *
Паян вăрман ĕçлесе таврăннă Хĕветлипе Ольга Уках-вие курма килсе ларчĕç. Укахви вырăнпах выртнине кур-сан вĕсен кăмăлĕсем хуçăлчĕç пулин те, пăшăрханнине тантăшĕ йывăра илмеллех палăртмарĕç.
— Эс шавах ан вырт-ха, Укахви, тăрса уткаласа çӳре. Выртсан — выртсах кайăн тата,— терĕç вĕсем.
Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):
кашни вуламассерен куççуль юхать
Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):
Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...