Уках хурăнĕ


Укахви хăйĕн икĕ тусне курсан вăйранах тăрса ларчĕ, суранĕсене хупларĕ. Унтан тӳшек сакки хĕррине çуммăн ларнă тантăшĕсене сивĕ аллипе ыталаса илчĕ...

...Çакăнтан пуçласа кунсеренех кам та пулин кĕре-кĕре тухрĕ Укахви патне. Темĕнле вутлă-шывлă хушăра та — шыва аннă чух та, ĕçе кайнă чух та — чупса кĕрет Хĕвет-ли, чупса кĕрет Ольга.

 

* * *

— Кам килчĕ ара?.. Анюта-и?..

— Çук-ха, ку Анюта мар... Коля амăшĕ эпĕ. Чирлесех кайрăн-им ĕнтĕ? Эпĕ Кольăран каллех çыру илтĕм. Салам янă... Çуркунне киле таврăнатăп тет.

— Таврăнать-и?..— ыйтать хĕр.

— Таврăнать, ачам... Сăмахсерен сана асăнать. Ах, Укахви кинĕм... Каçар, эп сана кинĕм тесех чĕнĕп ӳлĕм. Сывал-ха часрах, сывал! Ак сан валли пыл илсе килтĕм...

— Ма чăрманан-ши?—тет Укахви хуллен.

— Кай, Укахви, эс ют çын пек ан калаç-ха, сиппи пул-тăрччĕ.

— Çуркуннеччен сывалăп-ха та. Тем пекех тав ĕнтĕ сăю-чысушăн.

— Таса пул, Укахви.

 

* * *

Авăн-çи.

Паян Укахви кантăк умĕнче ларма пулчĕ. Ăна амăшĕ кантăк умне вырăн сарса пачĕ те хăйне çавăтса пычĕ. Укахви чӳрече уçса кунĕпех урамалла пăхса ларчĕ.

Хăлхара кунĕпех йĕтем çинчи тапкăчра ут хăвалакан ачасем «О-йо-йой-йо-ой! Ну-ну-ну-у-у!..» тесе харăслатса ĕрлешни илтĕнсе тăчĕ. Сасă уçă каять, уй урлă яла çитнĕ хыççăн анатăн-тăвăн çаврăнса килет.

Çӳлте виç сийлĕ курак ушкăнĕ кашни сийĕ хăйне май енне вĕçнипе темĕнле хура тĕтĕм ăшши вĕлтĕртетсе тăнă пек курăнать.

Уйсенче лаптăкăн-лаптăкăн сарă хăмăл — хĕвел ури ӳкнĕ пекех — йĕс тĕслĕн çутăлать.

Çакна курса чуна кăшт савăк кăмăл таврăнать.

Укахви хăйĕн юхса тухнă çивĕтне тытса пăхрĕ. Ука тĕс, çуткамскер, ĕннĕ тĕслĕ пулса ларнă. Çӳç пĕрчи вĕçĕ-сем çурăлса юпленнĕ, таткаланнă, патрак. Елĕкхи пек шыв укипе пĕтĕрмелĕх çук.

Укахвин ĕнтĕ çип татмалăх та вăй юлмарĕ.

 

* * *

Паян пĕр ушкăн çамрăк — Хĕветли, Ольга, Манехви, Таня, Нина тата райкомолран килнĕ тепĕр хĕр кĕчĕç.

Укахви вĕсене хирĕç хĕвел пулса чупса тухаймарĕ, çук, вырăн çинчен те тăраймарĕ, сывă чавси çине çеç кăшт çĕкленчĕ...

Райкомолран килнĕ хĕр пĕчĕк сăмах каларĕ. Пĕтĕм ха-лăх паттăрлăхĕ, килес телейлĕ пурнăç çинчен... Унтан вăл Укахви кăкри çине медаль тирсе ячĕ. Медалĕ çине «1941 — 1945 çулсенче Отечествăллă аслă вăрçă вăхăтĕнче хас-тарлă ĕçленĕшĕн» тесе çырнă.

— Мĕнпе тав тума пĕлем-ши ĕнтĕ?

Çапла çеç тав тума пултарчĕ Укахви хăйне манман çĕр-шыва.

 

* * *

Паян Укахви патне колхоз председателĕ Тарье кĕрсе тухрĕ.

— Ну, Укахви,— терĕ вăл.— Часрах ура çине тăркала

Паян Укахви патне колхоз председателĕ Тарье кĕрсе тухрĕ.

— Ну, Укахви,— терĕ вăл.— Часрах ура çине тăркала та — санаторие каятăн. Кăнтăра. Железноводск хулине. Ак сана путевка.

Тарье çак путевка мĕнле тертпе тупăнни çинчен çеç пĕр сăмах та шарламарĕ. Райбольницăри тухтăрсемпе те, рай-комрисемпе те харкашса пăхрĕ вăл, юлашкинчен, сывлăх министрĕ патне çитрĕ. Пур çĕрте те: «Ура çине тăрайман çынна санатори йышăнмасть»,— терĕç ăна. Ахальтен мар Тарьене вăрçă вăхăтĕнче председателе лартнă çав: нимĕн-ле йывăрлăх умĕнче те пуçа пĕкмен вăл... Акă ĕнтĕ путев-ка ун аллинче.

— Тепĕр пилĕк кунтан тухса та каяс пулать, Укахви.

— Ах, Тарье инке,— терĕ Укахви.— Чуна татса па-рăттăм сана — сахал пулĕ... Анчах каяйăп-ши? Пĕр чĕр вăй та çук-çке.

— Унччен ура çине тăмалăх та пулин йăл илесчĕ,— терĕ Тарье.— Апатне лайăхрах çи, тухтăрсен сăмахĕнчен ан ирт, кулянса ăш-чике ан пĕтер. Уйăх çурă хушшинче чиперех сыватаççĕ. Кавказ тăвĕсем çинче ту качаки пек выляса çӳрĕн ак...

Укахви кăмăлĕ çĕкленсе юлчĕ.

 

* * *

Çакăн хыççăн тепĕр виçĕ кунтан Укахви йăмăкĕ аппă-шĕн сывлăшĕ кĕскелнине асăрхарĕ те амăшне çакăн пек хыпар пĕлтерчĕ:

— Больницăра Укахвин аллине татмалла тенĕ тет... Укахви таттарман...

Амăшĕ лăчăрăнса анчĕ. Çăвар та уçаймарĕ. Самантран тин вăл Анютăна тухтăр патне чуптарчĕ.

— Пуçне çеç çăласчĕ... Аллине те... татăр — татмаллах пулсан,— терĕ вăл тухтăр килсен.

Тухтăр, яланхи пекех, укол турĕ те çапла çеç каласа хăварчĕ:

— Аллине татма кирлĕ мар. Чир чĕрре кĕнĕ.

Çав каçхине вара Укахви ним вăранмасăрах çывăрчĕ. Канлĕн çывăрчĕ... Питĕ илемлĕ тĕлĕк курчĕ. Вăл, Укахви, кăнтăрта пек. Çӳллĕ тусене ыталаса илнĕ çемçе пĕлĕтсем ăшĕнче çӳрет пек. Коля Укахвие качча илет пек те — Укахви, хĕр япали валли, шурă тӳшек пичĕ ăшне çав çем-çе пĕлĕтсенчен тӳшек чыхать пек...

 

* * *

Çак çĕр йывăр тăм ӳкрĕ те, ирхине пĕтĕм йăмра çул-çисем хура-су сăнлă курăнса ларчĕç.

Çак ирхине Укахви пĕр çăмарта çирĕ, сĕт ĕçрĕ. Кăнтăр тĕлĕнче вăл сасартăк сывă чавси çине çĕкленсе пуçне тăратрĕ.

Куçĕсем унăн ялкăшса та чăл-чал пăхрĕç. Пур япала: çинче те темскер шыранă пек вăрахчен чарăнса тăчĕç.

— Ан-нюта... час килет-ши?..

Ку сасăран амăшĕ хăраса кайрĕ.

— Йывăр туятăн-им, хĕрĕм?..

— Çук!—терĕ Укахви темĕнле тарăхнă пек сасăпа.— Çăмăл! Кил хушшине тухса курасчĕ!

Хĕрĕ хăй çине темĕнле саланса кайнă куçпа хĕвеле хи-рĕç пăхнă пек пăхнине асăрхарĕ карчăк.

— Ытах тухмалла пулсан... алкум вĕçне çавăтса ту-хам эппин. Тăраятăн-и уру çине? Аллупа мăйран тыт-ха çапла...

...Тулта пĕр йытă ӳлесе вĕретчĕ. Карлăк çине лартнă чăп тулли витрери шыва çил килсе пĕрĕхтерет. Картлашка умĕнче — те краççын тăкăннă вара — çывăхран карталан-нă уйăх карти пек çаврашка сарăлса тăрать. Çан-çурăма авăн уйăх вĕçĕн сивĕ çилĕ хыпашласа каять. Вăхăтсăр татăлнă симĕс улмуççи çулçисем, салтаксем пек, сасартăк сиксе тăраççĕ те пĕр ăстрăм сапаланса хăвăрт-хăвăрт чупса каяççĕ, унтан лапах çĕре тăсăлса выртаççĕ, каллех; тăрса чупаççĕ.

Пахчара—кая юлса çурăлнă хĕвел çаврăнăш хĕвеле хирĕç чĕвенсе, чĕчĕ ĕмекен пăру пек малалла сике-сике-илет, тытамак тытнă пек каçăхса кайса тапкалашма ты-тăнать, хыçаланать, е шăнса кӳтнинчен ăшăнас тенĕ майлă,. çулçисене, çын аллисем пек, хире-хирĕç сăтăрать. Пĕри; тата—Укахви пек — тэйăлать, тӳнет, пуçне ниепле те тытаймасть.

Ял сăрчĕн хăрах çыранне кураксем пырса ларчĕç; ун-тан сывлăша çĕкленчĕç те — мĕлкисем те сăрт аяккипе-вĕçнĕ май — курак ушкăнĕ сасартăках икĕ хут йышланнă, пек курăнчĕ.

Çил ачисем малтан çӳлте йĕрмешетчĕç, халĕ аяларах: анчĕç, пӳрт кĕтессинчен çакланса шăхăрса тăчĕç.

Укахви мĕн пур çак сăнсем çине нихçан курмасла тĕм--сĕлсе пăхрĕ.

— Мана хĕреслĕ саппун çактарăр,— терĕ вăл сасар-тăк.— Патис тутăр çыхтарăр, хура ура сырса ярăр...

— Ах, Укахви! Чипер пупле-ха! Халĕ пурăнма та ты-тăнман-иç. Ара... Ыран санаторие каятăн-иç, çул çине-шăрттан та хатĕрлерĕм.

Укахви, малтан тăнпах калаçнăскер, урăх чĕнмерĕ, ку-çĕ çеç ялкăшрĕ. Чĕлхи çĕтрĕ.

Амăшĕ хĕрне аран-аран пӳрте кĕртсе вырттарчĕ. Уках-ви хăййăн çаврăнса ӳкрĕ те — сасартăк чĕлхи уçăлчĕ. Хĕр кĕтмен çĕртен хытă юрласа ячĕ:

Çӳлте кулюкка вĕçнĕ чух

Кунĕ пулчĕ тĕтреллĕ.

Амăшĕ хăраса хытса кайрĕ, вырăн умне ярса пусрĕ.

— Укахви... Мĕн... аптрарăн-им?..

Хĕр илтмерĕ, тата хытăрах юрла пуçларĕ.

— Ах, Укахви, хĕрĕм... Епле-ха, ара, капла... Эс юрлакан марччĕ-çке нихçан та...

Укахви илтмерĕ, ун сасси ăвăнса-ăвăнсах пычĕ. Урампа иртсе пыракан кӳршĕсем те, Укахви юррине уйăрса, «Сывалнă-им ку?» текелесе вĕсем патне çул тытрĕç.

Пӳртре çаплах-ха шалалла-шалалла кайса пыракан юрă янăрарĕ:

Эпир ӳссе çитнĕ чух Самани пулчĕ пит тертлĕ...

Унтан хĕрĕн пырĕнче тем хăйăлтатса илчĕ те, çав вăрăммăн хăйăлтатнинче — яла таврăнакан кĕтӳ сасси, вĕçленмен кĕвĕ çаврăмĕ, кайăк юррисем илтĕнсе кайнă пек туйăнчĕ...

 

13

Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан

Хурăнĕ тăрăх сухăр юхать.

Халăх юрринчен

 

Çулла. Кун таврăннă çеç-ха.

Хĕвел, уяра пулас, кăшт тĕтреленет, çапах та витерсе пăхать.

Пĕр салтак мăн çул çинчен пăрăнса вăрман хĕррипе пĕчĕк ял еннелле утрĕ. Салтак çамрăк-ха. Янахĕ-пичĕ те— пуса каччилле — сухалсăр, мăйăхсăр. Кĕлетки яшт кăна. Çийĕнче — салтак тумĕ: погонлă гимнастерка, галифе, атă, хулпуççи урлă шинель уртнă, çурăм хыçĕнче кутамкка.

Салтак вăраххăн çеç «шухăш уттипе» утать.

Ку вăл — Коля...

Унăн — хăйĕн кун-çулĕ, хуйхи-суйхи... Çамрăклах çара кайнă. Вара çапăçусем. Унтан тăшман ункинче. Кайран партизанра. Кун хыççăн тыткăнри асапсем. Юлашкин-чен — çĕнтерӳ хыççăн — ирĕк. Анчах вĕсене йăпăр-япăрах киле ямарĕç. Кăçал тин акă Хĕрле Çăлтăр орденĕ парсах ăсатрĕç...

...Акă ĕнтĕ тӳперен утă уйăхĕн хĕвелĕ шăратса пăхать.

Умра çуралнă ем, тăван ен. Хĕвелĕ те ăшăрах кунта„ çилĕ те çепĕçрех, ачашрах.

Кунсăр пуçне тата кашни çыр-варăн ачалăхпа çыхăннă темĕнле кĕвви-çемми пур. Çапла, кĕвви-çемми!.. Кашни çыр-вартах çавна илтме пулать. Сасăпа янранине мар, хăл-хапа мар — чунпа, чун сисĕмĕпе илтетĕн, туятăн...

Кашни кукăр, тӳпем, лапам, уй-улăх, ĕшне-ката те-мĕнле хăйне çеç тивĕçлĕ, ăна курсан çеç, çак тĕлте çеç хускалакан ыттисенчен уйрăм туйăм вăратать чун-чĕрере.

Хăватлăн туйăнать çут тĕнче, ав çав сăрт çине пăхсан; е çав ял çумĕнчи пĕчĕк вăрман лаптăкне илсен... аваллăх аса килет. Асран кайми аки-сухи. Вăрăм сухаллă, йӳле пилĕклĕ, пир шăлаварлă, шур ураллă чăвашсем...

Акă вăрман касăкнелле майĕпен тайлăмланса чăмакан вар хушши.

Лапамра — тин туса лартнă шултра та çӳллĕ утă ку-писем, пусăрăнма та ĕлкĕрейменскерсем. Çĕр çийĕн тыл-лапуççисене çапăнса, сиккелесе пĕччен кайăк мĕлки шу-са иртет.

Çак вырăнăн та хăйĕн кĕвви-çемми пур, чуна эрлĕклĕн тыткăнласа илекенскер.

Ку таранччен çак таврара пулнă мĕн пур иртнĕ çам-рăклăх, иртнĕ юрату — кам вĕсемпе хăй вăхăтĕнче килен-се юлман — йăлтах çакăнта вĕçсе килнĕ те кунта пурă-нать пек туйăнать. Кольăн сарăлса çитеймен юратăвĕ те çакăнтах пек. Мĕн пур вĕçленеймен юрă, çитмен ĕмĕт — çакăнта çӳрет пек.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: