Уках хурăнĕ


Сăн-пуçĕпе те кĕлеткипе вăл — çамрăкла çĕмĕрĕлмесĕр, пур енчен те çителĕклĕ пурнăçпа пурăнса, савăнса-кулса ӳснĕ пулсан таврипе паллă хӳхĕм хĕрех пулма пултарнă. Пĕвĕ те, тен, вăрăмрах кайĕччĕ-и, халĕ вăл — вăтам пӳллĕ хĕр. Самай ӳснĕ тапхăрта тутлăхлă апат-çимĕçпе пурăннă пулсан пилĕкĕ çинçерех пулатчĕ-тĕр. Тарпа касăлмин те,— пичĕ тĕксĕмленместчĕ пуль, алли хытмастчĕ.

Хитре хĕр пулатчĕ Укахви.

Халĕ вăл пит тĕселлех мар — пĕрре пăхса асăрхамăр та-и?

Тата вăрçă вĕренме чăрмантарман пулсан Укахви ин-женер та, врач та, кирек кам та пулма пултарнă.

Мĕнле пулсан та ĕнтĕ вăл çĕр çинчех пурăнать,— шу-хăшлать, ĕмĕтленет, чунĕпе çунать.

Ун чух ачаччĕ-ха... Пĕр тăваттăсенче пулнă ахăр.

Укахви пӳрте чупса кĕчĕ те амăшĕнчен çапла ыйтрĕ:

— Анне, эпĕ Укахви иккенне чи-чи малтан эсĕ ăçтан пĕлтĕн, э?..

Амăшĕ кулса ячĕ те çапла каларĕ:

— Укахви пулмасăр кам-ха эсĕ? Куçу та хăмăр, çӳ-çӳ те...

— Хĕветлин те хăмăр,— терĕ Укахви, унтан çапла ка-ларĕ.— Çук, эпĕ Укахви мар,— Натали. Эп çитĕнсен На-тали пек пулатăп.

— Халь тин Натали пулаймăн çав,— терĕ амăшĕ.— Укахвиех ĕнтĕ.

Хĕр ача çаннине куç патне çĕклесе тытрĕ те макăрса ячĕ.

— Апла эп Уках аппа пек пулатăп ĕнтĕ,— каларĕ хĕр ача куççуль витĕр.

— Уках питĕ ĕçченччĕ вăл,— терĕ амăшĕ.— Еçпех лу-тăрканчĕ пуль...

«Уках аппа» текенни урам урлă пурăнакан хĕне кайнă хĕрччĕ, иккĕмĕш çул килтен ниçта тухаймасăр выртатчĕ.

Укахви вара çакăнтан пуçласа «Уках аппа» патне çӳ-реме вĕренчĕ; урама выляма тухсан та тӳрех çавăнта кĕрсе каять: ăна шыв пырса парать-мĕн, хăш чух килтен те çăкăр йăтса каять. «Уках аппа» та пĕчĕк Укахвисĕр тунсăхла пуçланă, кунсеренех ăна хăй патне чĕннĕ, хурлă юрăсем юрласа панă...

Укахви амăшĕ ак çакна хĕрĕ чире кайсан аса илчĕ. Эрне каялла çум çумлама кайрĕ те Укахви — ана çинчех хуçăлса анчĕ тет.

Акă ĕнтĕ Укахви пĕр эрне килтех... Çĕрĕпех хулне тытса шалттин! шалттин! утать пӳртре. Савăнăç симĕ па-чах çук. Килти ĕçехушма та аптравлă. «Шыв кӳрсе кил-ха» тетĕн те чипер таса чух — çăмăл шăм-шаклăскер йăпăр-япăр чупса кайса килет: мĕнле пĕр тумлам тăкмасăр чăп тулли витре киле çитернинчен çеç тĕлĕнсе тăратăн...

Амăшне çапла шухăш пуснă вăхăтра ĕне çитерме кайнă

Укахви пӳрте кĕчĕ. Хул хушшине хăй пĕрре çăмарта пĕ- çермелĕх тип шанкă хĕстернĕ. Таз пысăкăш пĕр çап-çамрăк хурама кăмпи йăтнă: хăех виç яшка пулать.

Тутрине вăл янах айĕнчен çавăрса хыçалалла çыхнă, икĕ пит çăмарти тĕлĕнчен икĕ хутлам тунă, çамка тĕлĕн-чен — кĕтес. Хĕреслĕ саппун аркине хăрах кĕтессинчен пилĕк пиççи хушшине тавăрса хĕстернĕ. Сулахай аллине куклек йывăç авмашки пек хытарса чĕре ани тĕлне тытнă.

Калаçасса ĕнтĕ вăл сайра калаçать.

— Больницине тепре каймаллаччĕ, хĕрĕм,— терĕ амă-шĕ.— Айăм-айăм темесен ая минтер хумĕç теççĕ ав.

— Ытлашши ан хăврăл-ха, анне,— тавăрчĕ Укахви.— Иртсе кайĕ-ха. Ахаль те кайсах тăратăп-çке. Эрнере пĕрре укола çӳреме хушаççĕ...

— Хăш чух çав чăваш эмелĕсемех сиплĕ пулаканччĕ. Анни инкӳ йӳç шыв тума ăстаçă та... Укçине те шăнкăрт-тăм кăларса парăттăм. Вучах пăхкала-ха эппин, кайса килем йăпăрт.

Вучахра çулăм тĕлĕ-тĕл тăвать.

Тĕрлĕ ырă мар шухăш явăçать пуçа.

Каймаллах-ши вара больницăна? Эрне каяллах пыма хушнăччĕ вĕсем. Татмалла... Пĕр кун та тăхтама юрамасть терĕç...

Çук, çук! Пуçăмпа пĕтĕпин пĕтем,— алăсăр юлас мар! Тем тусан та!..

Укахви вучах умне ларса сывă аллипе çӳç турарĕ. Те мунчара тăкăскă, хытă шыв пулчĕ — çӳç те уçăлмасть, тата çуç тунисем ыратаççĕ.

Укахви хĕрсе çунакан вучах умĕнче ăшша пиçрĕ те кантăк умне пычĕ, вара пĕр тапхăр урамалла пăхса тăчĕ.

Урамра шап-шур сысна çурисем хырăм выçнипе çĕ-хĕрсе-нăйкăшса амăшне çул варринчех тĕртсе ӳкерчĕç.

Аякра икĕ хутлă асамат кĕперри çĕкленчĕ. Аялти, пĕ-чĕкки, яртах уçăмлă, çӳлти — шупкарах та — хăвăртах ирĕлсе çухалчĕ, унтан тепри те хăрах вĕçĕнчен такам ĕмсе янă пек пĕтсе пычĕ.

Эй, Коля!.. Курайĕ-ши ăна Укахви?..

Мĕн тăвас-ха ăна курса тек? Çыру çырмалла-ши? Мĕн çырма пĕлес ун патне?

...Сисмен хутран алă туртса ыратса килчĕ те, темиçе вĕçленмен шухăш пĕр-пĕринпе çапăнса, хĕвĕшсе пĕр сă-махпа тухрĕ:

— А-ах!

Анчах шăппăн çеç, çын çук чух йынăшать Укахви.

Укахви пĕр курка сив шыв ăсса чавси çине ячĕ. Шыв янă самантрах пĕр авăка алă ыратма чарăнчĕ пек, анчах тепĕртакран малтанхинчен те ытларах ыратса килчĕ.

 

* * *

Йӳтетмĕш чир иртме мар, аталансах пычĕ, вăл ĕнтĕ куçăхас еннех кайрĕ — хĕр ăна никама та кăтартмасть...

Пĕр эрне вăл больницăра выртрĕ. Анчах унта выртасси тата хĕнтерех пек туйăнчĕ, çавăнпа Укахви хăйне киле яма ыйтрĕ. Врачсем хирĕçлемерĕç, виçĕ-тăватă кунта пĕрре хăй-сем пыра-пыра пăхма пулчĕç.

Паян кăнтăрла Матĕрне карчăк писмен илме килсе пă-тăр-патăр калаçса кайрĕ.

— Тĕлĕк тĕлленнĕ,— терĕ вăл, текерлĕк чĕппи пек шăп-пăн кĕрсе тăнăскер.— Сирĕн пахчара улмуççи пур пек. Уй, унччен те пулмарĕ, çавна касрĕç те шурă çурт туса ларт-рĕç... Темĕнччен шухăшласа выртрăм вăрансан. Ку,— те-тĕп,— Укахви пирки мар-и... Шурă çурт — тупăк тетчĕç те...

Укахви амăшĕ, лара-тăра пĕлмесĕр утаканскер:

— Ах, кин,— терĕ,— ытла йывăр ан кала-ха. Эсĕ, лăгь лантарас вырăнне, хуçсах хăваратăн... Ма намăс мар сана ват пуçупа çапла калаçма?

...Ыр çын килет, усă тăвать... Çав кăптăрмăш карчăк та-тах пăсса хăварчĕ кăмăла. Каласа парасчĕ мĕн те пулин ăш сĕрсе кулмалли, чун уçăлса кайĕччĕ.

Матĕрне карчăк тухса кайсан кӳршĕ ялĕнчи фельдшер, районти врачсем хушнипе виçĕ кунта пĕрре Укахви патне çӳрекенскер, укол тума килчĕ.

 

10

Мăн улăхри утине

Пĕр-ик паккус çулăттăм...

Халăх юрринчен

 

Утă вăхăчĕ... Çак вăхăт колхозниксемшĕн уявпа танах. Утă çулма пурте, вăййа тухнă пек, таса тумланса каяççĕ. Никам та килте лармасть.

Çынсем улăх сулхăнĕпе, сывлăш уççипе киленеççĕ. Канма ларсан — çырла çиеççĕ; хĕрсем улăхран пуç кăшăлĕ, чечек çыххи туса таврăнаççĕ...

Кам килте чăтса лартăр çак вăхăтра?

Анчах ялта пĕр вун тăххăрти хĕр пĕчченех килте ла-рать...

...Çумăр хĕвелĕ çунтарса пăхать.

Тин çеç çăкăр пĕçерсе кăларнă пӳртре, алăкне яри уçнă яулин те, пăчă. Чуна тăвăр. Çенĕкре те вĕри. Çенĕк сĕмне мачча-пĕрене хушăкĕсем витĕр кĕнĕ хĕвел пайăркисем, ылтăн пир каркăçсем пек, хутлăн-хутлăн касса каяççĕ, пĕчĕк шăтăксенчен те çенĕке ылтăн туясем тăрăнтара-тă-рăнтара хунă тейĕн.

Пӳрт çине витнĕ хĕç тимĕр, вĕриленсе кайнăскер, ним сăлтавсăрах чăнк-чанк туса илет. Е çак сасăпа шуйханнă 'Сăпса хăйĕн мачча кашти çумне çыпăçтарнă йăвинчен вĕçсе тухса нăйлатса çӳрет.

Çенĕке те вĕри çăкăр шăрши тухнă. Тата сухăр вĕлтĕ-рен шăрши пур.

Тулта ĕнтĕ, паллах, ырă...

Анчах Укахвин хулти сурансăр пуçне кăкăр айĕнче те, пилĕк тĕлнерех те пӳр туртать. Урасем тăртанса шыçа пуçларĕç.

Тăрасчĕ те чупасчĕ халь улăха çава йăтса! Тепре çеç, 'Ольгăпа, Хĕветлипе юнашар тăрса, тупăшса утă çуласчĕ!

Хăçанччĕ-ха, «Сан аллу çăмăл, эс пуçăнсан ĕç уçă пы-рать» тесе Укахвие карчăксем ĕç çине тухсан çурла хыв-таратчĕç?..

Укахви асăрханса ура çине тăчĕ. Сак хĕррипе тытка-ласа утсан урасем кăшт хĕрчĕç. Вăл вара тытмасăрах лӳртре иккĕ утса çаврăнчĕ. Итлесе тăчĕ.

Çĕве юхтарма çакнă тăпăрчă хутаççинчен çĕве шывĕ шетнике тумлани çеç илтĕнет. Тата кас-кас кантăк умĕнчи йăмра кăшăл-л та кăшăл-л! туса сас парать.

Укахви çенĕкрен тухрĕ те пусма картлашки çине ларчĕ.

Пуçра урăм-сурăм шухăш арпашрĕ.

Çӳлте пĕлĕт шамалса-шăмарса килчĕ. Аякра çиçĕм хĕ-ресленсе çиçет те хуçăлса тăкăнать...

Кĕтӳ ансан Укахви выльăхсене кил хушшине уçса кĕртрĕ.

«Чир уçăлать,— терĕ вăл ĕçрен таврăннă амăшĕпе йă-тмăкне.— Çăмăлрах пек...»

Каçхине вăл самай вăхăт чӳрече умĕнче хура кантăк çине пăхса ларчĕ. Кантăк çине, хăйă çутине кура, темĕн чухлĕ каçхи кăпшанкă ларса тулчĕ. Лĕпĕшсем те, темĕнле вĕтĕ кайăксем те лăкă-лăках унта. Вĕсем хĕвĕшсе вĕçĕмсĕр куçаççĕ, пĕр-пĕрин урлă сикеççĕ.

Укахви амăшĕпе йăмăке çывăрса кайсан чавса çинчи -арасланса тăракан суранне тупăрчăк хурса çыхрĕ.

Темĕнле ыйхă килсен те çывăрса кайма çук. Укахви тӳшекĕ çинче пĕр кушак çеç чăмăртанса çывăрать. Тăват-пилĕк кун ĕнтĕ хăйă та сӳнтермен.

Сисĕм тымарĕсем хушшăн-хушшăн тăвăнса çитсе ыра-тăва пачах туйми пулаççĕ. Кун пек чух Укахви пит-куçĕ те çутăрах курăнчĕ, куçĕ пĕрре пĕчĕк япала çинчен шутланă чухнехи пек хĕсĕнчĕ, унтан тем пысăккине аса илнĕ майлă — чарăлчĕ, шывланчĕ. Унăн халĕ, икĕ çул каяллахи пек, вăрман витĕр хирелле утас килсе кайрĕ.

Тепре çеç утса çаврăнасчĕ тăван тавралăхпа!

Укахви хуллен ура çине тăчĕ те пĕчĕк пиншакне уртса ячĕ, калуш тăхăнчĕ, мăн тутăр çыхрĕ.

— Аçта каян ара чирлĕ пуçупа çĕр хута?..

Куна амăш каларĕ. «Эп часах кĕретĕп»,— терĕ Укахви, кил хушшине тухрĕ. Тул çутăлать иккен.

Тулта кăштах тăрсан ял хуралçин паçăр илтĕнекен шакăрча сасси те йăнчĕ. Тӳпене шурăмпуç çăлтăрĕ çеç тăрса юлчĕ. Çĕр çинче — пĕлĕт йăтăнса аннă пек — шурă тĕтре выртать. Çурт çуначĕсенчен тата шулап тăрăх тĕтре тумламĕсем пăт-пат ӳккелеççĕ. Пите уççăн лăс çапать...

Ялта никам та вăранман-ха, пĕр хĕр çеç шăлне çыртса, кипкери ачана ал çинче сиктерсе çывратнă пек сулланса кил хушшинчи нӳрĕ каска çинче ларать...

...Çак кун районти врач хăй килчĕ те Укахвин малтанхи чирĕ çумне тата тепĕр чир хушăннине палăртрĕ. Ку чирсем йăлтах тахçан шăннинчен пухăнса пынă иккен.

 

11

Кĕтĕм вăрмана...

Тухрăм çаврăнса —

Юлчĕ тайăлса...

Халăх юрринчен

 

Укахви паян, ир енне çеç çывăрса кайнăскер, вырăс апачĕ тĕлнелле вăранчĕ те хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ! «Мĕнле ку таранччен çывăрнă-ха?»

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: