Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемУтартаХусанХĕрес хывнă хĕвелКуçа-куçăнҪавраҫил

Пит хурлăхлă тесе


Ман юррăмсем пит хурлăхлă тесе

Эсир мана час-час калатăр.

Юрла телей çинчен, юрла, тесе

Чун-чĕрене пăлхантаратăр.

 

Улăштармастăп эпĕ хам кĕвве,

Палачсене питлетĕп юрăра.

Терт-асапа çыхатăп пĕр тĕвве,

Переп те путаратăп талайра.

 

Чухăнсен юрри пĕр саслăн тĕнчере

Хаяр çил-тăвăл пек янратăр.

Çак юрă упранать ман чĕрере,

Ăна тăван манпа пĕрле юрлатăр.

«Чăвашсемĕрĕн хăвачĕн пĕрчи пулнă май...»


Чăвашсемĕрĕн хăвачĕн пĕрчи пулнă май

Пĕрчĕрен купаланнă, чăмăртаннă ай.

Алла алă пулăшсассăн вăй кĕрет самай,

Вăтанса та хăраса пăрăнса ан кай.

Вашават утса пымашкăн — илт! — чĕнет палнай.

«Сава саратнă сак çине...»


К.В.Иванова асăнни

 

Сава саратнă сак çине

Пĕрле ларса,

Сĕтел тулли ĕçме-çиме

Ырра парса,

Кĕçтук çинчен тантăшĕпе

Чун туличчен

Калаçрăмăр каç тăрщшĕпе

Ир пуличчен...

Вунпилĕк сыпăклă «Нарспин»

Пĕр пайĕ çук.

Тупайăп-ши ăна халь тин,

Кĕркор мучук?

 

1970, авăн 2.

Слакпуç, Глуховская станцийĕ.

Хĕрарăм алли


Чӳрече каррисем чăлт-шурă. Кашни кантăкĕнчен урамалла ытарайми хитре чечек куçĕсем йăлкăшса пăхаççĕ. Чĕкеç йăви пек çавăрнă çак кервен кил-çуртра таса та типтерлĕ çынсем пурăннине таçтанах сисетĕн. Шала кĕрсе курма чун туртать. Чечек пур çĕрте пылĕ те пур, тенĕ ваттисем. Чухламалла-ха, ку сăмаха ытарлăрах каланă ĕнтĕ. Кашни çыннăн, хăйне кура телейĕ, хăйне кура — хуйхи-суйхи...

Кĕтерук аппа киле паян темшĕн питĕ тĕксĕм сăн-питлĕ таврăнчĕ. Сĕтел хушшинче урок вĕренсе ларакан Виктăр çакна çийĕнчех асăрхарĕ. Çавăн пек ĕнтĕ ашшĕсĕр ӳснĕ ывăл чĕри... Ытлашширех те сисĕмлĕ барометр темелле-и ăна, мĕн-и?!. Амăшĕ кăшт ассăн сывланине те туххăмрах туйса илет. Этем чĕринче куçа курăнман хĕлĕхсем пур-мĕн, Виктăрăн вĕсем уйрăмах çинçе, уйрăмах черченкĕ пулас.

Кĕтерук упăшкин амăшĕ — Униççе кинеми, «нихăш тухтăр та чухлайман» чирпе аптраканскер, пуçне алшăллипе кăшăлланă та кăмака çумĕнчи тăрăхла сак çинче ахлаткаласа-тĕлĕрсе выртать. Кинĕ алăкран кĕнине илтрĕ-ха вăл, анчах куçне уçса пăхмарĕ.

Каç пулса килнĕ вăхăт. Анакан хĕвелĕн юлашки йăмăх пайăрки сулахай стена çине чалăшшăн ӳкет. Чуна салхулатакан çутă.

Малалла

«Сивĕсем пыраççĕ хавшаса...»


Сивĕсем пыраççĕ хавшаса,

Сар Хĕвел утсассăн тăрăшса.

Сар хăват саланĕ сарăлса,

Сар кунсем тăрсассăн ăшăнса.

 

Сар этемĕн чĕрери палнай

Кĕввине вылятĕ хумханса.

Сар Çĕршывăн пултăр çирĕп ай

Сар Хĕвел ăшшийĕ сарăнса.

 

Пит çинче йăл! кулĕ пайăрки,

Савăнтарĕ: пушă мар сăпки.

Сар Хĕвелĕн пайăрки — ялав,

Хумханать ун ăшшипе хунав.

«Тĕлкĕшекен кăвайт çинче...»


Тĕлкĕшекен кăвайт çинче

Кăвак хĕлхем,

Шашлык патакĕ вĕçĕнче

Кăра чĕрем.

 

Илсе перес-и-ха, эчче,

Кăшт аякка.

Таçти çĕре чĕнет инçет...

Тухса каям!

«Таçта пур Кӳршĕхир...»


Чăвашла пĕлекен Уçă Куç Халиле

 

Таçта пур Кӳршĕхир,

Таçта пур Кăчкисар,

Çук, илĕртмест мана

Олту, Хурахисар...

 

Пулса курасчĕ ман

Туркутлă ялĕнче,

Анчах унта çитме

Мана ытла инçе...

 

Пулсаттăм пĕринче

Турпаслă ялĕнче.

Ытлах та пысăк мар

Иккен пирĕн тĕнче!

 

Пулса курасчĕ ман

Сăрт-туллă Ван енче,

Анчах унта çитме

Мана ытла инçе,

 

Инçи инçе пулин!

Ман шухăш çав енчех:

Рифкат-Халил-Метин

Ман асăм тĕпĕнчех!

 

Вĕсем калаçнине

Итлетĕп те темччен,

Чăваш пĕтмессине

Шанатăп виличчен...

 

1997, çу. 26.

Ататюрк Йелилькей, ТУ-154 яраплан.

Кĕтӳç


Хура вăрман варринче

Шурă çăка пӳртĕнче

Тĕлĕнтермĕш пурăнать.

Те лаша вăл, те тиха

Вĕçет ăмăрткайăкла.

 

Тӳпере çунат сарать,

Урипе çĕре чавать,

Хушăран чĕвен тăрать.

Питĕ сăнсар та хăрушă,

Вĕçкелет çĕрле пĕр хушă.

 

Уйăх тухнă-тухманах

Вĕçтерет вăл уялла.

Çунатне хăй саркалать,

Тӳпенелле кармашать,

Инçетренех курăнать.

 

Питĕ кутăн ку тиха —

Çиçет куçĕ шурăпа.

тӳпене вăл улăхсан

Аслати янрать ялан,

Чĕтренет çĕр таврара.

 

Асар-писер çил-тăман

Пуçланать те йăмрана

Авать, хуçать, турткалать,

Мăнтарана хавшатать.

Çапах мĕскĕн парăнмасть.

 

Пӳрт тăррине тапратать,

Сехремĕре хăпартать!

Ǎйăр вĕçнĕ вăхăтра

Тĕнче курать хур, нуша.

Мĕн тумалла, тупата?

 

Тахçан авал çак лаша

Çамрăк каччах пулнă-ха!

Ваçук ятлă сар ача

Пурăннă тăван ялта.

Пулнă вăл ĕçре малта.

 

Ǎсла, тăнлă та ĕçчен,

Малалла

Манăн пĕрремĕш чечек


Сашук вăраннă чух амăшĕ чечек лартаччĕ.

— Кил, чечек лартар иккĕн, — терĕ амăшĕ Сашука, — санпа пĕрле лартсан, сан пекех çирĕп те патвар ӳсĕ ку чечек, — тесе калаçса ĕçлереç вĕсем.

Саша хăй лартнă чечеке пăхсах тăчĕ, ăна вăл шăварчĕ, тăприне кăпкалатсах тăчĕ.

Унтанпа вăхăт аванах иртрĕ. Пĕррехинче амăшĕпе ывăлĕ уçăлма тухрĕç. Урамра — хĕлле. Кӳлĕ хĕрринче йывăçсем ыйха путнă. Юр ахахĕ илемлетнĕ вĕсене. «Ытла та илемлĕ лараççĕ йывăçсем, пас тытнă вĕт вĕсене» — терĕ ача.

Тин çеç лайăх çанталăкчĕ, акă çурçĕртен хаяр çил вĕре пуçларĕ. Унтан асар-писер тăманĕ те вĕçтере пуçларĕ. Урамри йывăçсен тураттисене силле-силле ывăтрĕ. «Атя килелле, пирĕн чӳрече уçă-çке» — аса илчĕ амăшĕ. Пӳлĕме уçăлтарас тесе чӳречене уçă хăварнă пулнă. Усал çилĕ пирĕн пӳрте те çитнĕ. Эпир лартнă чечек те пуçне уснă.

Тепĕр кунне Саша урамра выртакан пĕр патакка илсе кĕчĕ те чечек çумне тăрăнтарса хучĕ. Аманнă чечеке тĕревлесе çыхрĕ. Пирĕн чечек аптрамарĕ, халĕ те ӳсет. Анчах, пĕччен мар!

— Анне! — кăшкăрса ячĕ Сашук, пĕрре çапла чечек шăварнă чух — Аннеçĕм, ман патак çулçă кăларнă!

Малалла

Чечексем


Чечексем садра санпа тунсăхланаççĕ,

Хӳхĕм кĕввипе ташланă май.

Шухăшсем сана савасшăн çуралаççĕ,

Туйăм хавасне çураçнă май.

 

Чечексем хĕмленнĕ ĕмĕте ырласшăн,

Тунсăх кĕввине çепĕçлетсе,

Савакан чуна чĕнсе савăнтарасшăн,

Шухăш тĕслĕхне илем чĕртсе.

 

Чечексем парнелĕх саншăн пулайсассăн

Тăхтасам, васкавлăн шутлама,

Чечексем савса сан куçунтан пăхсассăн

Шăпуна пулатчĕ сăнама.

■ Страницăсем: 1... 199 200 201 202 203 204 205 206 207 ... 796