Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
(Виççĕлет)
Шырав та чăрсăрлăх, хаваслăх
Тĕксĕм кунсен сĕмне касать,
Чунра çил-тăвăл пек асать,
Шырав та чăрсăрлăх, хаваслăх
Черчен тасалăхне сапать.
Пурах, пурах умра пуласлăх!
Шырав та чăрсăрлăх, хаваслăх
Тĕксĕм кунсен тĕсне касать.
1995, раштав, 10.
Ирех çӳретĕп пĕр-пĕччен,
Ят-сумсăр туртăм...
Стерле хули урамĕнче
Тирек те хурăн.
Çак йывăçсен ытамĕнче
Чуна кăшт кăтăш.
Стерле хули урамĕнче
Тирек те чăрăш.
Тĕтре нумай хула çинче,
Вĕçет пек хăрăм.
Вĕçсен вĕçин! Стерле енче
Ункайлă вырăн.
Хурăнсарсен ик енĕпе
Тирек те чăрăш...
Хура çилсен тусанĕпе
Ан витĕн. Тăрăш!
1995, раштав, 1.
Çул иртнĕçем вăраххăнрах утатăн,
Чупас килсен те вылянмасть ура.
Килĕшмеллех пулать, туссем, эп — ватă,
Пенси параççĕ ватлăха кура.
Каç еннелле катрам-катрăм тухаççĕ
Тĕссĕрленсе тăрлавсăр пĕлĕтсем,
Кам вăл савăнтарĕ — пурнăç каçĕ?
Хăвах туятăн вăхăт иртнĕçем.
Мухтанмалли те пулнă...
Халь — чĕнместĕн.
Хура тĕспе сăрланнă пирĕн çул
Телей тени курăнасса кĕтместĕн.
Ах, ватлăхăм, тархасшăн çирĕп пул.
Юпа, 18, 1991.
Кăнтăрла иртсен çанталăк сасартăках пăсăлчĕ. Таçтан амакран, Катек вăрманĕ хыçĕнчен-и, мĕн-и, тĕксĕм хура пĕлĕт капланса хăпарчĕ те, урлă-пирлĕ юплĕ çиçĕм çиçтерсе, енчен енне пушă пичĕке йăвантарнă пек аслати кĕмсĕртеттерсе, çĕр çинелле шарлак çумăр чĕресне ӳпĕнтерчĕ. Тепĕр тесен, çумăр та мар ку, талккăшĕпе алхасакан шывсикки. Ту чакăлĕнчен чавкăнса анакан чашлама!..
Çирĕккассине почтăпа çӳрекен Ухтем Урини çыхăну кантурĕн крыльцинче тăрать. Тулли сăран сумкине вăл пусма картлашки çине лартнă. Унăн «тилхепесĕр тимĕр кăвак тихи», кĕмĕл тыткаллă самокачĕ ара, крыльца çумне сĕвеннĕ те çумăр айĕнчех лӳшкенет.
«Юрĕ-çке, нимех те мар, — хăйне хăй йăпатать Урине. — Тусанран тасалтăр, лайăхрах çуталтăр. Анчах çумăрччен тухса кайма ĕлкĕреймерĕм-çке. Тем чухлĕ кĕтмелле ĕнтĕ?..»
Унăн районти военкоматра самаях тытăнса тăмалла пулчĕ. Кунта вăл тепĕр икĕ çыннăн иртнĕ вăрçăри кунçулне тĕпчесе пĕлме тăрăшрĕ. Пĕр çынни — хăйсен ялĕсемех, тепри — Энĕшкассинчен. Вăтам шкулти хастар йĕрлевçĕсем вĕсен юлашки адресĕсене шыраса тупнă-ха. Пĕри, Андрей Александрович Нижаров лейтенант, Литва çĕршывĕнче çапăçса пуçне хунă. Ăна Рудлинас поселокĕ çывăхĕнчи «Тăванлăх масарне» пытарнă иккен. Тепри Энĕшкасси çынни, Матвей Михайлович Эльдюков сержант, — 1945 çулхи вăйлă çапăçусенче «хыпарсăр çухалнă». Анчах шкулти ывăнми йĕрлевçĕсем унăн йĕрне те тупнă. Паттăр чăваш салтакĕн тăпри Кенигсберг, хальхи Калининград, çывăхĕнче-мĕн.
Малалла
Юрату, епле асамлă эс, хăватлă,
Илĕртсе чечекленес пулсан.
Чунĕпе çынна тăватăн эс çунатлă,
Пĕлĕтсем çинче ярăнтаран.
Юрату, епле чăтмалăх вăй паратăн
Пурнăçра пĕр тикес килмесен.
Уйрăлу пулсан та шанчăкна упратăн,
Чĕререн тухмастăн тĕпленсен.
Юрату, епле чуна юрлаттаратăн,
Кĕввӳпе юна вылянтарса.
Шухăшра хăвна ялан явăçтарасшăн,
Ĕмĕтленнипе савăнтарса.
Ырату Юратупа тăванлă,
Йĕкĕреш пулса, пĕр шухăшпа
Калăплаççĕ пулĕ савăк туйăм
Чĕрере вăратнă хăватпа.
Кашлать хаваслă сĕм вăрман,
Кана пĕлми кашлать
Ах, пăлханать чĕреçĕм ман,
Савнишĕн пăлханать.
Курсам, епле хитре пике
Сар каччăна савать.
Ун куçĕсем хĕвел пекех, —
Вăл юрату ыйтать.
Сар каччă пикене савсан
Хăй телейне тупать.
Инçе çулта ăна мансан,
Раскал вăл çухатать.
Ах, савнă каччă, сав мана,
Эп турă çырни сан.
Ыталасамччĕ эс мана,
Ах, пулăшсам, вăрман.
Ирпе-каçпа кĕтсе сана
Эп ывăнтăм, савни.
Ах, ан йĕртсемчĕ тек мана,
Килсем, килсем, савни.
Чавса хураççĕ шăн тăпра айне.
Çын пурнăçĕ çут тĕнчерен каять.
Часах манаççĕ ĕмĕрне, камне,
Нумай-и пурăнайĕ пирĕн ят?
Пире пурне те пĕр шăпа кĕтет.
Пĕр кун юлсан та — пултăрччĕ хитре!
Çул иртнĕçем чĕре чĕтрет, чĕтрет,
Ун каскаланчăк йĕрĕ сăн-питре.
Пĕр эс кăна ман çăлăнăç та шанчăк.
Ăçта каян, кампа телей тупан?
Пĕрле çав вăхăтчен пулсан аванччĕ.
Унта вара — ним кулянмасăр кан...
Раштав, 27, 1998.
Шуçăмпах шуйханнă чарлансем
Çуйăхса вĕçсен хумсем çинче,
Шăллăм, эс мана аса илсем
Выртнă май хура çĕр айĕнче.
Манăн та шуйханчăк мар-и пурнăç?
Терт тени хăпмарĕ пуçăмран.
Тем те тӳснĕ, мĕн кăна-ши курнă, —
Янтă ырлăха кăна курман.
Ăс-тăна тĕллевсĕр салатни те,
Тар тăкни те пулнă кăлăхах.
Ĕмĕтĕм чĕвен тăратчĕ питĕ.
Ним те параймарăм халăха.
Халĕ уншăн ӳкĕнсе мĕн тăвăн?
Вăхăт çаврăнаймĕ каялла.
Ас илтертĕр çак пĕчĕк сăвă
Ман ята, ман уçă кăмăла.
Шуçăмпах шуйханнă чарлансем
Çуйăхĕç ыран та, тепĕр кун та.
Шăллăм, эс мана аса илсем,
Сан чуну сăвап çурта пек çунтăр.
Утă, 17, 2012.
Тахçан, ĕлĕк-авал, тĕнче виçĕ пая пайланнă пулнă тет. Пĕрремĕшĕ — çӳлти тĕнче. Унта турăпа унăн юлташĕсем пурăннă. Иккĕмĕшĕ — варринчи тĕнче — унта ахаль çынсем пурăннă. Виççĕмĕшĕ — аялти — унта вилнĕ çынсем пурăннă. Акă, çӳлти тĕнчере, пĕр çемьери пĕр арçын ачан амăшĕпе ашшĕ вилсе каяççĕ. Вара Турă çак ачана варринчи тĕнчене яма шухăшлать. Унта вăл ахаль çын пекех пулать, анчах мĕнле çемье çак ачана тупать — вăл телейлĕ шутланать тет.
Варринчи тĕнчери пĕр килте карчăкпа старик пурăннă тет. Старикĕ яланах вăрмана вутта çӳренĕ, кайăк-кĕшĕк тытнă, ака-суха ĕçĕсене тунă. Карчăк кĕнчеле арласа килти хуçалăх ĕçĕсене тунă, пӳрт-çурта тирпейленĕ.
Вĕсен тăватă ача пулнă тет. Ашшĕпе амăшĕ ачисене питĕ юратса ӳстернĕ, ачашланă, нимĕнле ĕç патне те пыртарман. Вĕсем мĕн ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçласа пынă тет.
Пĕррехинче Тайпикепе Аспурах, ачисене шкула ăсатнă чухне, çул хĕрринче пĕр ачана тĕл пулаççĕ (çак ача Турă яни пулнă). Вăл пушмак тасатса ларнă тет.
— Манăн питĕ вĕренес килет, — тесе калать Палантей. Анчах унăн ашшĕпе амăшĕ вилнĕ. Хай Турă патĕнче пурăннине вăл манса кайнă. Халĕ Палантей пĕчченех пурăнать. Вара Тайпикепе Аспурах Палантее хăйсем патне илсе каяççĕ, вĕренме, тĕрĕс çул çине тăма пулăшаççĕ. Хайсен ачисем те аталанаççĕ. Пӳрт умне йăмра йывăççи лартаççĕ. Ачасем аталанаççĕ, йăмра ӳссе пырать. Пĕтĕм уявсене çак йăмра патĕнче уявлаççĕ вĕсем. Йăмра вĕсен çемйин символĕ пулса тăрать.
Малалла
Мăн хырăмлă, мăнтăр,
Хаваслă та ӳсĕр,
Ялан çухрашать.
Тарçăн тăварлă тарĕ
Çак пурнăçа ăна панă;
Ку вăл — пуян.
Вĕçсĕр тар тăкнипе
Типсе хăрнă,
Сăнĕ те çук.
Выçă, çĕтĕк тумтирĕ,
Тертлĕ, асапла;
Ку вăл — чухăн.
■ Страницăсем: 1... 198 199 200 201 202 203 204 205 206 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...