Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕçпе çурлаТĕлĕнтермĕш юмахсемПолк ывӑлӗАсаттесемСунарçă халлапĕсемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке

« Кĕр сăри, хĕр сăри, сурхури...»


«Шӳлкеме» вăйă карти йĕркеленĕ Алевтина Федотова студенткăна

 

Кĕр сăри, хĕр сăри, сурхури

Те ĕçни, те кулни-выляни...

Маншăн сип сирĕн сассăр пурри,

Сирĕн чыс аçăр — аннĕр юрри,

Вăйă-кулă вăл — яшлăх тури,

Çавăнта чун тӳрри те ырри!

Алла-аллăн тытса, пĕр пулса,

Хĕрупраçăм, пĕрле юп курсам.

 

1995, раштав, 13.

«Мĕншĕн ахалех вăрçар-ха шăпана...»


Мĕншĕн ахалех вăрçар-ха шăпана,

Мĕншĕн кашни кун куççуль тăкар?

Пурăнар та çĕнтерер асап-саманана,

Пĕтĕм тĕнчене телей тупса парар.

 

Кукăр-макăр çул вăл — путсер çул,

Ун çинче хĕвел шевли пулмасть.

Эс, этем, хĕвел ачийĕ пул,

Ун пек чух усал çыпçăнаймастъ.

 

Ирĕклĕх ялавĕ пултăр пирĕнпе,

Нимле тăвăл та ăна ӳкереймест.

Вăйлă эпĕр пĕр ăна çеç савнипе,

Çавăнпа пире никам çĕнтереймест.

 

Палачсем хăйсем хăраччăр пирĕнтен,

Эпĕр — ирĕклĕх-телей акакансем.

Юрăсем юрлатпăр ирĕклĕх çинчен,

Чурасем мар эпĕр — ирĕклĕ çынсем.

«Чĕре çине пусать пит пысăк хуйăх...»


Чĕре çине пусать пит пысăк хуйăх,

Ытла тертлентерет, асап кӳрет.

Çакна курать капăртма пек çут уйăх,

Каяр-ха çĕр çинчен тесе чĕнет.

 

Питех те вăйсăр юррăм та манăн,

Сивĕ чунра, тĕтре çеç таврара.

Умри çул пит кукăр, пăрпа вăл хупланнă,

Пăр вилтăпри пек паян хуп-хура.

Ылханлă хура çĕмĕрт


— Аленушка, хĕрĕм, ылттăнăм, лăплан-ха, лăплан. Эпĕ ку, аннӳ. Кунтах, санпах эпĕ. Ниçта та каймастăп. Ан шиклен, никама та памастăп сана,.. — ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр ăшталанчĕ вырăн çинче выртакан хĕрĕ умĕнче хĕрарăм. Алена вара нимĕн те илтмен пекех — аллисемпе чарăнми хăлаçланчĕ, хуп-хура çăра та вăрăм çӳçне хăй аллисемпех тăпăлтарчĕ, айĕнчи вырăн хатĕрĕсене айĕнчен турта-турта кăларчĕ.

— Анне-е-е!!! Илсе пăрах-ха çав хĕресе ман çинчен!.. — чарăнми пăшăлтатрĕç хĕрачан çунса хăмпăланнă илемлĕ çинçе тутисем.

Кун пек сăмахсене илтсен хĕрĕн асапланăвне кура ахаль те хăйне вилнĕ çын пек туякан хĕрарăмăн чĕри чарăнса ларнăнах пулчĕ: «Мĕнле хĕрес? Нивушлĕ упраса хăвараймастпăр сана, Аленушка-а-а?». Чун-чĕререн тухакан йынăшăвне, пичĕ тăрăх чарăнми юхакан куççульне хĕрĕ ан куртăр, ан систĕр тесе тутисене çыртса лартрĕ хĕрарăм. Пуçне пĕр шухăш мăлатукпа çапнăн танлаттарчĕ: «Мĕн тумалла? Мĕн тумалла? Мĕнле çăлмалла?». Çаплипех аллисене вертолет пек çавăракан, каллех хăйне хăй чавма-чĕрме тытăннă хĕрачана, лăплантарасшăн пулнăн, пит-куçĕсене, аллисене чуптурĕ хĕрарăм, пуçĕнчен ачашларĕ. Палата алăкĕ уçăлнине, мăшăрĕ хăй патне пырса аллисене унăн чĕтрекен хул пуççийĕсем çине хунине те сисмерĕ.

Малалла

Шевле


Шевле пулса

Çутатрăн ман çума,

Шевле пулса

Вăратрăн туйăма,

Алхастарса

Хытартăн чунăма.

Санпа канăçăма

Ылмаштарса

Çухатрăм-çке хама.

 

Тĕрĕслесе

Çыхатăн куçупа,

Иментерсе

Сар пĕвӳпе, шухпа.

Тĕрĕслесе

Сăнатăн ăсупа

Юри ачашланса

Савăнтарса,

Хăвна асăрхаса.

 

Çунат пулса

Вĕçеççĕ ĕмĕтсем,

Санпа пулса

Ишеççĕ пĕлĕтсем,

Пăхма савса

Чĕнеççĕ куçусем,

Хăюсăр сăнаса,

Тыткăнласа,

Кулса-кăтăкласа.

 

Мĕнле калас

Туптанă сăмаха?

Мĕнле тытас

Ăшри урхамаха?

Мĕнле чăтас

Алхаснă тунсăха?

Чĕнет савăш алли

Шух тăрăха,

Пулас парне валли.

 

Пĕлесчĕ ман

Сан шухлăхна уçма, —

Юханшывран

Çук мар пуль-çке каçма.

Кĕтсе тăрсан,

Пĕлмесĕр хăрама,

Эп чăмăттăм шыва

Сăвап хурса,

Сума суса, савса.

Этеплĕхе тытасчĕ асăмра


Эп тетĕм пӳлĕмре пĕччен

Тесе шутларăм, куç курманнипе

Ларма тивет çутăличчен,

Такăнасран, хăю çитменнипе.

 

Çутта пăвать хура чаршав.

Çук уçăмлăх, веçех арпаштарса,

Тăллать ал-урана чăрмав,

Хăй тимĕр тыллине алхастарса.

 

Пикентĕм кĕрешме темпе

«Усал», — тесе çак тĕттĕм пӳлĕмре.

Курма май çук сăнне-питне,

Лăскатпăр пĕр-пĕрне хирĕçӳре.

 

Курманччĕ эп кун пеккине.

Епле курас çумра кам тăнине?

Вăл та курмасть кам çумрине,

«Усал», — тесе чышать çумри енне.

 

Чăрмав чухлать чаршав ĕçне,

Çутта çеç сӳнтерсен вăйланнине.

Веçех парать: чулне, хĕçне,

Суя сăмах, ватма тĕрĕссине.

 

Юрав юррисене кĕтет,

Мухтавлă пылакпа сĕрет,

Итлемесессĕн — чĕпĕтет,

Палăрмалла çамкисене чĕрет.

 

Çут çулăмăн палли пулсан

Чăрмав хăратĕ тем пек пуласран.

Юри варлать, чышать хыçран

Кăвайт çути чăна палăртасран.

 

Хăю пулсассăн чунунта

Шыра меслет çак чăрмава сирме.

Малалла

«Утса иртрĕм утмăл чиккинчен...»


Утса иртрĕм утмăл чиккинчен,

Çывăхах çитмешкĕн çитмĕле те.

Хĕсĕнсех пырать иккен тĕнче,

Туссенчен уйрăласса пĕлетĕп.

 

Кам унта ăсанĕ маларах,

Юлашки сехечĕ çапĕ камăн?

Сарăпсăр тесе ан калăрах,

Турă пӳрнинчен сиксе юлаймăн.

 

Утă, 1997.

«Сан канăçа сыхлать кĕреш юман...»


Николай шăллăмăн тăпри çинче

 

Сан канăçа сыхлать кĕреш юман.

Сана савса сар кайăксем юрлаççĕ.

Тек хурланмашкăн нимĕн те юлман.

Ĕç-пуçĕ те анра-сухралăх влаçĕ...

 

Никам та тĕкĕнмест сан пурнăçа.

Пырса чăрмантармастăн никама та.

Çак картара эс ĕмĕрлăх хуçа,

Мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чул канатăн.

 

Йывăр тăпру çăп-çăмал пултăр сан.

Мăн тăвăн, çавăн пек этем шăпи.

Пурăннă чух та кирлĕ мар пулсан

Вилсе выртсассăн кирлĕ пулăн-и?..

 

Çĕртме, 28, 1997.

Телей шырани


Пурăннă тет пĕр çĕр-шывра виçĕ пĕр тăван: Укçиçук, Нушиçук, Телейçук.

Ялан пурнăç япăх тесе ӳпкелешнĕ тет вĕсем. Пĕррехинче ашшĕ вĕсене телее аякра шыраса пăхма сĕнет. Тухса кайрĕç тет пĕр тăвансем пуçтарăнса инçе çула.

Хирпе утрĕç тет, вăрманпа, çавра кӳлĕ хĕррине çитсе тухрĕç тет — телей тупаймарĕç. Пĕр кун утрĕç, икĕ кун, виçĕ кун иртрĕ çул çинче. Шанчăка çухатнăскерсем çитсе тухрĕç пĕр çӳллĕ лаштра йăмра патне. «Ку йăмра кутĕнче выртса канма пурин валли те вырăн çитет»,— теççĕ.

— Кăштах ларса канас та, каяс килелле, манăн Телей атте-анне килĕнче, халĕ акă вĕсем çумра çук та — эпĕ çунатсăр кайăк пекех, — терĕ тет Нушиçук. Лешĕсем:

— Мĕншĕн пирĕнпе пытăн вара? Сана пула çапла нуша куратпăр пулĕ-ха, эсĕ çук — нуши те çукчĕ.

Сасартăк çĕр чĕтренчĕ те йăмра айĕнче тарăн шăтăк пулса тăчĕ. Хайхи шăтăкра Телей лара парать тет, Укçиçук шăтăк патне пычĕ те калать тет:

— Сана шыра-шыра халтан кайрăмăр ĕнтĕ, эсĕ пур — шăтăкра ларатăн, нумай укçа парса телейлĕ тусамччĕ мана…

— Парас, ара, хăв мĕн чул йăтса кайма пултаратăн ил, анчах асту — сывлăхпа илме çитмест вăл…

Малалла

«Кунта маншăн юмах пек тĕнче...»


Кунта маншăн юмах пек тĕнче —

Кашни ят, кашни сăн куç тулли

Пушкăртри чăвашсен питĕнче

Тăван çĕр, тăван пурнăç кулли

 

Ашкатар, Пархатар, Саватар...

Ячĕ юрă пекех илтĕнет.

Хамăр тупнă çĕре юратар

Тенĕ пек мана çакă тивлет.

 

Ишĕмпай, Миекки, Кăрмăскал,

Авăркас, Хветĕркке, Пишпӳлек...

Пĕр сăмахĕ — пĕр кĕмĕл мăскал

Кашни ячĕ — сар ылтăн пӳлмек.

 

Кунта маншăн çăтмах пек тĕнче

Кашни яш, кашни хĕр куç тулли!

Çунатланнă чăваш ячĕпе

Капăрлан, аслă пушкăрт хули.

 

1995, раштав, 12.

■ Страницăсем: 1... 197 198 199 200 201 202 203 204 205 ... 796