Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхАндрей ПеттокиХусанКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртПулать-çке пурнăçраХурапа шурă

«Лăпланчĕ тăвал...»


Лăпланчĕ тăвал. Тухрĕ çутă уйăх.

Ăш çил пĕр касă вĕрчĕ кăнтăртан.

Çанталăка пула иртет-ха манăн хуйăх,

Ăш çил — савни саламĕ аякран.

 

Савни саламĕ — маншăн чăн-чăн сиплĕх,

Ман юрату хитре хĕвел пекех.

Савни пур чух нимле усал çĕнеймĕ

Мана.

Çакна шанатăп тем пекех.

 

Тăшман усаллăхĕ вăл — иртнĕ тăвăл,

Ăш çил вĕрсе çĕнтерчĕ тăвăла.

Пулас кунсем пулаççĕ пуль-ха çăмăл,

Тек курмăп çул çинче ултавçă-усала.

 

07.06.2007.

«Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…»


Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

Яланах ман умра

Çĕмĕрт пек куçусем,

Яланах чунăмра

Йăл куллу, аллусем.

Яланах эс манпа,

Яланах юнашар.

Мана çăмăл санпа —

Аллуна мана пар!

 

Эп тăсатăп алла,

Уçăлаççĕ куçсем…

…Эп пĕччен, манпалла —

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем…

«Туй пĕркенчĕкĕ евĕр шур юр...»


Туй пĕркенчĕкĕ евĕр шур юр

Хĕл-пике хăй валли хатĕрлет.

Сар хĕвел айĕнче, авă, кур,

Ылтăн-кĕмĕл çиппе тĕр тĕрлет.

 

Эрешлет чӳрече тăрăшса,

Пăрлă чăнтăр çыхать каçсерен.

Çутă уйăх пăхать чалăшса

Çăлтăр сапнă хура тӳперен.

 

Ăсатса хăй кĕске ĕмĕрне

Тунсăх юрă юрлать хĕл-пике.

Вăхăт çитĕ кайма, ун чухне

Йĕрсе ярĕ вăл сив куççульпе.

 

Туй тени вăл хаваслă иртет,

Кĕр-кĕр шавлĕç уйсем, çырмасем.

Туй кӳми иртсе кайнă çĕрте

Шăтса тухĕç кăвак çеçпĕлсем.

Сыв пул, юратăвăм


Лариса подъезд алăкне хытă шаплаттарса хупнипе вахтăра ларакан вырăс хĕрарăмĕ шартах сикрĕ.

— Мĕн, тĕнче пĕтмест пулĕ те? — йĕкĕлтерех ыйтрĕ вăл вырăнĕнчен çĕкленсе. — Пуринчен кая юлса килетĕн тата алăка та йĕркеллĕ уçса хупма тăрăшмастăн.

Пичĕ тăрăх вĕри куççуль юхакан хĕр нимĕн те чĕнмерĕ, иккĕмĕш хута чупса хăпарчĕ.

— Э-хе-хе! Вун икĕ сехет вахтăра ларнă вăхăтра мĕн кăна курмастăн, мĕн кăна илтместĕн-ши çак хĕр упраç пурăнакан общежитире, — мăкăртатрĕ çулланнă вахтер кĕмĕлленнĕ çӳç пайăркине пурçăн тутăрĕ айне майласа чикнĕ май. Хăй теме аса илсе йăл-йăл кулса илчĕ. Çулĕсене пăхмасăр илĕртӳлĕхне çухатман хĕрарăм пысăк кăвак куçне мăч-мăч тутарса кофтипе юбкине майларĕ. Унтан тĕкĕр умне пырса вăр-вар çаврăнкаласа илчĕ.

— Эх, çамрăклăх! Пĕрре кăна сана каялла çавăрса килесчĕ. А-а-а, тепĕр тесен япăхах иртмен-ха вăл манăн. Мĕн чуль каччă ăшне вут хыптарман-ши эпĕ, — сасăпах савăнчĕ майра.

Лариса хăй пурăнакан вун виççĕмĕш номерлĕ пӳлĕм алăкне шаплаттарса хупрĕ. Пĕр пăта çинче кăна тытăнса тăракан аялти тăпса тухса ӳкрĕ те, алăк пĕтĕм иккĕмĕш хута кисретсе урайне ӳкрĕ. Хĕр салтăнмасăрах кравать çине тӳнчĕ. Пулĕмре вăл ӳлесе макăрни илтĕнчĕ.

Малалла

Чăваш ачи


Ырă тăвас тесех тапаçланатăп,

Сисместĕп те — шарттин пăркăчланатăп!

 

Вара мана лăска-лăска ватаççĕ,

Пуç тӳпине шăртла-шăртла яраççĕ:

 

Лаша вăрри пулас ман пĕреххут,

Ун чух манпа чĕрре те кĕрес çук!

 

Каяççĕ пăрăнса. Каллех тăратăп.

Чунра сӳнмен тĕллев патнех утатăп.

 

Пĕр çулĕн хапхине вăрт-варт хупаççĕ,

Теприн çине упа таппи хураççĕ...

 

Кĕлмĕç чăпти тăвасшăн-мĕн манран.

Пулмасть. Мăнаçлăх пысăкрах хамран.

 

Ман пек этем сахал-ха чăвашра.

Пĕри — павра, тепри армак е кутшăра.

 

Вăлтаççĕ хушăран, тăна кĕртеççĕ:

Алай-алай тесен, хисеплĕ пулăн теççĕ...

 

Халь кам вара эс? Килсĕр карачи!

Никам та мар-тăр. Эп — чăваш ачи.

 

Никам та мар-тăр, ах, чăваш ачи...

Ни хам та мар. Тăрах, чăваш ачи...

Сана кĕтеççĕ.

 

1988, пуш. 29.

Шупашкар.

«Пăрланнă кантăк эрешне сăнарăм...»


Пăрланнă кантăк эрешне сăнарăм:

Шап-шурă улăх тухрĕ куç умне.

Чупать пек курăк хумĕ ярăм-ярăм,

Шух çил турать ун кĕмĕл кăтрине.

 

Йăлтăртатса выртать асамлă улăх,

Сукмак чупать е сивĕ шыв юххи…

Такам васкать пек çакă улăх тăрăх,

Те эсĕ пултăн çав, те урăххи.

«Тĕнче хупланчĕ шур юрпа...»


Тĕнче хупланчĕ шур юрпа,

Мăрьесенче сив çил улать,

Çанталăк хушнă вăхăтра

Ноябрь вĕçленсе пырать.

 

Ноябрь вĕçĕ — хĕл пекех,

Кĕр уйăхне ас илтермест.

Ман кантăка халь Юрпике

Тĕрлет ялан, кун сиктермест.

 

Хĕвелĕ ялкăшса пăхсан

Çунать шур юр вут-хĕм пекех.

Вĕçет çӳлте, ав, шур тусан

Кăшт сивĕ çилĕ вĕрнипех.

 

Ноябрь юрĕ кăпăшка,

Вăл пит илемлĕ те ачаш.

Пăхсам, туртать халь çунашка

Урам тулли ача-пăча.

«Çап-çамрăк хурăн, курăр...»


Çап-çамрăк хурăн, курăр,

Черчен те тап-таса.

Паян кĕрхи сив çумăр

Ярать ăна çуса.

 

Çил вĕрнĕ май çав хурăн

Турать кăтрисене,

Сар тутăрне салхуллăн

Сарать сив çĕр çине.

 

Паян салху пулсан та,

Шанать вăл, малашне

Сар хурăнăн та, ман та

Пулать чăн çуркунне.

Шанчăк çăлтăрĕ


Пĕр пуян çемьере арçын ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ чунтан савăннă: пĕртен пĕр ачи-çке-ха. Вĕсем ăна темиçе çул кĕтнĕ. Савăнăç тени тинех вĕсем патне те çитнĕ. Арçын ачана Савтей ят панă. Питĕ ачашласа ӳстернĕ çак ачана: мĕн ыйтни йăлтах ун умĕнче пулнă, нимрен те чару пулман. Çавăнпа та хăйне çеç юратса ӳснĕ Савтей. Никама та юратман, хĕрхенмен, пулăшман вăл, пур-çукшăнах кӳрентерме те вăтанман. «Çăкăр-тăвар хире-хирĕç», — теççĕ çав. Ку ачана хăйне те ял çыннисем килĕштерсех кайман, анчах та кун çинчен никам умĕнче те çăвар уçса каламан. Мĕншĕн тесен Савтейĕн ашшĕ ăна питĕ хӳтĕленĕ, уншăн такама та тем тума хатĕр пулнă.

Çак ялтах тепĕр урам вĕçĕнче чухăн çын çемйинче Чунпи ятлă хĕр ача пурăннă. Вăл Савтей пек мар, пачах урăхла пулнă. Çын хуйхи-суйхине сăмахсăрах ăнланнă, пулăшма васканă, пурне те ырă суннă. Çынсене те, чĕр чуна та чунтанах юратнă. Хăй вăл ытарма çук чипер хĕр пулнă: яштака пӳ-силлĕ, пăхса тăранмалла мар илемлĕ пит-куçлă, кăн-кăвак куçлă, вăрăм çӳçлĕ. Пĕтĕм ял çынни ун çине ăмсанса та юратса пăхнă. Анчах та пуянсем чухăн çын хĕрĕ тĕлĕнмелле хитре пулнăшăн кĕвĕçнĕ.

Малалла

«Эп вăрçăра...»


Эп вăрçăра

Ним паллисĕр пуç хутăм пулсан та,

Ним хыпарсăр çухалчĕ тесе,

Ай, ан шутлăр.

Эп çухалмăп яланлăх,

Çумра çук пулсан та,

Кашни çапăçу хирĕнче юнашар мана курăр.

 

Эп вăлкĕшен ялав пек

Яланах малта пулăп,

Çĕнтерӳçĕ пулса,

Тăшмана ишĕп, ватăп.

Кĕрешӳ хирĕнче

Пулăп эп чăн-чăн Улăп,

Хăратса тăшмана ялан тăрĕ ман ятăм.

 

Эп çухалмăп, туссем,

Çакна пĕлсех тăрăр.

Чăн-чăн юрăçă ячĕ çӳлти çăлтăр пек.

Тăшмансем тапăнсассăн,

Туссемĕр, ан хăрăр,

Ялан сирĕнпе пулăп эп пурнăç пек.

 

02.06.2007

■ Страницăсем: 1... 237 238 239 240 241 242 243 244 245 ... 796