Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениТантăшсемПахчапа мунча хуҫиКушкă ачиӖмӗр вӗренÇил-тăвăлÇул хыççăн çул

«Хура вăрман каш! кашлать...»


Хура вăрман каш! кашлать,

Хура лаша хартлатать.

Хура лаша хартлатать,

Манăн чуна хăратать.

 

Хура лаша, ан хартлат,

Манăн чуна ан хăрат.

Пирĕн çула тухмалла,

Часрах килте пулмалла.

 

Хура вăрман, ан кашла,

Пирĕн чуна ан хăрат.

Тухас тискер тăвăла,

Санăн тытса чармалла.

 

Пирĕн çула тухмалла,

Часрах килте пулмалла,

Ачасене курмалла,

Парнесене памалла.

 

Килте кĕтен арăма,

Ăшă куçпа пăхмалла,

Ăшă куçпа пăхмалла,

Чунтан савăнтармалла.

 

...Хура вăрман каш! кашлать,

Тискер тăвăл алхасать.

Хура лаша хартлатать,

Тăван килелле васкать.

 

31.05.2007

«Вут пек хĕмленчĕ вĕрене...»


Вут пек хĕмленчĕ вĕрене,

Тăкать сар çулçă хурăн.

Утать çĕр тăрăх Кĕркунне,

Кĕпи сар ылтăн унăн.

 

Анчах салхуллă вăл ялан,

Кулма та сиввĕн кулчĕ.

Ак, йĕрсе ячĕ те паян,

Куççулĕ çумăр пулчĕ.

 

Ак, усрĕ вĕрене пуçне,

Çав çумăрпа чӳхенчĕ,

Чĕтрентерсе çулçисене

Кашни турат çӳçенчĕ.

Телей çăлтăрĕ


Туксари пĕчĕк пӳртре

Пĕр илемлĕ хĕр пурнать.

Пултаруллă пур ĕçре,

Кăмăлĕпе вашават.

 

Ирпе ирех тăрать те

Питне сывлăмпа çăвать.

Сарă хĕвел тухать те

Нарпи ĕçе тытăнать.

 

Çак илемлĕ сар хĕре

Пурте ялта саваççĕ.

Хĕвелпе танлаштарса

Нарпи ята параççĕ.

 

Пĕррехинче ирпелле

Вăрмана тухса утать.

Ват кукамăшĕ валли

Çырла пуçтарма шутлать.

 

Вăрманти уç(ă) сывлăшпа

Сывламашкăн çăмăл-çке.

Кайăк-кĕшĕк юррипе

Пĕтĕм чунĕ савнать-çке.

 

Сисмесĕрех каç пулать,

Хĕвел анса пытанать.

Киле каймалли çула

Нарпи çухатса ярать.

 

Чылай утать вăрманпа,

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.

Тӳпене уйăх тухать,

Пин-пин çăлтăр ялтăрать.

 

Сар хĕр йĕрет, çăлтăртан

Тархасласа вăл ыйтать:

— Çалтăрăмçăм, пулăшсам,

Киле çитме çул тупсам.

 

Çав хушăра сасартăк

Тӳпе çуталса каять.

Çăлтăр çулĕ курăнать,

Малалла

Ырă ята варалаймăн


Паян темшĕн Клара Ивановна чĕри лăпкă мар. Вăл, упăшкипе хĕрне вăрăм çула ăсатнăскер, алăкăн-тĕпелĕн уткалать. Алли пĕр ĕç патне те пымасть. Хĕрарăм пĕрре чӳрече патне пырса вăраххăн тинкерех, тепре алăк çумне тăрса итлет. Нихăçан та кун пек пулакан марччĕ-çке. Паян кăна ăсатман-çке вăл çула упăшкипе хĕрне. Мăшăрĕ йĕркеллĕскер унăн. Хĕрĕ те пĕчĕк мар текех. Аслă шкул пĕтерчĕ кăçал.

Аптăранă енне «Канаш» хаçат илчĕ те диван çине вырнаçса ларчĕ. Питĕ вулама юратать Клара Ивановна, анчах паян хаçат та интереслентермест ăна.

Тăнлавĕ хĕссе ыратма пуçларĕ хĕрарăмăн. Юн пусăмĕ ӳссе кайрĕ пулас. Тĕрĕслес тесе çĕкленчĕ — юн пусăмне тĕрĕслемелли аппарат таçта кайса кĕнĕ, калăн, упăшкипе хĕрĕ хыççăн тухса чупнă. Пур туртмана та уçса тĕрĕслерĕ — усси пулмарĕ.

Лăпланас тесе эмелсем ĕçрĕ те кĕпе-йĕм çума пикенчĕ. «Бош» текен япала çумалли машина çине йĕрĕннĕ пек пăхса илчĕ. Юратмасть Клара Ивановна çак ют çĕршыв техникине. Ара, икĕ пысăках мар таза вырнаçакан шывра тулли машинăри япалана çуса, чӳхесе тасатма пулать-и? Вун пилĕк литр шыв та расхутламасть вăл кĕпе-йĕме çуса пĕтериччен. «Чĕмпĕр» текен машинăна шыв тултарнăччĕ кăна, телефон сас пачĕ.

Малалла

«Ăçта çитсен те...»


Ăçта çитсен те,

Мĕн кăна тӳссен те —

Тĕнче сӳнмест, тĕнчешĕн хурлăх çук.

 

Сиксе вĕçсен те,

Çаврăнса ӳксен те

Чун çӳçенмест ĕненĕвĕм пур чух.

 

Кун-çул ăнмарĕ,

Ĕçлесси пулмарĕ

Тесе сăлтав шырассăм та килмест.

 

Çапсассăн хăрамарăм,

Хăваласан тармарăм,

Мана çампа инкек те илеймест!

«Каймăттăм, каймăттăм эпĕ...»


Каймăттăм, каймăттăм эпĕ

Хам çĕршывран аякка.

Ют çул-йĕрсем, пĕлетĕп,

Пулмĕç нихçан та яка.

 

Ют çулçӳрев мĕн пачĕ?

Пачĕ тасалăх чуна.

Аслă çĕршывăм ун ячĕ,

Эпĕ ăнлантăм ăна.

 

Каймăттăм, каймăттăм эпĕ

Савнă çĕртен татăлса.

Кайнă пулсассăн — килетĕп,

Вăй вылятмастăп ăса.

 

Пулĕ-и пурнăç тумхахлă,

Шутлă кунсем-и умра —

Савнă çĕршывăм, эс хаклă,

Эс ĕмĕрех ман çумра.

 

1978, ака, 29.

Мускав–Шупашкар пуйăс.

«Тĕлĕнмелле илемлĕ шăплăх...»


Тĕлĕнмелле илемлĕ шăплăх

Çак каç хупларĕ тĕнчене.

Сив хĕл кăна утать ял тăрăх,

Çӳрет сапса шур мерченне.

 

Ним шеллемесĕр шурă мамăк

Вăл вĕçтерет йĕри-тавра.

Сив хĕл юрри ытла та савăк,

Илемлĕ çакă шăплăхра.

«Шап-шурă юр канмасăр çурĕ...»


Шап-шурă юр канмасăр çурĕ,

Тавралăх улшăнчĕ пачах.

Ытарайми илемлĕ юрĕ

Ӳкет çӳлтен татах, татах…

 

Çулсем, çуртсем, уй-хир те ялăм —

Йăлтах шур мамăк айĕнче.

Эп çӳлелле тăсатăп алă

Тытас тесе кашни пĕрче.

 

Вĕсем вара вĕçсе тараççĕ

Ман тавралла ташла-ташла.

Е ман çинех килсе лараççĕ,

Питрен лăпкаççĕ юлташла.

 

Ак, тутаран юр сĕртĕнсессĕн,

Эп аса илтĕм-çке сана.

Тен, ман пекех утатăн эсĕ

Юр ташшине сăна-сăна…

Ăраскал çăлтăрĕ


Пĕчченех çӳрет Ваçук урамра. Хăйăр купи патне пырса пăхать. Унтан кӳлĕ хĕррине анать. Йĕри-тавра никам та çук. Мĕнле-ха капла? Каникул пуçланни икĕ эрне çитрĕ, ачасем çаплах кăнтăрлаччен çывăраççĕ. Ваçук вара çывăрса те тăранчĕ, те йăлăхрĕ: вăл ирхине те автансемпе пĕрлех вăранать, каçхне те тахçанчченех çăлтăр шутласа выртать. Кичем ăна…

Ваçук паян каллех çывăрса каяймасть. Лампа çутса кĕнеке вулас терĕ, анчах темшĕн ăна каялла хупса хучĕ те компьютер чĕртрĕ. Компьютерти вăйă та часах йалăхтарчĕ. Вара вăл яланхиллех кравать çине выртрĕ те чӳрече каррине сирчĕ. Çăлтăрсем çине тинкерсе пăхма тытанчĕ. Алтăр Çăлтăр… Акă мĕн ку? Алтăр Çăлтăрăн аври варринчи çăлтăрĕнчен пĕр çутă уйрăлчĕ те çĕр çинелле ӳкме пуçларĕ. Ӳкнĕçемĕн вăл пысăкланса пычĕ. Ваçук хăранипе тăрса ларчĕ. «Анне!» — тесе кăшкăрса ярас килчĕ ун, анчах темле вăй тытса чарчĕ ăна. Çутă çывăхри рашча çине ӳкрĕ. Ваçук взрыв сасси янăраса каясса кĕтсе хăлхине аллипе хупларĕ те куçне хупса пĕшкĕнсе ларчĕ. Анчах пĕр сасă та илтĕнмерĕ, взрыв та пулмарĕ. Рашча çийĕнче кăна шурă тĕтĕм мăкăрланни курăнчĕ.

Ача ир пуласса аран кĕтсе илчĕ. Автансем авăтсанах вырăн çинчен сиксе тăчĕ те рашча еннелле вĕçтерчĕ. Яштака хурăнсем витĕр пăхакан хĕвел çути ача куçĕсене йăмăхтарать. Çанталăк лăпкă, пĕр çил те çук. Ваçук темле интереслĕ, чуна çӳçентерекен япала тупасса шанчĕ, анчах çĕрле çăлтăр ӳкни çинчен систерекен пĕр паллă та пулмарĕ рашчара: йывăçсем сывах, курăк ем-ешĕл, кайăксем те яланхиллех хавассăн юрлаççĕ. Кăмăлĕ хуçăлнипе ача пуçне чикрĕ те каялла çул тытрĕ.

Малалла

«Сап-сар чечек çине пит тĕлĕнсе пăхса...»


Сап-сар чечек çине пит тĕлĕнсе пăхса,

Пĕр виççĕри ача кулать ахăлтатса.

 

Мĕскер вăл тупнă-ши тĕлĕнмелли унта?

Вăл кулнине курса, ăш туйăм ман чунта.

 

Ача куллипеле çак çутă тĕнчене

Куратăп Çӳл Тӳпе телей пилленине.

 

Туятăп эпĕ те хамра çут ăраскал,

Тен, пырĕ чăннипех те пурнăç халь кал-кал.

 

Кулсам татах, кулсам, ача, ахăлтатсах

Телей те ăраскал санпа çӳреччĕр яланах.

 

09.05.2007.

■ Страницăсем: 1... 238 239 240 241 242 243 244 245 246 ... 796