Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..ЕркӗнӐшӑ ҫумӑрКăвайт çутисемПулать-çке пурнăçраЮманлăхра çапла пулнăĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш том

Ирĕклĕх


Ирĕклĕхе юрататăп —

Чăн-чăн ирĕклĕхе.

Вилсессĕн те манмăп

Хамăн ирĕклĕхе.

 

Мĕншĕн пулас манăн кăйкăр

Çунатсем çук пулсан.

Мĕншĕн юрлас манăн юрă

Ирĕкре мар пулсан.

 

Сăнчăрсене ман ватасчĕ

Улăп пек аллăмпа.

Ирĕклĕх халăха парасчĕ

Телейлĕ пурнăçпа.

 

Вилсессĕн те манмăп

Хамăн çак шăпана.

Ирĕклĕх çинчен юрлăп,

Пиллеп юрра тăвана.

 

Янка Купала, 1905-1907.

«Сив çил шаккать ман хапхана...»


Сив çил шаккать ман хапхана,

Йĕрет вăл хурланса тулта,

Хăйпе пĕрле йĕртесшĕн пуль мана,

Йĕместĕп, пĕччен мар кунта.

Ман ывăл пур, саркайăк пек

Сасси ун илтĕнет мана.

Килех эс, ывлăмçăм, килех!

Тем чухлĕ кĕтнĕ эп сана...

 

Аветик Исаакян, Константинополь, 1911

«Пурнăç! Саншăн кĕрешме эп хатĕр...»


Пурнăç! Саншăн кĕрешме эп хатĕр,

Çирĕп ту пек тăрăп саншăнах.

Аслати кĕрлет-и кĕмсĕр-кемсĕр,

Хăратаймĕ тăвăл та мана.

 

Пĕр-пĕччен юлсан та ӳкĕнместĕп,

Пурнăçа эп сыхлăп яланах.

Чăнлăх ялавне эп ӳкерместĕп, —

Хăратаймĕ çиçĕм те мана.

 

Кам манпа пулас тет, кунта килĕр,

Пурнăçшăн кĕрешĕпĕр пĕрле.

Ушкăнпа, туссемĕр, тытса силлĕр

Тăшмана та йăх-яха пĕрле.

Арçури аташтарни...


«Эх, çула ирхинех тухмаллаччĕ ĕнтĕ, ытлашши ыйхă çапман пулмасан капла йывăрлăха лекместĕмччех», — Исмет пуçĕнче сехет ытла ĕнтĕ çапларах шухăшсем явăнаççĕ. Хăйне епле кăна вăрçа пĕтермерĕ ĕнтĕ, çапах та усси пулмарĕ — çул çинчен самантлăха тенĕ пек пăрăнчĕ те каçхи вăрманта кĕтмен çĕртен аташса кайрĕ. Каçĕ те паян тата ытла тĕттĕм — йĕппе чиксен те куç курмасть. Туратсем те шеллемеççĕ: пит-куçа чăрмаласа пĕтерчĕç, йĕме те пĕр вырăнта саплăк лартмаллăх çурса ячĕç.

— Те арçури аташтарать, — хăй усал-тĕселтен хăрамасть пулин те пĕр-пĕр пăтăрмаха лекесрен самай шикленет. Ара, пĕрре мар халап илтнĕ-çке — унран та вăй питтирех арçынсем çухалнă, унран та ăстарах арсем пуçĕпех пĕтнĕ. Шиклентерет çав, самай çӳçентерет.

Юрать-ха вăрманĕнче йывăç-тĕм сайра ӳсет, пĕр-пĕр чăтлăх пулсан пуçĕпех пĕтĕччĕ ĕнтĕ. Анчах ку питех йăпатмасть (сахал савăнтарать) Исмете — çул çук, тавра тĕттĕмлĕхпе витĕннĕ. Вăрман хĕрринчи пĕр-пĕр ялта çуралса ӳснĕ пулсанах халь апла асапланмастчĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăван: ачалăхĕ унăн тинĕс хĕрринче иртнĕ, çамрăклăхĕ — хулара. Вăрман таврашне вара хутран-ситрен çеç леккеленĕ. Ют çав вăл кунта, сунарçăсен евĕр сисĕмлĕх унăн çук.

Малалла

Пушкин колхозĕ


Чечек ăшне йăлт путса ларнă

Колхоз, поэзи сачĕ пек,

Хисепленет ахальтен мар вăл

Мухтавлă Пушкин ячĕпе.

 

Çӳлте ав самолет вĕçет-и,

Çулне хывать-и ял урлах,

Паян мĕнпур çĕрте сисетĕн —

Поэт санпа пĕрле юрлать.

 

Ун çутă сăввисен элккенĕ

Пур ĕмĕр витĕр çиçĕнет.

Поэт сăнне паян çĕкленĕ

Кермен пек пысăк клуб çине.

 

Эпир ак урампа пыратпăр,

Чун утнăçемĕн хавасрах.

— Сывах-и, Пушкин, саламлатпăр!

Епле ĕç-пуç сан калхозра?..

 

Клуб тăрринчи хăмач ялавăн

Пит лăпкă хумĕ айĕпе

Поэт пире те саламланăн

Йăл кулса илчĕ майĕпе.

 

Ку ăшă та ытарлă кулă

Ырри çинчен кăна калать.

...Хĕвелсĕр, тĕксĕм кунçул урлă

Вăл курнă паянхи яла.

 

Çут ĕмĕт çитрĕ. Акă халĕ

Этем кунта тек йынăшмасть.

Кунта халь çук чуралăх ялĕ,

Пусахламасть тек йывăр каç.

 

Кунта паян эпир утатпăр —

Хăюллă çĕнтерӳçĕсем.

Поэт юррисене юрлатпăр

Малалла

Пулас вĕçевçĕсем


Ман юлташсем, ир-ир тăрсассăн,

Хаваслă юрă юрлама

Пĕр харăс пухăнса тухаççĕ

Ем-ешĕл аэродрома.

 

Вăрман çинче ун чух тĕтре çеç

Хăймаланать те кĕвелет...

Штурвал тытса кĕтсе илеççĕ

Туссем куллен çут хĕвеле.

 

Çерем тип-тикĕс. Кĕç ун тăрăх,

Чĕркĕмĕл сывлăм сирпĕтсе,

Чупса каяççĕ пĕр моторлă

Вĕренмелли самолетсем.

 

Халь вĕсене çĕкленнĕçемĕн

Вылянчăк çил те пулăшать.

Вĕсем, асамлă чĕкеçсем пек,

Касаççĕ çутă сывлăша.

 

Çак самантра эп уçрăм кантăк —

Эх, кунĕ мĕн тери чипер!

Ирхи шавпа, ан тив, вăрантăр

Шур сăпкари ман печĕк хĕр.

 

Тӳпе кĕрлет. Вăранчĕ хĕрĕм,

Пуçларĕ кĕç сиккелеме.

Эп тытрăм та çӳле çеклерем

Ир тăнă пĕчĕк хĕрĕме.

 

Ак вăл пăхкалама пикенчĕ

Йĕри-тавра. Ун куçĕнче

Çуталчĕ таврари ӳкерчĕк

Сăнланчĕ пĕтĕм çут тĕнче.

 

Хăй кулса ячĕ пит хавассăн,

Пуканелле вылянă пек,

Çӳлти самолета курсассăн,

Малалла

Инстербург


Хитре хула мĕн пулнă Инстербург

Ик юханшыв пĕрлешнĕ вырăнта.

Паян мухтанмалли мĕнех ун пур —

Кирпĕч купи кăна унта-кунта.

 

Бомба тăкса та тупăран персе

Чул çуртсене чăл-пар ватса аркатнă.

Танксем кĕрлевлĕн çĕмĕрсе кĕрсен

Вăрçăн хăрушă сăнарне кăтартнă.

 

Таçта çӳлте балконлă картлашка,

Ача кӳми çилпе силленкелет.

Çурта кĕме ытлах эс ан васка.

Паян та вилĕм серепи кĕтет.

 

Çунать, йăсăрланать, йĕрет хула,

Пĕр самантрах пин çуллăхĕ çухалнă.

Тискер ефрейтор айăпне пула

Германи суд тенкелĕ çине ларнă.

 

Ăна каçармĕ Вунпĕрремĕш çар,

Балтиçум фрончĕ уяса хăвармĕ.

Пире кĕртсе ярсан хаяр вăрçа

Пĕр йĕксĕк те тараймĕ, хăтăлаймĕ.

Чун вăйĕ


Н.Заболоцкий майлă

 

Чуна кахаллăх ан хавшаттăр!

Кĕрĕк арки йăваличчен

Чун ĕçлесе вăйне кăтарттăр

Иртен каçчен, иртен каçчен.

 

Кăштах ăна эс лăнчă яр-ха,

Ĕçрен самантлăха хăтар —

Кĕпесĕр тăратса хăварĕ,

Çарран уттарчĕ юнашар.

 

Чура та вăл. Вăлах патша та.

Яш пек маттур, хĕр пек черчен.

Ĕçлетĕр вĕçĕм, ан хавшатăр

Иртен каçчен, иртен каçчен.

 

Юпа, 1997.

Пурăнан пурнăçра...


Нумай çӳретĕн — нумай куратăн, çул çинче тĕрлĕ çынна тĕл пулатăн, тепĕр чух инкеке те пырса лекетĕн.

Вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче эпĕ «Канаш» хаçат валли «Вĕсем çĕрле çӳреççĕ» ятлă кĕске çеç калав çырнăччĕ. Шухăшласа кăларнă япала мар, йăлтах пурнăçран илнĕ сюжет.

...Çамрăк хĕр Анна жнейкăпа колхоз тыррине вырать. Ирхи сулхăнра çăмăллăн юрласа пыракан машина сасартăк темĕнле юпа çине пырса тăрăнать те чарăнса ларать. «Мĕн амакĕ, — тĕлĕнет Анна. — Ку пусăра ним шалçи те пулмалла мар-çке!..» Çамрăк хĕр, ларкăч çинчен вăр-вар сиксе анса, юпа патне чупса пырать. Юпана çĕрле çапса хăварнă иккен. Чулпа е пуртăпа хытă çапнăран юпа чĕрпĕнсе кайнă. Чĕрпĕк хушшинче Анна темĕнле хут татăкĕ пуррине асăрхать. Çыру?! Кăранташпа кукăрткаласа çырнă саспаллисем тăрăх акă мĕн вуласа тухать Анна:

«Эпир кайрăмăр... Пирĕн пурнăç — каçа хирĕç, пирĕн çул — хĕвеланăçнелле... Эсир, юлакансем, çак юпаран та пулин такăнăр... Анчах кĕтсех тăрăр, эпир таврăнатпăр...»

Сӳ! тăвать çамрăк хĕр чĕри. Çыру айне никам та алă пусман. Анчах Анна сисет: хир варринчи çав тĕлсĕр юпана пĕр-пĕр тăшман çапса хăварнă. Çиллине чараймасăр, шăртне пусараймасăр.

Малалла

«Кунта пĕве çавра...»


Юрий Жукова

Чăваш кăвăстине

 

Кунта пĕве çавра,

Сĕтел пĕве тавра.

Йăл-ял реххет-тирпей

Куçа-пуçа çаврать.

 

Кĕрекисем тулли,

Хăни-вĕрли — сумли.

Асăнмалли телей

Эпир кунта пулни.

 

Ташларăмăр пĕрле,

Юрларăмăр пĕрле.

Кунта чăваш кĕвви

Янрарĕ те пĕрре!

 

1997, çу, 23.

Пилĕк çăлтăрлă «Акгӳн Истамбул» хăнакил,

2-мĕш хутри ресторан

■ Страницăсем: 1... 202 203 204 205 206 207 208 209 210 ... 796