Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраКуçа-куçăнÇил-тăвăлМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Ватă чĕре — çамрăк чунÇамрăк ĕмĕтСӳнми хĕлхем

«Шурă чарлан Боофорта та нумай...»


Алсу Ахатовăна, Тутарстан ачисен ертӳçине

 

Шурă чарлан Боофорта та нумай.

Чĕвĕл чĕкеç çеç сахал.

Çĕнĕ салам пек курнатăн мана,

Чĕвĕл чĕкеçĕм, эс халь.

 

Атăл чĕкеçĕ,

Чĕвĕл чĕкеç,

Мĕн хыпарпа эс вĕçетĕн?

Савнă чĕкеçĕм, Чĕвĕл чĕкеç,

Кам телейне эс виçетĕн?

 

Ирĕк чĕкеçĕн пур çиçĕм-хăват,

Пур унăн капăр тасалăх.

Ĕмĕр упрантăр сан ырă сăвап

Атăл шывне асăнмалăх.

 

Атăл чĕкеçĕ, чĕвĕл чĕкеç,

Мĕн хыпарпа эс вĕçетĕн?

Савнă чĕкеçĕм, чĕвĕл чĕкеç,

Кам телейне эс виçетĕн?

 

1997, çу, 23.

«Полис еви»

«Никам та ман тăвансенчен...»


Тураy Язган ăсчаха, тĕрĕк вакăхĕн ертӳçине

Никам та ман тăвансенчен

Ăстампуяа килсе курман...

Ларатăп та пинре пĕччен,

Йĕри-тавра пăхса темччен

Куратăп пек — утать тăван

Аслă хула урамĕнче...

 

Никам та ман тăвансенчен

Босфор шывне ишсе курман...

Тăхта-тăхта тем каличчен,

Шутла-ха сĕрĕм тивиччен —

Асту, иртни асран кайман

Пин-пин çулсен ытамĕнче...

 

Пулнах-тăр ман тăвансенчен

Пĕри çар пуçĕ е султан...

Ахальтен мар тип çĕр çинче

Ик аслă тинĕс пырĕнче

Антарнă кимĕ-карапа

Чăваш манман-ха халиччен.

 

Авал чăваш тăвансенчен

Нимле ĕçре ӳксе юлман...

Çĕн чĕрĕлӳ малашĕнче

Тепре чăмăртанма чĕнсе

Вĕри чĕреллĕ бей Туран

Каларĕ несĕлсем çинчен...

Асилтĕм: хумпа хум çапсан та

Чăваш карапĕсем путман-ха!

 

1997, çу, 22

Вĕрентӳçĕсен хăнакиле.

«Кун вĕçленет...»


Кун вĕçленет.

Ывăннине туятăп.

Каллех савăнаймарăм ĕçлесе.

Ура хытсан пулăшаймасть туя та,

Йăванăп — тăратаймĕç çĕклесе.

 

Ытла та шелсĕр Паркинсон асапĕ.

Силлет, силлет, пĕр вĕçĕм чĕтретет.

Тепĕр чухне йĕрес килет ача пек,

Нушаланса кун хыççăн кун иртет...

Шурӑмпуҫ кайӑкӗ


1.

Елена Ильинична Орлова çĕрĕпех çаврăнкаласа выртрĕ, тарăн та тутлă ыйхăпа çывăрса каяймарĕ.

Август пуçламăшĕ. Çывăракан пӳлĕмĕн икĕ чӳречи яр уçă пулсан та сывлама сывлăш çитмест. Кашни каçах пахчари шăпчăксем юрланине итлесе выртсах çывăрса каяканччĕ-ха вăл. Паян тем пулчĕ, çăтмах кайăкĕсен юрри-кĕвви те чун-чĕрине пусармарĕ, çывăрса кайма кансĕрлерĕ тесен те тĕрĕс пулĕ.

Мĕнле кăна шухăшсем пырса кĕмеççĕ-ши унăн пуçне: вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрĕ чĕрĕ çын пекех куç умĕнчен каймасть, виçĕ çул каялла ял кӳллинче путса вилнĕ вуникĕ çулхи ывăлĕ ун çумне тĕршĕннĕ пек туйăнать, пединститутра пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пĕрле пуçтарăннă пек...

Вунпилĕк çул пĕр пĕччен пурăнать Елена Ильинична. Мăшăрĕпе вăл çулталăк та пурăнаймарĕ. Михаил автокатастрофăна çакланчĕ.

Виçĕ уйăхран Андрей çуралчĕ. Вăл атте мĕн иккенне пĕлмесĕрах, хăй те атте пулаймасăрах шывра путса вилчĕ.

Çук, Андрей хăйне хăй тăлăх ача вырăнне хурса пурăнман. Унăн юратнă амăшĕ пулнă. Елена Ильинична пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне аттеллĕ ачасенчен катăк ан пултăр тесе чунне парса ӳстерчĕ. Апла пулин те арçын ачана ашшĕ кирлех çав, мĕнле пулсан та арçын юнĕ юхать арçын ачара.

Малалла

«Çĕрле, юнашар пахчара...»


Çĕрле, юнашар пахчара

Шур çӳçлĕ хăва макăрать.

Унпа юнашар ват йăмра

Ăна çӳçĕнчен ачашлать.

 

Ирхи çут хĕвел йăл çиçет,

Ăна шевлипе сĕртĕнет.

Ан макăр, тет, хуйхă иртет,

Манпа чух кулни килĕшет.

Çĕн кун аки


Кăвак çутăран шăратнă ака пуç

Туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать.

Çĕн Кун — шевле сарриллĕ ылтăн пуç —

Чăваш уйне ака тума тухать.

 

Çĕн Кун аки пуçĕн хĕп-хĕрлĕ тимĕрри

Касса-касса уй урлă кас тăвать.

Кас-кас айне чăвашăн иртнĕ ĕмĕрри

Вилсе выртса пытарăнса пырать.

 

Сĕн Кун пăхать: ун ылтăн аки пуç

Кăпăшласа хуратрĕ [хытнă] уйсене;

Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç

Уйсем çине савса сапать шывне.

 

Çĕн кун пин-пин кăварлă хурăç аллипе

Сар-хĕрлĕ кунтăкран уйсем çине

Кăварлă ывăçпа пин, çĕр пин çăлтăр акрĕ.

Ирхи шевле ун хыççăн ылтăн сӳрипе

Çйр [-çĕр] пин çăлтăрлăн çунан Чăваш Çĕрне

Тĕр тĕрлесе, сӳрелесе пăрахрĕ.

 

Çĕн Кун акни шăтма вăхăт çитсен,

Çĕн Кун умне хура çĕр айĕнчен,

Хĕвел калчи пулса, хĕвеллĕн сарăлса, хăюллăн

Чăваш çыннин кун-çулĕ тухĕ.

Укаллă, ылтăн-кĕмĕллĕ хĕлхемĕ унăн

Кĕсле сасси пулса çĕр тăрăх шуххăн юхĕ.

 

Хăватлă, çĕн чĕреллĕ çĕн ĕмĕр чăвашĕ,

Малалла

Çуралнă кун


Иртенпех йăшкарĕ те йăшкарĕ чĕре. Хушшăн-хушшăн йĕппе чикнĕ пек ыратрĕ, вăхăт-вăхăтпа тем усала е ырра кĕтнĕн ирĕкелле туртăнакан кайăк пек тапăлтатрĕ. Çук, çывăрасси пулмĕ текех. Çутă çутса ячĕ çамрăк хĕрарăм. Тăрас-ши, тăрас мар-ши, тенĕн ыррăн карăнса илчĕ, чĕнтĕрлĕ сорочка айĕнче карăнтарса тăракан кăкăрĕсене ачашшăн сĕртĕнчĕ. Тутисем сисмен-туман çĕртенех йăл-л-л! кулса илчĕç. «Парса хăвар эс вĕсене, пурăнаймастăп вĕсемсĕр, мĕн тери илемлĕ, мĕн тери тутлă вĕсем санăн...» — тени аса килчĕ-тĕр. Асаилӳ тыткăнĕнчен хăтăлас тенĕн, лăстăр-р силлерĕ Алиса вăрăм çӳçне. Вăш-ваш диван çинчен сиксе тăчĕ, магнитофон пускăчне пусса лартрĕ.

 

Пĕччен кашкăр, эс хăратăн çут кунран,

Пĕччен кашкăр, мĕншĕн ним те шарламастăн...

янăраса кайрĕ пӳлĕмре кĕвĕ. Кĕвĕ майăн илемлĕ пӳ-сине ун-кун хуçкаларĕ çамрăк хĕрарăм, пит-куçне аллисемпе çăтти-çатти çупкаларĕ, юлашкинчен ваннăна чăмрĕ. «Пăхăпăр унта, мĕнле кашкăр вăл, пурĕпĕр манăн пулать вăл...» — шухăшларĕ хăй.

Çуралнă кун пулчĕ Алисăн ĕнер. Шефĕ — Николай Спиридонович: «Ресторана кайăпăр, ĕмĕр асăнса пурăнмалăх савăнăпăр», — терĕ. Укçа нумай-ха унăн, тăкаклантăр. Арăмĕ, ав, патша майри пек тăхăнса-сăрланса çӳрет. Алиса ларакан йышăну пӳлĕмне кĕрет те вара саркаланса: «Ман Миккуль пек лайăх упăшка лектĕрччĕ сана»,— тет, юрланăн калаçаканскер. «Ийя çав, Николай Спиридонович пек арçынсем сахал паян. Мĕн тери тимлĕ, ачаш вăл сирĕн,— килĕшет унпа Алиса та. -Пирĕн шефа çитекенни çуках».

Малалла

Панулми


Аттен ем-ешĕл аслă сачĕ

Таса хĕвелпе тулнăçем

Йăл-ял кулаççĕ, çуталаççĕ

Кĕрен те хĕрлĕ улмасем.

 

Кив сăвăпа мана пĕрре те

Сĕнксе ларма халь ырă мар.

Эп савăнсах сада кĕретĕп

Вĕр çĕнĕ сăвă шырама.

 

Сипетлĕ сулхăнра утатăп,

Сиретĕп вăйлă курăка.

Сад ыр сунать мана унтан та,

Кунтан та янкăс юрăпа.

 

Юрлаççĕ кайăксем хĕрӳллĕн,

Тавралăх меллĕн чӳхенет.

Пĕр улмине татса эп илтĕм,

Сулмаклине те хĕрлине.

 

Ман ывăçа чĕр çимĕç кĕчĕ,

Чух уçă çимĕç, ĕмĕрхи

Хăватлă çутçанталăк сĕчĕн

Чечен те çирĕп чăмăркки.

 

Çак улмара — хĕвел хĕйхемĕ,

Ирхи янравлă сывлăмсем,

Ăш çумăрсем те чĕрĕ тимĕр —

Йăлтах пĕрлешнĕ киленсе.

 

Ăна эп халь çӳле çĕклетĕп:

— Мухтав сана, анис улма!

Тантăшсене паян чĕнетĕп

Çак тимĕр çимĕç пек пулма.

 

Çамрăклăха ан тутăхтарăр,

Вăл пултăр çирĕп те таса.

Чĕресенчи хĕвел кăварĕ

Хаваслăн тăтăр çуталса!..

Каçхи Шупашкар


Каçхи автобус юрлă, сăлпăранлă

Çанталăка пăра пек пăралать.

Автобуспа кĕретĕп эп пăлханнăн

Тăван та çывăх Шупашкаралла.

 

Хула çинче çăра тăманпа хутăш,

Ярăмланса чăн çурçĕр шевли пек,

Ытарайми йăлттам хаваслă çутă

Çунать, вылять мĕнпур талккишĕпех.

 

Çак лапамра, çак çулăмра — ман кĕçĕн

Столицăм, тăван килĕм — Шупашкар.

Унта кĕретĕп савăнса эп кĕçĕр,

Чи çĕкленӳллĕ ырă шухăшпа.

 

Çĕршывăмра халь çук провинци-мăшкăл,

Çĕршывăмра — пĕр çутă, пĕр хĕвел.

Çав çут хĕвел лăпкать пурне те ăшшăн,

Республиксем тăраççĕ йĕркипе.

 

Кашни столица аслă тĕп Мускавăн

Ăшшипеле ӳсет те сарăлать.

Çак шухăшпа кĕретĕп чун хускалнăн

Тăван та хаклă Шупашкаралла.

«Шавлă-шавлă пин хутлă хула...»


Çевги Еренерола,

хулапа паллаштарнă ханума

 

Шавлă-шавлă пин хутлă хула

Ик тĕнче варринчи Ăстампул!

Эп сана саваканĕ пулам —

Эсĕ ман кăмăла хапăл ту!

 

Урлă-пирлĕ утсан сан тавра

Ман ура айĕнчи капăр чул

Чăваш çăлтăрĕ пек сапăнса

Кăмăла шуйлантарчĕ тем чул.

 

Сакăр вĕçлĕ чăваш çăлтăрне

Босфор çумĕн хитре керемре

«Чаракан» сăмахпа юнашар

Çырса хунă ахах-мерченпе.

 

Кам алли, кам хевти ман чуна

Авалхи ăс-халпа палăртса,

Ĕненсе эп килсе курасса

Чăвашла картса хунă кунта?

 

Манăн халь пуç тайса тăмаллах

Мăн маçак йĕр хăварнă çĕрте.

Турă пур! Турă пур! Эй, алла!

Çуртасем кунта саккăр чĕртем!

 

1997, çу. 18.

Ортăкĕй, Чаракан керемĕ.

■ Страницăсем: 1... 203 204 205 206 207 208 209 210 211 ... 796